Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çырава хатĕрленсе

24 марта 2010 г.

Аслă Елчĕкре Пĕтĕм Раççей шайĕнчи халăх çыравне хатĕрленес тĕлĕшпе йĕркеленĕ комисси членĕсем халăх нумай çỹрекен вырăнсенче ăнлантару ĕçĕсем ирттерессипе тимлесе ĕçлеççĕ. Комисси членĕсем пулма яланхи пекех культура, сывлăх сыхлав ĕçченĕсене, вĕрентекенсене суйланă. Комисси хăйĕн ĕçне çирĕплетнĕ ятарлă ĕç планĕпе ки-лĕшỹллĕн пурнăçласа пырать. Ĕç планĕ мĕнле пурнăçланса пынине комисси ларăвĕнче уйăхсерен тишкереççĕ. Пĕлтĕр урамсен ячĕсене, çурт номерĕсене çырса хунă табличкăсене пĕтĕмпех çĕнетсе улăштарнă. Ялти вулавăшра, культура çуртĕнче, ял тăрăхĕнче информаци стенчĕсене пуянлатсах тăраççĕ. Ĕç коллективĕсенче калаçусем ирттересси, халăх çыравĕ çинчен ăнлантарса парасси комисси членĕсен пĕрремĕш тивĕçĕ пулнине кашниех ăнланса ĕçлени куç кĕрет. Ялти шкулта "Мĕн вăл халăх çыравĕ?" викторина ирттерме хатĕрленеççĕ. Культура ĕçченĕсем те халăх перепиçне халалланă мероприятисем ирттерме палăртнă. Халăх çыравĕ темиçе çултан пĕрре çеç иртет. 1989 çулхи халăх çыравĕн кăтартăвĕсем тăрăх Аслă Елчĕкре 641 çурт шутланнă, 2453 çын пурăннă. Хальхи вăхăтра ялта 2102 çын пурăнать. Пурăнакан çынсен хисепĕ чакса пыни, паллах, пăшăрхантарать...

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика