Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнетнĕ çулпа - çĕнĕ маршрут

04 февраля 2012 г.

Тунти кун "Елчĕк _ Аслă Таяпа _ Шуршу _ Чăваш Тăрăм" маршрутпа автобус çỹреме пуçланă. ĕ Район территорийĕнче 9 автобус маршручĕ ĕçлет. Вĕсем 47 яла çыхăнтараççĕ. Автобус çỹретес ыйтăва Аслă Таяпа тăрăхĕнчи ял çыннисем темиçе çул каяллах хускатнă. Анчах Аслă Таяпана анакан çул путăклă-шăтăклă, Шуршу ялне çитекен çул ансăр пулнипе çакна пурнăçлама май килмен. 2011 çулта "Дорисс" ОАО "Комсомольски _ Елчĕк _ Пăва _ Аслă Таяпа _ Шуршу" автоçула реконструкцилессине вĕçленĕ. Икĕ çулта çак ĕçе пурнăçлама республика бюджетĕнчен 154,6 млн тенкĕ тăкакланă. Кăрлачăн юлашки кунĕнче çĕнĕ автобус маршрутне савăнăçлă лару-тăрура уçма район, ял тăрăхĕн администрацийĕсен, "АвтоВАС" ОАО представителĕсем, депутатсем, ял çыннисем хутшăннă. Вĕсем Аслă Таяпа ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн малашне çул çỹресси çăмăлланнине палăртнă, çакăншăн республика, район ертỹçисене тав тунă. "Елчĕк _ Аслă Таяпа _ Шуршу _ Чăваш Тăрăм" маршрутпа "Чăвашавтотранс" патшалăх унитарлă предприятийĕн автобусĕсем куллен икĕ рейс тăваççĕ. Пĕрремĕш автобус ирхине Елчĕкрен 8 сехет те 10 минутра, Чăваш Тăрăмĕнчен каялла 8 сехет те 45 минутра тапранса тухать. Иккĕмĕш рейс Елчĕкрен 14 сехет те 45 минутра, Чăваш Тăрăмĕнчен 15 сехет те 20 минутра пулать.

 


АУ ЧР «Редакция Яльчикской районной газеты «Елчĕк ен»

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика