12 января 2020 г.
Кивĕ çула ăсатса çĕннине кĕтсе илесси яланах пĕтĕмлетÿпе çыхăннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлу та çав йĕркепе иртрĕ.
Чуна çĕклет капăрлăх
Вăл вара çулталăкăн кашни тапхăрĕнче пулма тивĕç. Çакна Елчĕкри Владимирпа Марина Пушковсем кил-хуçалăхĕпе çĕр лаптăкне тирпейлĕхре, илемлĕхре тытса тăнипе çирĕплетеççĕ. Вĕсен çак тăрăшулăхне шута илсе Николай Петрович Чăваш Республикин Строительствăпа архитектура министрĕн Тав çырăвне пачĕ /сăн ÿкерчĕкре/.
Тулли капăрлăх уйрăмах Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсене кĕтсе илнинче уççăн курăнать. Районта унăн пĕлтерĕшĕ чакмасть. Асăрханă-тăр: хăш-пĕр çурт-йĕр фасачĕсем тĕрлĕ тĕслĕ çутăсем ăшне путнă, унта та кунта юмахсенчи сăнарсем хăйсем патне кăчăк туртаççĕ. Çакнашкал илемлĕх тĕнчине йыхравлакансене чысланă май, унăн пĕтĕмлетĕвне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый турĕ. Уйрăм пайтаçăсен конкурсĕнче Елчĕкри Валерий Изратовпа Аслă Пăла Тимешри Лариса Александрова мала тухнă. Экран çине пăхатăн та, хуласенчи тĕп лапамсем пекех ялтăраса тăраççĕ вĕт «Водолей» тата «Санти» лавккасем. Тавар туянакансене хăйсем патне илĕртмелли меслет мар-и вара çакă? Район центрĕнчи «Арсенал» /Владимир Ершов/, «Меридиан» /Александр Чернов/ суту-илÿ çурчĕсем те иртнĕ çулсенчи пекех чун-кăмăла çĕклеççĕ. Шăмалакри «Ромашка» лавкка хуçи Александр Гаврилов 3-мĕш вырăн йышăннă. Йăла тата апатлану предприятийĕсен йышĕнче чи пултаруллисем – Дмитрий Мольков /Елчĕкри Октябрь урамĕнчи автомашинăсем юсакан пункт/ тата Надежда Такмакова /«Була» кафе/. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин хастарсене дипломсемпе тата укçан преми, «Прогресс», «Çăкăр завочĕ» предприятисен представителĕсене Тав çырăвĕсем парса хавхалантарчĕ. Хăтлăхпа илемлĕхшĕн тăрăшакансен ĕçне хакланă май, вăл кашнийĕ вĕсенчен тĕслĕх илмеллине палăртрĕ.
Парăм пулмасан канлĕрех
Çулталăк вĕçĕнче цифрăсемпе фактсем, тĕрлĕ кăтарту тепĕр хутчен çиеле тухаççĕ. 2019 çула ял тăрăхĕн администрацийĕсем налук пухассине епле вĕçленĕ-ха? Райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина пĕлтернĕ тăрăх, район тата ял тăрăхĕсен бюджетне харпăрлăх тупăшĕсем пĕтĕмпе 101,4 процент пырса кĕнĕ. Уйрăм ял тăрăхĕсенчен кунта Çирĕклĕ Шăхальсем /106,7 процент/, Кĕçĕн Таяпасем, Лаш Таяпасем /106,4/, Аслă Елчĕксем /105,4/ аван ĕçлени курăнать. Пурлăх, çĕр, транспорт налукĕсем хывассипе Аслă Елчĕксем, Курнавăшсем, Тăрăмсем малта. Ăнăçу администраци пуçлăхĕсем – Валерий Афанасьев, Алексей Мартышкин, Алексей Трофимов тата вĕсен ĕçтешĕсем пĕрле кал-кал тăрăшнинчен, халăхпа пĕр чĕлхе тупнăран килет мар-и; Çирĕклĕ Шăхальсен /транспорт налукĕн парăмĕ – 30,7 процент/, Аслă Пăла Тимешсен /пурлăх – 24,3 процент/, Лаш Таяпасен /çĕр – 16,7 процент/ кăтартăвĕсем вара япăхрах.
Район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Марина Павлова та укçа-тенкĕ – çĕр лаптăкĕсене, пурлăха арендăна панинчен тата сутнинчен пырса кĕрекен тупăш пирки сăмах хускатрĕ. Пĕтĕмпе, тĕслĕхрен, 15560 гектар йышăнакан 1354 çĕр лаптăкне арендăна панă, пурлăха усă курса укçа кĕртмелли плана 106 процент пурнăçланă. Ял тăрăхĕсенчен ку тытăмра Кĕçĕн Таяпасемпе Аслă Пăла Тимешсем ăнăçлă ĕçленĕ.
Район муниципаллă пурлăха приватизацилессипе те тĕслĕхре: 103 процент. Отчетлă тапхăрта электронлă майпа 15 торги йĕркеленĕ, 1 çурта çĕр лаптăкĕпе, 3 транспорт хатĕрне приватизациленĕ.
Район администрацийĕ çÿлерех асăннă ыйтусене çирĕп контрольлесе тăрать, аренда парăмçисем тĕлĕшпе 5 лару ирттернĕ, вĕсем патне 37 çыру янă тата 2 иск суда тăратнă.
Тем каласан та, парăм пулмасан канлĕрех, пуç та ыратмасть…
Астăвăм – ĕмĕрлĕхе
Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа 75 çул çитет. Çавна май Раççей Президенчĕ В.В.Путин 2020 çула Астăвăмпа Мухтав çулталăкĕ тесе йышăннă. Район территорийĕнче историллĕ событие тивĕçлипе паллă тăвас тĕлĕшпе хатĕрленÿ ĕçĕсем маларахах пуçланнă-ха. Канашлура ял тăрăхĕсенчи палăксене юсас-çĕнетес, масарсене тирпейлес енĕпе мĕнле ĕçсем пурнăçланипе райадминистрацин культура тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ Зарема Князева паллаштарчĕ. Чăн та, вырăнсенче çынсен патриотлăх туйăмĕ иксĕлменни чунра хавхалану çуратать. Елчĕкри, Шăмалакри, Хăвăлçырмари, Тип Тимешри, Кивĕ Эйпеçри, Аслă Таяпари… палăксемпе паллашнă май çапла çирĕплетес килет те. Çав вăхăтрах Шуршу, Каркалар, Ĕнел тата ытти хăш-пĕр ялсенчи палăксем тахçанах хăйсене юсасса мар, çĕнетессех «кĕтеççĕ», мĕншĕн тесен 50 çул ытла каяллах тунă та вĕсене.
Ентеш-паттăрсен ячĕсемпе çĕкленнĕ палăксен таврашĕ нихăçан та çум курăкпа е юрпа ан витĕнтĕр. Унта халăх сукмакĕ те ан иксĕлтĕр. Сăваплă вырăн яланах сăваплă пулмалла!
Юлашки тапхăрта масар территорийĕсене тирпей-илем кĕртессипе, вĕсен таврари картасене çĕнетессипе те курăмлă ĕç чылай. Паллах, юхăнчăка путнисем те çук мар. Вĕсене çу уйăхĕччен йĕркене кĕртессипе те витĕмлĕ сăмах пулчĕ канашлура.
Николай МАЛЫШКИН.
Источник: "Елчĕк Ен"