Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕçсе килĕр, апатланăр!

29 февраля 2012 г.

Юлашки вăхăтра час-часах çил-тăман ахăрать, юр çăвать. Çакăн пек çанталăкра вĕçен кайăксене уйрăмах йывăр пулнине ăнланса эпĕ йывăç çине сырăш туса çакрăм. Унта çăкăр тĕпренчĕкĕсем тата тулă сапса патăм. Хам айккине кайса тăрса сăнама тытăнтăм. Нумай та вăхăт иртмерĕ, сырăш çине кăсăясемпе çерçисем вĕçсе килчĕç. Вĕсем хыпалансах çăкăр тĕпренчĕкĕсене сăхма пуçларĕç. Çисе тăрансан турат çине кайса ларчĕç. Вĕсем пуçĕсене силлесе мана тав тунăнах туйăнчĕ. Эпĕ хам ырă ĕç тунăшăн савăнтăм. Манăн чунра питĕ ырă пулса кайрĕ. Эпĕ халĕ вĕçен кайăксене кашни кунах апатлантаратăп. Ачасем, эсир те вĕсене хĕл кунĕсенче тăрантарма манса ан кайăр! Вĕçен кайăксем - пирĕн туссем. Хĕлле выçăпа вĕсем вилсе пĕтме те пултараççĕ, çавăнпа пирĕн вĕçен кайăксемшĕн тăрăшмалла. Çу кунĕсенче вĕсем хурт-кăпшанкăсене пĕтерĕç, çут çанталăка усă кỹрĕç. Çапла кайăксем юрланине итлесе киленĕпĕр.

 


АУ ЧР «Редакция Яльчикской районной газеты «Елчĕк ен»

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика