27 марта 2010 г.
|
(Аслă Елчĕк ял историйĕн пĕрремĕш пайне кĕмесĕр юлнă тĕслĕхсем) Йывăр çулсем 2009 çулта Аслă Елчĕксем ял пуçланса кайни 450 çул çитнине савăнăçлăн паллă турĕç. Камсем тата ăçтан куçса килнĕ-ха ку пушă вырăнсене? XIII- ХVI ĕмĕрсенче чăвашсем Хусан ханствин чăтмалла мар пусмăрне тỹссе пурăннă. Унтан хăтăлас тесе халĕ эпир пурăнакан вырăнти чăвашсем сĕм вăрмансене, Атăл кукăрĕ еннелле тарса кайнă. Çапла Кĕтне, Пăла, Карлă шывĕсен таврашĕнчи çĕрсем пушанса юлнă. Ку çĕрсене историре "Тискер уй" тесе ят панă. 1551 çулта тутарсен пусмăрĕнчен хăтăлас тĕллевпе чăвашсем хăйсем ирĕккĕн Вырăс патшалăхне пĕрлешнĕ. Çакăншăн 4-мĕш Иван ĕмпỹ (Грозный) чăвашсене 3 çуллăха куланайран хăтарнă. 1552 çулта Иван Грознăйăн пысăк çарĕсем, таврари тĕрлĕ халăха тутарсен пусмăрĕнчен хăтарас тĕллевпе, çак пушă çĕрсем урлă килсе Хусан хулине вăрçăпа тапăннă. Вырăссене пулăшса çапăçăва хутшăннă чăвашсене вырăс çарĕн пуçлăхĕсем Иван Грозный ячĕпе ку вырăнсене куçса килме 50-70 теçеттин çĕр парнеленĕ, "Креп" хучĕсем панă, 3 çуллăха куланай тỹлесрен хăтарнă. Çакăн чухлĕ çăмăллăх илсен те чăвашсем хăйсен вырăнĕсенчен кайма васкаман. Атăл тăрăхĕнчи паха çĕрсене вырăс улпучĕсем, малтанах куç хывнăскерсем, унта куçса килсе чăвашсене татах пусмăр айне тунă. Çакăн хыççăн тин вĕсем çỹпçесене пытарса хунă "Креп" хучĕсене шыраса тупса, хăйсене халалланă çĕрсем çине куçса каясси çинчен шухăшлама тытăннă. Çапла 1559 çулта Пичура хăйне парнеленĕ çĕрне шыраса тупма çул тытнă. Ăна çĕнĕ çĕрте ăçта тата мĕнпе тăранса пурăнасси шухăшлаттарнă. Вĕсем валли унта никам та нимĕн те хатĕрлесе хуман-çке. Халиччен пурăннă Куславкка таврашĕнчи Елчĕк ялĕнчен (Карамышево) çĕнĕ çĕрсем çине çитме 200 çухрăм та пулман. Анчах ун чухнехи тумхахлă, ялсем хушшинчи кукăр-макăр çулпа вырăна çитесси вăрах вăхăта тăсăлнă. Çĕнĕ çĕре çитсе çывăхри вăрман хĕррине (хальхи Анаткас урамĕн варри) тырă-пулă акма, унтан çурт-йĕр лартма пикеннĕ. Нумаях та вăхăт иртмен, Пайпулат ятлă çын (унăн çĕр "Крепĕ" те пулман) куçса килнĕ, вăл хальхи Тукасра çурт-йĕр хăпартма тытăннă... Хусан ханствине самаях аркатнă пулин те байсемпе эмирсем хăйсем патĕнче 20-30 нукер тытса тăнă. Вĕсем халь пуçланса кайнă пĕчĕк чăваш ялĕсенче пурăнакансен пурлăхне çаратма, выльăх-чĕрлĕхне, хĕрсемпе яшсене тыткăна илсе хăваласа кайма пăрахман. Тыткăна илнисене кăнтăрти араб çĕршывĕсене хăваласа кайса чуралăха сутнă. Çавăнпа кашни ялтах хуралсем йĕркеленĕ. Ялтан инçех мар хир варринче лаштра юман ỹснĕ. Ун çине хăпарсан Пăла шывĕ хĕррипе юлан утсемпе килекен нукерсем лайăх курăннă. Çавăнпа çамрăксем черетпе юман çине хăпарса ларса хурал тăнă. Вĕсен аллинче элем пулнă. Тутар нукерĕсем килнине курсанах хуралçă хăйĕн аллинчи элемне çĕре пăрахса ялалла чупнă. Юман çинче элем çуккине курсанах ял-йыш пур пек пурлăхне пуçтарса, выльăхĕсене хăваласа хăйсем çеç пĕлекен йỹçлĕхлĕ вăрмансене пытаннă. Куславкка районĕнчи Елчĕк таврашĕнчен тарса çĕнĕ çĕре килекенсен шучĕ çултан çул ỹссе пынă. Вĕсем пурте шурлăхлă вăрманта çурт-йĕр лартнă, ĕшнесем уçнă. Çавăнпа Шуркасси хăвăрт ỹссе пынă. Йỹçлĕхе типĕтес тĕллевпе ака пуçĕсемпе шăйăрса шыв çулĕсем тунă. Кайран вĕсем çырмана çаврăннă. Маларахри çулсенче тунă шыв çулĕнчен тарăн çырма _ Тукас çырми пулса тăнă. Çавăнпа вăл тарăн, сарлака, тỹрĕ. Каярахпа ытти шыв çулĕсем те çырмана çаврăннă. Çапла Тĕпек кассипе Тукас ỹссе пынă. Каярахпа Вăтакас пуçланнă. 1578 çулта патшалăх Атăлпа Сăр çывăхĕнчи чикĕсене тĕреклетме тытăннă. Теччĕ _ Улатăр _ Темниково оборона тăрăхне туса çирĕплетнĕ. Çапла хăрушлăх чакса пынă май куçса килекенсем те йышланнă. Анаткасăн кăнтăр вĕçĕ ỹснĕ. Каярахпа Тукас çырми хĕвел анăç енчи йăлăмра Йăлăм кас пуçланса кайнă. Пирĕн ял Куславкка çывăхĕнчи Елчĕк ялĕнчен куçса килнĕрен ăна Хирти Елчĕк тенĕ. 1711 çулта Елчĕк ялĕнчен Хирти Елчĕке тата 5 хуçалăх куçса килнĕ. Анчах вĕсем кунта çурт-йĕр лартмалли юрăхлă вырăн тупайман пулас, Тайпике (Таябинка) çырми Кĕçĕн Пăлапа пĕрлешнĕ вырăнта хăйсене килĕшекен вырăн тупса Кĕçĕн Пăлан çурçĕр енне çуртсем лартнă. Кĕçĕн Пăлан кăнтăр енче тыр-пул акса çитĕнтермелли çĕр пайтах пулни вĕсене савăнтарнă. Çапла тепĕр Елчĕк ялĕ пуçланса кайнă. Вăхăт иртнĕ май Хирти Елчĕке Аслă Елчĕк, тепĕрне Кĕçĕн Елчĕк теме пуçланă. Ку таврари ялсем Теччĕ уесĕн Элкел вулăсне кĕнĕ. Вулăсра земски начальник Вырăс Каркалар улпучĕн ачи Печкодрузин пулнă. Вăл мăшăр лаша кỹлнĕ тăрантаспа çỹренĕ. Çурлă-кĕрлĕ çанталăкра Пăла шывĕ урлă каçма май пулманнипе вăл Кĕçĕн Елчĕкри Чикушсен çуртне хăйĕн кантурне вырнаçтарнă. Вулăс Элкелте шутланнă, кантурĕ Кĕçĕн Елчĕкре пулнине шута илсе Кĕçĕн Елчĕк вулăс центрне çаврăннă. Пĕрремĕш пульница Таврари ялсем йышланса пынă, анчах çывăхра пульница таврашĕ пулман. Теччĕри уес пуçлăхĕсем кĕпĕрнерен Кабаланти пульницăна Елчĕк таврашне куçарма ирĕк илнĕ хыççăн, пульница çурчĕ валли çĕр ыйтнă. Анчах нихăш ял та хăйĕн акăнакан çĕрĕнчен пульница валли çĕр уйăрса пама килĕшмен. Ун пирки ялти ватăсенчен пĕри О.П.Горшков çапла каласа панине астăватăп. Аслă Елчĕкĕн хĕвел анăç енчи Кĕçĕн Пăлана тĕллесе тухакан Йĕрĕк çырмин тепĕр енче тыр-пул акса çитĕнтерме юрăхсăр йỹçлĕхлĕ çĕр пулнă. Пульница çурчĕ валли çĕр уйăрса парас ыйтăва пăхса тухма хут килсен ялăн аслă пухăвĕ ку юрăхсăр çĕре, пĕр саслă пулсах, пульница валли уйăрса пама килĕшнĕ. Ун хыççăн Кабалан ялĕн пульницин çуртне турттарса килнĕ. Пульница çурчĕпе пĕрлех унта ĕçленĕ фельдшер Тимофей Осипович та (вăл пĕчченех пурăннă тет) килнĕ. Вăл тăрăшнипе пулас пульница таврашне тирек (тополь) турачĕсем лартса тухаççĕ. Час ỹссе çитĕнекен, шыва юратакан йывăçсем шыва самаях типĕтеççĕ. Унта пульница çуртне лартаççĕ. Тимофей Осипович фельдшер мĕн ватăлса çитичченех унта пурăннă, ĕçленĕ тесе каласа паратчĕ Осип Петрович вырăс фельдшерĕ çинчен. Нятук аппа каласа пани Йышлă çемьерен уйрăлса тухма паçма пайĕ çитменнипе ялти хăш-пĕр çынсем Çĕпĕре куçса кайнă. Хушкин Хĕлимунсем те пысăк çемьепе пурăннă. Хушкин Евграфпа Тикушев Яков хушшинче пĕр паçма пушах выртнă. Вăл йỹçлĕхлĕ пулнипе унта никам та куçса ларасшăн пулман. Каярахпа ку вырăна Хĕлимун ачи Тиняççа куçса ларнă. Йỹçлĕхе типĕтме канавсем чавса шывне хыçалти вара юхтарнă. Паçма вĕçне улмуççисем лартса пысăк сад тунă. Паçма хыçĕнчи вар çурса кайса часах тарăн çырмана çаврăнма пултарнă. Тиняççа лăпланса ларман. Каччăсемпе хĕрсене укçа парса тара тытнă. Шак-шак Тиняхи хыçĕнченех йăмра турачĕсем ларттарнă. Пире ĕçленĕшĕн 20-шер пус укçа тỹлетчĕ тесе Нятук аппа каласа панине астăватăп. Колхоз йĕркеленнĕ тапхăрта Тиняççа çемйине кулаксен шутне кĕртсе Çĕпĕре ăсатаççĕ. Ун вырăнне юрлă Чернов Рдиван çемйине куçарса лартаççĕ. Анчах вăл паçмана типĕтес тесе нимĕн те туман. Улмуççи сачĕ колхоза куçнă. Колхоз председателĕ Евстафий Мартынов сад тавра çĕнĕ карта тытма шутланă. Вăл Нягин Василипе юлташне, колхоз правленине чĕнтерсе, вар тăрăх ỹснĕ йăмрасене тĕпрен касма, вĕсенчен хăма çурма хушать. Малтанласа ку шухăша Шуркасси çыннисем хирĕçлесе те пăхнă, анчах пуçлăх хушнине пурнăçлама тивнех вĕсен. Самсонов Тиняхапа Арбузов Хĕветĕр паçмисем хыçĕнче, вар хĕрринче, йывăçран пураласа тунă çăл та пурччĕ. Эпир, çамрăк ачасем, ку вар урлă сиксе каçса çỹреттĕмĕр. Миçе çул иртрĕ-ши? Вар тарăн çырмана çаврăнчĕ. Çапла ял варринчех тепĕр тарăн çырма пулса тăчĕ. Н.Соколов колхоз председателĕ пулса ĕçленĕ тапхăрта ку çырмана тикĕслесе хуплама та хăтланчĕç, анчах ĕçĕ пулса пĕтмерĕ. Вăрçă ветеранĕсем, Аслă Çĕнтерỹ кунĕ 45 çул çитнине уявланă тапхăрта, тĕрлĕ фронтсенче çапăçса паттăрла пуçĕсене хунисен пĕрлехи масарĕ пултăр тесе, вăрçăран таврăнайман кашни çын пуçне пĕрер йывăç, пурĕ 228 хурăн лартса хăварнăччĕ. Йывăçсене шăварса чĕртес ĕçре шкулта вĕренекенсем те чылай пулăшрĕç. Çапла пушă выртакан икĕ çырма хушшинче, республикăра пĕртен-пĕр "Асăну аллейи" пулса тăчĕ. Аллея çывăхĕнчен çỹренĕ ватăсем карттусĕсене хывса пуç тайса иртетчĕç. Аллея тавра тимĕр сеткăпа карта тытса çаврăннăччĕ. Лартнă йывăçсем лайăх чĕрĕлсе ỹсрĕç. Анчах ял администраци пуçлăхĕ хушнипе аллея тавра тытнă картана |
(Аслă Елчĕк ял историйĕн пĕрремĕш пайне кĕмесĕр юлнă тĕслĕхсем) Йывăр çулсем 2009 çулта Аслă Елчĕксем ял пуçланса кайни 450 çул çитнине савăнăçлăн паллă турĕç. Камсем тата ăçтан куçса килнĕ-ха ку пушă вырăнсене? XIII- ХVI ĕмĕрсенче чăвашсем Хусан ханствин чăтмалла мар пусмăрне тỹссе пурăннă. Унтан хăтăлас тесе халĕ эпир пурăнакан вырăнти чăвашсем сĕм вăрмансене, Атăл кукăрĕ еннелле тарса кайнă. Çапла Кĕтне, Пăла, Карлă шывĕсен таврашĕнчи çĕрсем пушанса юлнă. Ку çĕрсене историре "Тискер уй" тесе ят панă. 1551 çулта тутарсен пусмăрĕнчен хăтăлас тĕллевпе чăвашсем хăйсем ирĕккĕн Вырăс патшалăхне пĕрлешнĕ. Çакăншăн 4-мĕш Иван ĕмпỹ (Грозный) чăвашсене 3 çуллăха куланайран хăтарнă. 1552 çулта Иван Грознăйăн пысăк çарĕсем, таврари тĕрлĕ халăха тутарсен пусмăрĕнчен хăтарас тĕллевпе, çак пушă çĕрсем урлă килсе Хусан хулине вăрçăпа тапăннă. Вырăссене пулăшса çапăçăва хутшăннă чăвашсене вырăс çарĕн пуçлăхĕсем Иван Грозный ячĕпе ку вырăнсене куçса килме 50-70 теçеттин çĕр парнеленĕ, "Креп" хучĕсем панă, 3 çуллăха куланай тỹлесрен хăтарнă. Çакăн чухлĕ çăмăллăх илсен те чăвашсем хăйсен вырăнĕсенчен кайма васкаман. Атăл тăрăхĕнчи паха çĕрсене вырăс улпучĕсем, малтанах куç хывнăскерсем, унта куçса килсе чăвашсене татах пусмăр айне тунă. Çакăн хыççăн тин вĕсем çỹпçесене пытарса хунă "Креп" хучĕсене шыраса тупса, хăйсене халалланă çĕрсем çине куçса каясси çинчен шухăшлама тытăннă. Çапла 1559 çулта Пичура хăйне парнеленĕ çĕрне шыраса тупма çул тытнă. Ăна çĕнĕ çĕрте ăçта тата мĕнпе тăранса пурăнасси шухăшлаттарнă. Вĕсем валли унта никам та нимĕн те хатĕрлесе хуман-çке. Халиччен пурăннă Куславкка таврашĕнчи Елчĕк ялĕнчен (Карамышево) çĕнĕ çĕрсем çине çитме 200 çухрăм та пулман. Анчах ун чухнехи тумхахлă, ялсем хушшинчи кукăр-макăр çулпа вырăна çитесси вăрах вăхăта тăсăлнă. Çĕнĕ çĕре çитсе çывăхри вăрман хĕррине (хальхи Анаткас урамĕн варри) тырă-пулă акма, унтан çурт-йĕр лартма пикеннĕ. Нумаях та вăхăт иртмен, Пайпулат ятлă çын (унăн çĕр "Крепĕ" те пулман) куçса килнĕ, вăл хальхи Тукасра çурт-йĕр хăпартма тытăннă... Хусан ханствине самаях аркатнă пулин те байсемпе эмирсем хăйсем патĕнче 20-30 нукер тытса тăнă. Вĕсем халь пуçланса кайнă пĕчĕк чăваш ялĕсенче пурăнакансен пурлăхне çаратма, выльăх-чĕрлĕхне, хĕрсемпе яшсене тыткăна илсе хăваласа кайма пăрахман. Тыткăна илнисене кăнтăрти араб çĕршывĕсене хăваласа кайса чуралăха сутнă. Çавăнпа кашни ялтах хуралсем йĕркеленĕ. Ялтан инçех мар хир варринче лаштра юман ỹснĕ. Ун çине хăпарсан Пăла шывĕ хĕррипе юлан утсемпе килекен нукерсем лайăх курăннă. Çавăнпа çамрăксем черетпе юман çине хăпарса ларса хурал тăнă. Вĕсен аллинче элем пулнă. Тутар нукерĕсем килнине курсанах хуралçă хăйĕн аллинчи элемне çĕре пăрахса ялалла чупнă. Юман çинче элем çуккине курсанах ял-йыш пур пек пурлăхне пуçтарса, выльăхĕсене хăваласа хăйсем çеç пĕлекен йỹçлĕхлĕ вăрмансене пытаннă. Куславкка районĕнчи Елчĕк таврашĕнчен тарса çĕнĕ çĕре килекенсен шучĕ çултан çул ỹссе пынă. Вĕсем пурте шурлăхлă вăрманта çурт-йĕр лартнă, ĕшнесем уçнă. Çавăнпа Шуркасси хăвăрт ỹссе пынă. Йỹçлĕхе типĕтес тĕллевпе ака пуçĕсемпе шăйăрса шыв çулĕсем тунă. Кайран вĕсем çырмана çаврăннă. Маларахри çулсенче тунă шыв çулĕнчен тарăн çырма _ Тукас çырми пулса тăнă. Çавăнпа вăл тарăн, сарлака, тỹрĕ. Каярахпа ытти шыв çулĕсем те çырмана çаврăннă. Çапла Тĕпек кассипе Тукас ỹссе пынă. Каярахпа Вăтакас пуçланнă. 1578 çулта патшалăх Атăлпа Сăр çывăхĕнчи чикĕсене тĕреклетме тытăннă. Теччĕ _ Улатăр _ Темниково оборона тăрăхне туса çирĕплетнĕ. Çапла хăрушлăх чакса пынă май куçса килекенсем те йышланнă. Анаткасăн кăнтăр вĕçĕ ỹснĕ. Каярахпа Тукас çырми хĕвел анăç енчи йăлăмра Йăлăм кас пуçланса кайнă. Пирĕн ял Куславкка çывăхĕнчи Елчĕк ялĕнчен куçса килнĕрен ăна Хирти Елчĕк тенĕ. 1711 çулта Елчĕк ялĕнчен Хирти Елчĕке тата 5 хуçалăх куçса килнĕ. Анчах вĕсем кунта çурт-йĕр лартмалли юрăхлă вырăн тупайман пулас, Тайпике (Таябинка) çырми Кĕçĕн Пăлапа пĕрлешнĕ вырăнта хăйсене килĕшекен вырăн тупса Кĕçĕн Пăлан çурçĕр енне çуртсем лартнă. Кĕçĕн Пăлан кăнтăр енче тыр-пул акса çитĕнтермелли çĕр пайтах пулни вĕсене савăнтарнă. Çапла тепĕр Елчĕк ялĕ пуçланса кайнă. Вăхăт иртнĕ май Хирти Елчĕке Аслă Елчĕк, тепĕрне Кĕçĕн Елчĕк теме пуçланă. Ку таврари ялсем Теччĕ уесĕн Элкел вулăсне кĕнĕ. Вулăсра земски начальник Вырăс Каркалар улпучĕн ачи Печкодрузин пулнă. Вăл мăшăр лаша кỹлнĕ тăрантаспа çỹренĕ. Çурлă-кĕрлĕ çанталăкра Пăла шывĕ урлă каçма май пулманнипе вăл Кĕçĕн Елчĕкри Чикушсен çуртне хăйĕн кантурне вырнаçтарнă. Вулăс Элкелте шутланнă, кантурĕ Кĕçĕн Елчĕкре пулнине шута илсе Кĕçĕн Елчĕк вулăс центрне çаврăннă. Пĕрремĕш пульница Таврари ялсем йышланса пынă, анчах çывăхра пульница таврашĕ пулман. Теччĕри уес пуçлăхĕсем кĕпĕрнерен Кабаланти пульницăна Елчĕк таврашне куçарма ирĕк илнĕ хыççăн, пульница çурчĕ валли çĕр ыйтнă. Анчах нихăш ял та хăйĕн акăнакан çĕрĕнчен пульница валли çĕр уйăрса пама килĕшмен. Ун пирки ялти ватăсенчен пĕри О.П.Горшков çапла каласа панине астăватăп. Аслă Елчĕкĕн хĕвел анăç енчи Кĕçĕн Пăлана тĕллесе тухакан Йĕрĕк çырмин тепĕр енче тыр-пул акса çитĕнтерме юрăхсăр йỹçлĕхлĕ çĕр пулнă. Пульница çурчĕ валли çĕр уйăрса парас ыйтăва пăхса тухма хут килсен ялăн аслă пухăвĕ ку юрăхсăр çĕре, пĕр саслă пулсах, пульница валли уйăрса пама килĕшнĕ. Ун хыççăн Кабалан ялĕн пульницин çуртне турттарса килнĕ. Пульница çурчĕпе пĕрлех унта ĕçленĕ фельдшер Тимофей Осипович та (вăл пĕчченех пурăннă тет) килнĕ. Вăл тăрăшнипе пулас пульница таврашне тирек (тополь) турачĕсем лартса тухаççĕ. Час ỹссе çитĕнекен, шыва юратакан йывăçсем шыва самаях типĕтеççĕ. Унта пульница çуртне лартаççĕ. Тимофей Осипович фельдшер мĕн ватăлса çитичченех унта пурăннă, ĕçленĕ тесе каласа паратчĕ Осип Петрович вырăс фельдшерĕ çинчен. Нятук аппа каласа пани Йышлă çемьерен уйрăлса тухма паçма пайĕ çитменнипе ялти хăш-пĕр çынсем Çĕпĕре куçса кайнă. Хушкин Хĕлимунсем те пысăк çемьепе пурăннă. Хушкин Евграфпа Тикушев Яков хушшинче пĕр паçма пушах выртнă. Вăл йỹçлĕхлĕ пулнипе унта никам та куçса ларасшăн пулман. Каярахпа ку вырăна Хĕлимун ачи Тиняççа куçса ларнă. Йỹçлĕхе типĕтме канавсем чавса шывне хыçалти вара юхтарнă. Паçма вĕçне улмуççисем лартса пысăк сад тунă. Паçма хыçĕнчи вар çурса кайса часах тарăн çырмана çаврăнма пултарнă. Тиняççа лăпланса ларман. Каччăсемпе хĕрсене укçа парса тара тытнă. Шак-шак Тиняхи хыçĕнченех йăмра турачĕсем ларттарнă. Пире ĕçленĕшĕн 20-шер пус укçа тỹлетчĕ тесе Нятук аппа каласа панине астăватăп. Колхоз йĕркеленнĕ тапхăрта Тиняççа çемйине кулаксен шутне кĕртсе Çĕпĕре ăсатаççĕ. Ун вырăнне юрлă Чернов Рдиван çемйине куçарса лартаççĕ. Анчах вăл паçмана типĕтес тесе нимĕн те туман. Улмуççи сачĕ колхоза куçнă. Колхоз председателĕ Евстафий Мартынов сад тавра çĕнĕ карта тытма шутланă. Вăл Нягин Василипе юлташне, колхоз правленине чĕнтерсе, вар тăрăх ỹснĕ йăмрасене тĕпрен касма, вĕсенчен хăма çурма хушать. Малтанласа ку шухăша Шуркасси çыннисем хирĕçлесе те пăхнă, анчах пуçлăх хушнине пурнăçлама тивнех вĕсен. Самсонов Тиняхапа Арбузов Хĕветĕр паçмисем хыçĕнче, вар хĕрринче, йывăçран пураласа тунă çăл та пурччĕ. Эпир, çамрăк ачасем, ку вар урлă сиксе каçса çỹреттĕмĕр. Миçе çул иртрĕ-ши? Вар тарăн çырмана çаврăнчĕ. Çапла ял варринчех тепĕр тарăн çырма пулса тăчĕ. Н.Соколов колхоз председателĕ пулса ĕçленĕ тапхăрта ку çырмана тикĕслесе хуплама та хăтланчĕç, анчах ĕçĕ пулса пĕтмерĕ. Вăрçă ветеранĕсем, Аслă Çĕнтерỹ кунĕ 45 çул çитнине уявланă тапхăрта, тĕрлĕ фронтсенче çапăçса паттăрла пуçĕсене хунисен пĕрлехи масарĕ пултăр тесе, вăрçăран таврăнайман кашни çын пуçне пĕрер йывăç, пурĕ 228 хурăн лартса хăварнăччĕ. Йывăçсене шăварса чĕртес ĕçре шкулта вĕренекенсем те чылай пулăшрĕç. Çапла пушă выртакан икĕ çырма хушшинче, республикăра пĕртен-пĕр "Асăну аллейи" пулса тăчĕ. Аллея çывăхĕнчен çỹренĕ ватăсем карттусĕсене хывса пуç тайса иртетчĕç. Аллея тавра тимĕр сеткăпа карта тытса çаврăннăччĕ. Лартнă йывăçсем лайăх чĕрĕлсе ỹсрĕç. Анчах ял администраци пуçлăхĕ хушнипе аллея тавра тытнă картана сỹтсе илсе ял хĕрринчи масара куçарчĕç. Çапла майпа вăрçăра вилнисен масарне хисепрен кăларчĕç.
Источник: "Елчĕк Ен"