Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçару бюджечĕн программи — ăнăçлă çул-йĕр

08 ноября 2024 г.

Сергей АРТАМОНОВ, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ:

— Пуçару бюджечĕн программипе килĕшỹллĕн кăçал республикăри ял территорийĕсенче 500 ытла автоçул çĕнелет. Чăваш Енре халăх пуçарăвĕпе пурнăçланакан рекордлă проектсен шучĕ 1500-е яхăн шутланать. Асăннă программăпа килĕшỹллĕн общество хутлăхĕсене, социаллă сферăпа коммуналлă хуçалăх объекчĕсене хăтлăх кĕртеççĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе çулсене çĕнетесси те тĕп вырăнта тăрать. Мĕн пур ĕçĕн 38 проценчĕ çул-йĕре лайăхлатассипе çыхăннă.

Леонард ЛЕВЫЙ, Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ:

— Пуçару бюджечĕн программипе 2025 çулта та тухăçлă ĕçлеме палăртатпăр. Хальхи вăхăтра шăпах территори пайĕсенчен вырăнта пурăнакан çынсен шухăшĕсене шута илсе пуçарупа тухмалли заявкăсене йышăнатпăр. Çынсене ытларах çул-йĕр ыйтăвĕ, масар картисене çĕнетес ыйтусем пăшăрхантараççĕ. Пирĕн тĕп тĕллев, паллах, вăйра тăракан патшалăхăн тĕллевлĕ программипе усă курса ял çыннисен пурнăçне, ĕçрен пушă вăхăтри канăвне тата лайăхрах йĕркелессипе çыхăннă ĕçсене тивĕçлĕ шайра пурнăçласси.

Чăваш Енре 2017 çултанпа вăйра тăракан пуçару бюджечĕн программине пурнăçлас ĕç малалла пырать. Унтанпа республикăра 6200-е яхăн проекта пурнăçа кĕртнĕ. Çав шутра: çулсене йĕркене кĕртесси, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсене, вăрçăра вилнисене асăнса çĕклесе лартнă палăксене юсасси, масар территорийĕсене тирпей-илем кĕртесси, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси, кану вырăнĕсене, ача-пăча площадкисене хăтлăх кĕртесси тата ытти те.

2024 çулта Чăваш Енре 1500 проекта пурнăçа кĕртме 2 миллиард та 400 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. Укçа-тенкĕн пысăк пайĕ республика хыснинчен куçать, ытти — вырăнти бюджет, унта пурăнакансемпе уйрăм çынсен, предприяти-организацисен укçи-тенки. Территори пайĕсенче ноябрĕн 1-мĕшĕччен вĕçлеме палăртнă пуçару бюджечĕн программипе республикăра коммуналлă хуçалăхăн 260 объектне çĕнетнĕ, автоçулсене юсанă, кану вырăнĕсемпе ача-пăча лапамĕсене йĕркене кĕртнĕ, çăл куçсене тасатнă тата ытти те.

Елчĕк муниципалитет округĕнче те халăх пуçарăвĕпе вăя кĕрекен программăсене пурнăçлассипе кашни çул лайăхран та лайăхрах ĕçлеççĕ. Çакă тỹррĕнех Чăваш Республикин пуçару бюджечĕн программипе пурнăçланакан ĕçсене хутшăнассинче уйрăм çынсен хастарлăхĕ ỹссе пынипе çыхăннă. Округ территорийĕнче 2023 çулта 56 проект (пурĕ 47791,7 пин тенкĕлĕх) вăя кĕнĕ пулсан, кăçал 81 проект (85237,1 пин тенкĕлĕх) ĕçе кĕнĕ. Вĕсем пурте ял сăн-сăпатне çĕнетессипе, халăх пурăнакан вырăна хăтлăх кĕртессипе çыхăннă.

Пуçару бюджечĕ проектпа килĕшỹллĕн кар тăрса пурнăçланă пĕрлехи сăваплă ĕçсен шутне округ центрĕнчи «çĕнĕ» масар çуртне тата йĕри-тавра тытнă картана тирпейлесе çĕнетнине, масар çине илсе çитерекен çула асфальт сарнине, çавăн пекех «кивĕ» масара çĕнĕрен карта тытса çавăрнине тата ытти хăш-пĕр тирпей-илем ĕçĕсене кĕртетпĕр. Тĕрĕссипе каласан, юлашки çулсенче округри территори пайĕсенче тăван ял пуласлăхĕшĕн чун-чĕрипе хыпса çунакан пуçаруллă çынсем, пĕр-пĕрин тĕслĕхĕпе хавхаланса, масарсене тирпей-илем кĕртес, унти хапха-картасене çĕнетессипе сахал мар ĕç тăваççĕ. Ырă кăмăллă çынсем хăйсен кĕсйинчи укçи-тенкине пархатарлă ĕçре усă курма пултарнипе кăмăллă.

…ЧР Ял хуçалăх министерстви 2025 çул валли проектсене суйласа илессинче çĕнĕлĕх кĕртме палăртнă. Территори пайĕсен конкурс докуменчĕсемпе заявкăна малашне унчченхи пек уйрăм папкăпа çитермелле мар, вĕсен копийĕсене «Чувашия. Онлайн» информаци тытăмĕ урлă ярса памалла. Проектсем миçешер балл пухнине, хăшĕсем çĕнтернине программа автомат майĕпе пĕтĕмлетсе парать. Иртнĕ çулсенче бюджет тулашĕнчен хывакан укçара вырăнти предприяти-организаци тỹпи пысăк пулнă, ял халăхĕ пĕр пус пухмасан та проект çĕнтернĕ. Малашне ăна пурнăçа кĕртме ял çынни укçа хывасси çирĕпленсен çеç йышăнĕç.

Первоисточник: "Елчeк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика