Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » УСЛОВИЙĔСЕМ ЛАЙĂХ. АЧИСЕМ САХАЛ

14 августа 2019 г.

УСЛОВИЙĔСЕМ ЛАЙĂХ. АЧИСЕМ САХАЛ

Район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн информаципе методика центрĕн аслă методисчĕ Сергей Скворцов ертсе пыракан ушкăн çичĕ вĕренÿ учрежденийĕнче пулчĕ.

«Солнышко» тата «Чебурашка» ача сачĕсем самана таппипе тан утнăран çулсерен çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртсе пыраççĕ, ушкăнсене, территорисене илемлетеççĕ, шăпăрлансене вылямалли теттесемпе пуянланаççĕ. «Чебурашкăсем», акă, республика уйăрса панă 20 пин тенкĕпе теттесемпе ăс-тăн кĕнекисем туяннă. Çав вăхăтрах 80 ача çÿрекен садра тепĕр çĕнĕ веранда çĕкленсе ларнă.

«Солнышко» ача сачĕ тĕпрен улшăнни инçетренех курăнать. Çĕнĕ пластик чÿречесем лартнă, çав вăхăтрах хутакан тытăма улăштарнă май пÿлĕмсенче ăшăлăх хуçаланни тÿрех сисĕнет. 30 çула яхăн шăпăрлансене тутлă та техĕмлĕ апат çитерес тесе тимлекен Вера Мальцева поварăн кăмăл-туйăмĕ нихçанхинчен хавас: апат-çимĕç блокне тĕплĕ юсанăран ĕç условийĕ тата лайăхланнă. Ушкăнсем пĕринчен тепри капăр та илемлĕ. Кунта тĕрлĕ ялсенчи 90 пепке çÿрет. Пилĕк воспитательпе 1 музыка руководителĕ шăпăрлансене пурнăçăн пирвайхи йĕркисене хăнăхтараççĕ. Паян пĕчĕк ачаллă çамрăк амăшĕсен пепкисене ача садне вырнаçтарас тесен кулянмалли сăлтавсем тупаймăн: районта ача садне вырнаçтарма мĕнпур майсем çителĕклĕ.

10 çул каялла туса лартнă Патреккел шкулне 111 ача вĕренме килессе кĕтеççĕ. Вăл шутран пĕрремĕш класа – 15 вĕренекен. Светлана Сычаева, чылай ачана вулама, çырма, шутлама тата ытти ăсталăха вĕрентнĕ опытлă педагог, пĕрремĕшсене ăшшăн кĕтни сисĕнет. Пуçламăш классен учителĕсем ачасене пĕчĕкĕллех ал ĕçне хăнăхтарни куç умĕнче. Пластилинран е ытти хатĕртен ăсталанă пĕрремĕш ĕçĕсене пурне те курăнмалла вырăна вырнаçтарнă. Ачасем хăйсен тус-юлташĕн ĕçĕпе паллашни кăна мар, ашшĕ-амăшĕ те ывăл-хĕрĕн маçтăрлăхне курса савăнать. Технологи урокĕсенче кăна мар, «Çамрăк алă ăстисем» кружоксем ăнăçлă ĕçлеççĕ кунта.

Кашни çулах вĕренекенсене çĕнĕлĕхсемпе кĕтсе илме хăнăхнă Татьяна Никифорова социаллă педагог кăçал ятарласа музыка класне ăсталанă. Стенасене хăйĕн аллипе илемлетнĕ май тĕрлĕ паллă композиторсен стендне хатĕрленĕ. Вăлах шкулти библиотека ĕçне йĕркелесе пырать. Вулавăшра 900 яхăн илемлĕ литературăпа тĕрлĕ справочниксем. Курасчĕ сирĕн, стеллажсем çинчи кĕнекесем епле «кулса» ларнине. Ун пек тирпейлĕхе тăтăшах тĕл пулаймастăн та, учебниксен уйрăмне те кĕрсе тухрăмăр. Унта та кĕнекесене çирĕп йĕркепе, пĕлсе вырнаçтарса тухнă. Патреккелсем классене тирпей-илем кĕртме ашшĕ-амăшĕ пулăшнине пĕлтернĕ май вĕсене тав тума та манмаççĕ. Шкулпа ашшĕ-амăшĕ хушшинчи ăнлану питĕ вырăнлă. «Илем» ача садĕнчи шăпăрлансем хăйсене килти пекех лайăх туяççĕ, вĕсен хаваслă та янăравлă калаçăвĕ ушкăна кĕричченех лайăх илтĕнет. Александр Адюков физкультурник спорт инвентарĕсене типтерлĕ тытнипе палăрать, анчах çу кунĕсенчи çумăрсем кунĕпех лÿшкенĕрен пÿлĕме шыв анни унăн кăмăлне хуçни курăнчĕ.

Юлашки çулсенче, кĕске вăхăтрах тесен те йăнăш пулмĕ, Аслă Таяпа шкулĕ тĕпрен улшăнса капăрланчĕ. Шкул умĕнчи картлашкасене çĕнетнĕ май фасада илемлĕн ăсталанă. Ытти вĕренÿ учрежденийĕсемпе танлаштарсан вĕсен палисадникĕ те чи хитри. Июнь уйăхĕнчи çил-тăвăл çак тăрăхра алхаснăран шкул та хăрушă синкертен пăрăнса иртеймен. Çил-тăвăл çурт тăррине илсе ывăтнă. Кĕтмен инкек-синкекрен мĕнле тухмалла-ши тесе пуçне ватнă Владимир Малов директор çаврăнăçуллă пулнипе çи виттие кĕске вăхăт хушшинче витсе хума пултарнă.

55 шкул ачине, вăл шутран 23-шне Чăваш Тăрăмĕпе Шуршуран турттараççĕ кунта. Классенче çутă та илемлĕ. Кабинетсен алăкĕсем çине вырăсла тата чăвашла çырни уйрăмах кăмăла çĕклет. «Березка» уйрăма çÿрекен 13 ачан ашшĕ-амăшĕ шкул çумĕнчи садик ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă. Анчах Тĕмер шкулĕ пирки çакна калаймăн. «Сказка» ушкăнри пÿлĕмсенче светильниксем кивĕ, халĕ кун пеккисене фермăра та тытмаççĕ теççĕ. Шăпăрлансем вăрăм «каникулта». Тен, яланлăхах. Ашшĕ-амăшĕ çулла ачи-пăчине садике ярасшăн пулманнине хыпарларĕç воспитательсем. Пĕрремĕш класа килекенсем миçен пулнипе интересленсен, Тĕмерсем ывăл-хĕрне Çирĕклĕ Шăхаль шкулне яма кăмăл тунине пĕлтĕмĕр. Ыттисем те, Александр Муллин директор 20 ача килет тесе пĕлтерчĕ пулин те, кÿршĕне çул тытмаççĕ-ши текен шухăш çуралчĕ. Ытти чухнехинчен сÿрĕккĕн ларнăн туйăнчĕ пĕлÿ çурчĕ. Шкул ачасен сассипе кĕрлемест пулсассăн илемĕ те çухалать çав.

Тĕп, вăтам шкулсенче тарăн пĕлÿ илнĕ вăхăтрах ачасем хушма пĕлÿ илес, спортпа çывăх туслашас тесе «Улăп» спорт комплексне тата Елчĕкри искусство шкулне васкаççĕ. «Улăпра» 12 секци ĕçлет. Вĕсене 499 шкул ачи çырăннă. Ÿт-пĕве пур енлĕн пиçĕхтерме мĕнпур услови пур. Çывăх кунсенче физкультурăпа спорт комплексĕ черетлĕ юсава хупăнать. Планпа килĕшÿллĕн çуртăн тулаш енне çĕнетмелле, çутă приборĕсене улăштармалла, маччана, ваннăйсене тата ытти те çĕнетмелле. Ырсамайĕнчи Спорт çуртĕнче те çулран-çул юсав ĕçĕсем пурнăçлани куç кĕрет.

Елчĕкри искусство шкулĕнче те часах хĕрÿ юсав ĕçĕсене пуçăнмалла.

Каласа хăвармасăр иртес мар, шкул хăйĕн вĕренекенĕсемпе чăннипех те мухтанать, çамрăк юрăçсемпе ташăçăсем, ÿнерçĕсем районти, республикăри конкурссене тăтăшах хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ. Акă, Ольга Архипова преподаватель ĕçри çитĕнÿсемшĕн кăçал ЧР Пуçлăхĕн 20 пин тенкĕлĕх грантне тивĕçни чăннипех те пысăк утăм.

Вĕренÿ учрежденийĕсем паянхи пурнăç ыйтнă условисене туллин тивĕçтереççĕ-ха, анчах чи пысăк та кăткăс ыйтуран – çулсерен ачасен йышĕ чакнинчен – пăрăнса иртме çуках.

Валентина КИРИЛЛОВА.

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика