10 апреля 2010 г.
Вăрçă. Вилĕм. Ку сăмахсене илтме те, калама та хăрушă, чуна çỹçентерет. Аттелĕхĕн Аслă вăрçи иртни 65 çул, анчах чĕре суранĕ халĕ те иртмен. Тăрнашур пĕчĕк ял пулнă, 30 килĕрен те ытла мар. Ял çыннисем тăрăшса ĕçленĕ, ача-пăча ỹстернĕ, лайăх пурăнма ĕмĕтленнĕ. Анчах кĕтмен-туман çĕртен ылханлă вăрçă пуçланнă. Тăрнашур ялĕнчи 39 çынна вăрçа кайма повестка панă. Çав çынсенчен пĕри _ Александр Николаевич Кассиров. Вăл колхозра бухгалтер-счетовод пулса ĕçленĕ. Улатăрти бухгалтерсен училищине пĕтернĕ хыççăн ревизор пулса ытти колхозсен ĕçĕсене тĕрĕслеме çỹренĕ пирки ăна бронь панă. Çавăнпа вăл вăрçа каярах кайнă. Мăшăрĕ, Елена Филипповна, ултă пĕчĕк ачипе тăрса юлнă. Çиччĕмĕш ачипе йывăр çын пулнă, вăл ашшĕне нихăçан та курман... Александр Кассирова Мускавра командирсем хатĕрлекен васкавлă курсран вĕренсе тухнă хыççăн çийĕнчех вăрçă хирне ăсатнă. Хĕрỹ çапăçăва хутшăнать, иккĕмĕш хутĕнчи çапăçура вара вăл йывăр аманать. Ăна Тамбов хулинчи госпитале сывалма вырнаçтараççĕ. Юлашкинчен, хăй вилессе пĕлнĕ пекех, мăшăрĕ ячĕпе çакăн пек çырса хăварнă: "Мана ыран операци тăваççĕ. Темĕн те пулма пултарĕ. Ачасене лайăх пăхса ỹстер. Сывă пулăр. Александр". 1943 çулхи нарăсăн 6-мĕшĕнче Александр Кассиров ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Вăл Тамбов хулинчи масарта канăç тупнă. Аслă ывăлне _ Петр Александровича _ 1927 çулта çуралнăскерне, 1944 çулта çара илеççĕ. Вăрçă чарăннă хыççăн та вăл Польша çĕршывĕнче службăра тăнă. Çичĕ çул иртнĕ хыççăн Петр Кассиров аслă лейтенант килне таврăнать. Çак тапхăрта ашшĕпе тетĕшĕ вырăнĕнче амăшĕн килти тĕп тĕрекĕ иккĕмĕш ывăлĕ _ Иван пулнă. Вăл 1929 çулта çуралнă. Унпа пĕр çулхи ачасем çак тапхăрта колхозри пĕтĕм йывăр ĕçе пурнăçланă. Иван Александрович лобогрейкăпа, жнейкăпа тырă вырнă, молотилкăпа тырă çапнă. Çапса тĕшĕленĕ тырра Пăва районĕнчи Каратуна ăсатнă. Тылра ĕçлесе пысăк хастарлăх кăтартнăшăн Иван Кассиров "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн" медале илме тивĕçнĕ. Кассировсен хĕрĕсем те тăрăшуллă, пултаруллă çынсем пулса çитĕннĕ. Ĕмĕрне Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче ĕçлесе ирттернĕ Елена Александровнăна пархатарлă ĕçшĕн Хисеп Палли орденпа тата "Ĕçри хастарлăхшăн" медальпе наградăланă. Вера Александровна Калуга облаçĕнче тĕпленнĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ çĕрте тăрăшнă. Вăл _ Ĕç Мухтавĕн орденĕн кавалерĕ. Çамрăклах ашшĕсĕр тăрса юлнă ачасем хăйсем те тахçанах асатте-асанне пулнă ĕнтĕ. Вĕсем халĕ хăйсен ачисемпе мăнукĕсене вăрçă тапхăрĕнчи асаплă пурнăç çинчен каласа кăтартаççĕ, Тăван çĕршыва хисеплеме, юратма вĕрентеççĕ...
Источник: "Елчĕк Ен"