Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх манманни савăнтарать

02 марта 2012 г.

Районта Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕсене, салтак арăмĕсене хваттер туянма е çурт-йĕр çавăрма пĕр хутчен укçа тлевĕ парасси малалла пырать. Пирĕн справка Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2008 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи 714-мĕш номерлĕ "1941-1945 çулсенчи Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси çинчен" Указа пурнăçласа 2010 çулта 70 ветеран, 2011 çулта 48, 2012 çулта 5 тăлăх арăм пĕр хутчен паракан укçа тлевне илнĕ. Хальхи вăхăтра çак тлеве илес тесе черете тăнă инвалидсемпе тăлăх арăмсем тата çарта вилнĕ çемье членĕсем 25-ĕн. Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕн Н.Миллинăн кабинетĕнче 5 салтак арăмне савăнăçлă лару-тăрура сертификат панă. Патшалăх пулăшăвне илнисен йышĕнче - Р.В.Богданова (Кивĕ Арланкасси), С.П.Баранова (Тĕмер), А.Г.Емельянова (Вырăскасси), О.С.Ахмерова (Аслă Елчĕк), С.М.Тимофеева (Шуршу). Шуршура çуралсаснĕ, унтах 85 çул пурăнакан Серафима Тимофеева патшалăх ăна ватлăхра çакăн пек пысăк пулăшу панăшăн чĕререн хĕпĕртенĕ. - Çĕр-шывăн тăхăр ертỹçипе пурăнса куртăм. Хальхи пек ырлăха тĕлĕкре те тĕлленмен. Ирсĕр фашизма çĕнтерни утмăл çичĕ çул çитет пулсан та вăрçă ветеранĕсене манмаççĕ ватăсен канлĕхĕшĕн тăрăшакан ертỹçĕсем. Çакă пире пурăнма хавхалантарать те,- савăнăç куççулĕсене пытараймасть ĕмĕрне ĕçре ирттернĕ салтак арăмĕ. Серафима Михайловна çемьере вуннăмĕш ача çитĕннĕ. Халĕ вара пĕр тăвансенчен пĕччен тăрса юлнă вăл. Çăмăл пулман Çера аппан кунулĕ. Аттелĕхĕн Аслă вăрçи вăхăтĕнче ытти тантăшĕсемпе пĕрле çĕрне-кунне пĕлмесĕр уй-хирте ĕçленĕ. Вăрçăн тути-масине самаях астивнĕ хĕр ача. Çапах та ун çулĕнчисем çирĕп характерлă пулнипе палăрса тăнă-тăр, нăйкăшнине астумасть вăл. Пĕлсе тăнă шкул ачисем: вĕсем тăрăшса ĕçленинчен те килнĕ çĕнтерĕве çывхартасси. Аслă Таяпа шкулĕнче тăхăр класс пĕтернĕ Серафимăна Елчĕкри тăванĕсем малалла вĕренме ярас тенĕ. Çук, килĕшмен хĕре хула пурнăçĕ. - Ĕмĕре ялпа çыхăнтаратăп. Чун-чĕре тăван çĕр çинче ĕçлеме йыхравлать,- тенĕ пурнăçне ялпа çыхăнтарнăшăн пĕрре текĕнмен тыл ветеранĕ. Серафима Михайловна тырă вырнă-и, е алланă, анана çум курăкран тасатнă - ăна ĕçпе çитекенни пулман. Пăрчăкан пек вăр-вар хĕрарăм аллинче кирек мĕнле ĕç те вылянса тăнă. Бригадир хушнă пĕр ĕçрен те юлман С.Тимофеева. 1951 çулта ялти чи маттур пике вăрçăран таврăннă чипер йĕкĕтпе - Михаил Тимофеевпа çемье çавăрнă. Çемье пурнăçĕ çăмăл килмен çамрăксен. Тăватă çул çын патĕнче пурăннă. Унтан çанă тавăрса ĕçлесе хăйсен ăшă йăвине çавăрнă. Вăрçăран кăкăр тулли медаль-орденсемпе таврăннă Михаил Александрович мĕн çĕре кĕриччен тăван хуçалăхра тăрăшнă. Хуçалăхри пĕрремĕш комбайнер мăшăрне те "уй-хир карапĕн" штурвалĕ умне лартнă. Умлă-хыçлă кун çути панă тĕпренчĕксене утьăкка сиктерсе ларма вăхăчĕ те пулман ашшĕпе амăшĕн. Кунĕпе ĕçре, каçхине килти ĕç пайтах пĕчĕк мар хуçалăх тытса пыракансен. Çĕр каçа пĕр чĕптĕм куç хупман пулсан та ирхине ирех ывăл-хĕрне вĕри апат пĕçерсе хăварса хире васканă Çера аппа. Ачисене çăтăкурăк çỹретмен, выçă лартман. Ĕçшĕн хыпса çуннă Тимофеевсем. Çемьене кршĕ хĕрарăмĕ нумай пулăшнă. Çера аппа ĕçе тухса кайсан Лисук аппа ларнă шĕвĕрккесемпе. Вăл вара Турă саккунĕпе пурăннă, ачасене ырра сахал мар вĕрентнĕ. Тимофеевсем ултă ача çуратса кашнине вĕрентсе кăларнă. Пурте специальноç илсе тĕрлĕ çĕрте хунав янă. Вĕсен йышĕнче учитель, агроном, инженер, водитель тата ытти професси çыннисем те пур. - Аннепе атте пире мĕн пĕчĕкрен ĕçе вĕрентсе стерни харама каймарĕ. Вĕсем çумĕнче шанчăклă та тĕреклĕ ỹсрĕмĕр. Хамăра чун панă çынсемпе мухтанмасăр май та çук,- тет Лена хĕрĕ. Вăл кршĕ ялта пурăннăран унăн çемйи нумай пулăшать амăшне. - Ыттисем те аннен сывлăхĕпе интересленсех тăраççĕ. Пирĕн аттепе анне пекки урăх çук. Халĕччен анне эрех ĕçнине те курма тр килмен пире. Пит тирпейлĕ хĕрарăм,- пĕлтерет вăл. Аслă хĕрĕ, Люба, Канашра, Лиза Мускавра, Тольăпа Петя Пермь облаçĕнче, Лена Аслă Таяпара, Валери Çĕнĕ Шупашкарта хунав янă та хăйсен çемйисемпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Володя тĕп килте, амăшĕпе юнашар. Вăл Чечен вăрçи витĕр тухнă. Кил хуçи, ĕнерхи фронтовик, 1996 çулта çĕре кĕнĕ. Салтак арăмĕ ялти чи сумлă çынсем йышĕнче. Вăл никампа та вăрçăнса курман. - Шел, вăрçă хирĕнчен контузипе таврăннă мăшăрăм çак таранччен пурăнаймарĕ. Патшалăх ырлăхне манăн курма тр килчĕ. Чун-чĕререн тав туса пеххиллетĕп пуçлăхсене. Хисеп туни темрен те паха, - тет Серафима Михайловна.

Сăнкерчĕкре: Н.Миллин С.Тимофеевăна сертификат илнĕ ятпа саламлать.

 


АУ ЧР «Редакция Яльчикской районной газеты «Елчĕк ен»

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика