Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çутçанталăк пурнăç парать

25 марта 2017 г.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Экологи çулталăкне пысăк тимлĕхпе ирттермелли, чи малтан, çынсен сывлăхне, тăван тавралăха упрас ĕçе тĕп вырăна хумалли çинчен витĕмлĕн асăрхаттарать. Çакна халĕ, çуркуннехи тапхăрта, уйрăмах асра тытмалла.

Çуркунне - хаваслă, хĕрÿ ĕç вăхăчĕ. Çутçанталăк хĕл ыйхинчен вăранать. Тавралăх çĕнĕ вăй илсе чĕрĕлет: çамрăкланать, аталанать. Ку тапхăр ял çыннине тата тимлĕрех пулма та хистет. Çуракине тĕплĕн хатĕрленсе ăна пысăк пахалăхпа ирттермелле. Тухăçлă тыр-пул, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илме çирĕп никĕс хывмалла. Çав вăхăтрах хамăр пурăнакан вырăна - тăван тавралăха тăтăш çĕнетсе пуянлатмалла: йывăç-тĕм, чечексем лартса çитĕнтермелле. Вĕсене тасалăхра, тирпейлĕхре тытмалла. Йĕри-тавра лартса çитĕнтернĕ йывăçсене, вăрмансене упрамалла, юханшывсемпе кÿлĕсене, уй-çарана вараласран сыхламалла.

Хĕл кунĕсенче урамсенче, çурт-йĕр таврашĕнче, обществăлла выльăх-чĕрлĕх витисем çывăхĕнче сахал мар çÿп-çап, ăпăр-тапăр куписем пухăннă. Çурхи хĕвел ăшшипе юр ирĕлнĕ май çав купасем куç умне тухаççĕ, тавралăх илемне пăсаççĕ. Вĕсене вăхăтра пуçтармасан сиенлĕ япаласем çурхи шывпа юхса  пусăсене, çырмасемпе кÿлĕсене лексе варалама пултараççĕ.

Ялта пурăнакансем йăлара усă курнă хыççăн пулнă ăпăр-тапăра пуçтарса утилизацилес ыйтăва татса парассишĕн хальхи вăхăтра вырăнти влаçсем сахал мар тăрăшаççĕ. Апла пулин те ку енĕпе район администрацийĕ çулсерен кăларакан хушусем чылай чухне пурнăçа кĕреймеççĕ. Мĕншĕн тесен пухăннă ăпăр-тапăра ăçта килнĕ унта кăларса тăкакансем чылай-ха. Çавна пула çырма хĕррисенче, урам тулашĕнче çÿп-çап тата ытти ăпăр-тапăр купаланса выртать. Çак çитменлĕхсене пĕтермелли майсем çук мар. Çÿп-çап куписенчен тасалас ĕçре Кивĕ Арланкасси ялĕнчи Çĕнĕ касра пурăнакансем  çăмăл меслетпе усă кураççĕ. Вĕсем хăйсен хуçалăхĕнчи çĕрекен ăпăр-тапăра çĕрулми пахчи хĕррипе 50-60 сантиметр тарăнăш алтнă шăтăксене тултараççĕ те тăпрапа хуплаççĕ. Çавна пула вĕсен çурчĕсен, картишĕсен таврашĕсем яланах тирпейлĕ те таса. Çĕрмен ăпăр-тапăр та сахал пуçтарăнать.

Пурнăç тăтăш çĕнелсе улшăнать. Ялта пурăнакансем халĕ килĕсенчи кăмакисене ĕлĕкхи пек çĕр кăмрăкĕпе, брикетпа хутмаççĕ ĕнтĕ. Мăрьесенчен йăсăрланса тĕтĕм те тухмасть. Çутçанталăк газĕпе усă курни ял çыннине пысăк çăмăллăх кÿрет, таврари сывлăш та ытлашши вараланмасть.

Сывлăх - чи пысăк та хаклă пуянлăх. Ăна упраса тĕреклетесси экологирен нумай килет. Апла пулин те кăткăс пурăннă тапхăрта сывлăха сиен кÿрекен пăтăрмахсем  тĕл пулаççех. Производство аталаннă вăхăтра экологи ыйтăвĕсене тивĕçтерменни, эрех-сăрапа иртĕхни, антибиотиксемпе тăтăшах усă курни сывлăха сиен кÿреççĕ. Час-часах пÿре, пĕвер, чĕре, ытти органсен чирĕсем çынна çулăхаççĕ. Вĕсемпе кĕрешес ĕçре  экологи культурине ÿстерни тĕп вырăнта тăрать.

Николай БОГДАНОВ.
Кивĕ Арланкасси ялĕ.

Первоисточник: "Елчeк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика