08 апреля 2010 г.
Любовь Германовна ĕçрен таврăнсан килти ĕç-пуçа пикениччен коридорта тăракан пилĕк мăшăр йĕлтĕре илсе маччана хăпартса хучĕ.
– Шел, юр ирĕлсе пĕтрĕ. Манăн вара татах ярăнас килет, – терĕ пăшăрхануллăрах вăталăх хĕрĕ.
– Мĕн тăвăн? Çут çанталăк йĕркинчен иртеймĕпĕр. Хальлĕхе вара пирĕн йĕлтĕрсем тепĕр хĕллеччен вăй пухчăр, – терĕ Любовь Германовна шÿтлереххĕн.
Любовь Германовна Адюкова хăй те йĕлтĕрпе чупма кăмăллать. Çакнашкал иленÿ шкулта вĕреннĕ чухнех пулнă унăн. Спортăн ку енĕпе ăна никам та çитеймен. Тăххăрмĕш класра Любăна районти ăмăртăва илсе кайнă. Хĕрÿ тупăшура хăйĕнчен икĕ çул аслă хĕрсене кая хăварса финиша пĕрремĕш çитсен пурте питĕ тĕлĕннĕ. Кун хыççăн вăл тата хăпартланнă, тĕрлĕ ăмăртура çĕнтернĕ. Шăпах çавăн чухне маттур пикене Аслă Елчĕкри çамрăк тренер Саша куç хывнă... Каярах çамрăксем çемье çавăрса тĕпленнĕ.
Халĕ Адюковсем Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ялĕнче пурăнаççĕ. Кил хуçи Александр Алексеевич Патреккелте физкультура вĕрентет. Шкул ачисем час-часах районта мала тухаççĕ. Хоккеистсем те кăçал иккĕмĕш вырăна тухрĕç.
– Хоккей – арçын ачасен юратнă вăййи. Саккăрмĕш класри Аня Орлова вара ăна вĕсенчен ытла килĕштерет. Ахальтен мар ăна каччăсен командине илнĕ. Аня куççульпе макăрсах районти ăмăртăва кайнă. “Александр Алексеевич, нивушлĕ мана шанмастăр? Эпĕ те ыттисем пекех шкул чысне хÿтĕлес тесе мĕн пур вăя шеллемĕп”, – тесе йăлăннине тренер хирĕçлеймен.
Хĕл кунĕсенче Аня та арçын ачасемпе пĕрле хоккей площадкине юртан тасатнă, мĕн каçчен шайба хăваланă. Спортра та, вĕренÿре те пултаруллă Аня. Пур предметпа та “5” паллăпа ĕлкĕрсе пыраканскер аслă пĕлÿ илме Мускава каясшăн.
Любовь Адюкова та мăшăрĕ пекех учитель профессине суйласа илнĕ. Вăл тăван ялĕнче чăваш литературине вĕрентет. Маларах “Пукане” театр кружокне ертсе пынă, ачасем куракансене тĕрлĕ спектакльпе савăнтарнă. Пĕррехинче вара хăнана чĕнсе “Шевле” передачăна çыру янă. Кĕçех республикăри паллă журналистсем Марина Карягинăпа Арсений Тарасов Аслă Елчĕк шкулне пырса та çитнĕ. Пултаруллă ачасем пирки ятарлă кăларăм хатĕрлесе телевизорпа кăтартнă. Мĕн тери хĕпĕртенĕ Любовь Германовна вĕренекенĕсем!
Любовь Адюкова мĕнпе ытларах интересленнине калама та йывăр. Юрă-ташша та юратать, техникăпа та кăсăкланать. Çакна кура ăна çынсем уявра видео, сăн ÿкерчĕк ÿкерме йыхравлаççĕ. Икĕ çул каялла водитель правине илсен ашшĕпе амăшне машинăпа лартса Елчĕкелле çул тытнă. Питĕ майĕпен кайнă вăл.
– Ах, ачам, палăртнă çĕре ку таранччен тахçанах çитмелле. Тупата, тимĕр шапа та сан машинуран хытăрах каять, – тенĕ амăшĕ канăçсăрланса.
Ĕнтĕ унчченхи шиклĕ самантсем тахçанах манăçа тухнă Любовь Германовнăшăн. Халĕ вăл мăшăрĕ пекех машинăпа вăш! çеç çÿреме пултарать.
Виçĕ хĕр çитĕнтереççĕ Адюковсем: Катя, Юля, Маша. Асли пиллĕкмĕш, вăталăххи виççĕмĕш классенче вĕренеççĕ. Кĕçĕнни хальлĕхе асламăшĕпе тата аслашшĕпе кунне ирттерет. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест тенешкел, ачисем те ашшĕ-амăшĕ пекех йăрă. Вĕ-ренÿре те, спортра та сатур вĕсем. Хĕллехи вăхăтра Адюковсен туслă çемйи час-часах йĕлтĕр сырса çут çанталăк илемĕпе киленме васканă пулсан, халĕ пурте пĕрле пахча ĕçĕсене тĕплĕн хатĕрленеççĕ.
Çулла вара ачисем хăйсене çĕр улми, кишĕр, сухан йăранĕсене пайласа пама ыйтаççĕ.
– Йăрансене çапла валеçсе парсан питĕ савăнаççĕ, капла пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тăрăшаççĕ-çке, – тет Любовь Германовна.
Канмалли кунсенче ир-ирех тĕпел кукринче ачисемпе тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлет Любовь Германовна. Кун пек чухне никам та ахаль лармасть çав: Юля çĕр улми шуратать, Катя какай турать. Пĕчĕк Маша та кашнин çумне куршанак пек çыпăçса: “Ман мĕнпе пулăшмалла сире?” – тет канăçсăрланса.
Кăмакаран тутлă кукăль пиçсе тухсан çемье кучченеç илсе Кĕçĕн Таяпана ашшĕпе амăшĕ патне хăнана васкать.
...Любăн ашшĕ Герман Петрович шкулта ачасене ĕмĕрĕпех музыка вĕрентнĕ. Клубра пĕр уяв та унсăрăн иртмен. Халĕ те ачисем хăнана килсен купăсне туртса кăларать, пурне те кашăк валеçсе тухать те çемье оркестрĕ кĕвĕ калать. Эх, пуçланать вара юрă-ташă!
Герман Петрович паян та спектакльсенче вылять. Хăйне шанса панă сăнарсене чуна пырса тивмелле калăплать. Пуçа усма юратманскер уйрăмах хĕллехи вăхăта килĕштерет, вăл та йĕлтĕрпе ярăнма юратать-çке. 30-35 градус сивĕре те утмăл иккĕри Герман Петрович йĕлтĕр сырса уялла вĕçтерет, ухутана çÿрет.
Хул-çурăма çирĕплетни сая каймасть, темиçе çул каялла педагогсен ăмăртăвĕнче Герман Петрович хăйĕн кĕрÿшне Александр Алексеевича та хыçа хăварнă!
– Ну, кĕрÿ! Хамран ирттерсе ямарăм вĕт сана, – тет вăл халĕ те мухтанкаланă пек туса.
Чирлĕ мăшăрне пулăшас тесе Герман Петрович хăех ĕне сăвать, выльăхсене пăхать. Хĕллехи кунсенче ĕнине тÿшек хулăнăш улăм сарса парать. Уттине вара кантрапа тирпейлĕн çыхать те тин ĕне умне хурать. Лешĕ вара турта-турта, васкамасăр çиет.
...Каç енне хапхана сăлăп ярас тесе çеç тăратчĕ Герман Петрович, акă алăк уçăлчĕ те картише кĕçĕн хĕрĕ Люба çемйипех кĕрсе тăчĕ. Мĕн тери хĕпĕртерĕ кил хуçи! Кĕрÿшне алă пачĕ, хĕр пĕрчисене ыталаса илчĕ.
– Атьăр пÿртелле. Чей ĕçсе калаçса ларăпăр, – терĕ виçесĕр савăнăçлăскер
Источник: "Тантăш"