Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр ĕмĕт, пĕр тĕллев тытсан, ăçта та ăнăçу куран

17 марта 2012 г.

Кирек кам та, _ ватă-и вăл, çамрăк-и е тинтерех кăна çуралнă, çирĕппĕн ура çине те тăрайман ача, халь-халь утма-чупма ăнтăлаканскер, _ яланах малалла пăхать, çĕнни çинчен ĕмĕтленет. Унсăрăн эпир тахçанах лăпкăлăх авăрне путмалла. Анчах... Çав лăпкăлăх е канлĕх чылайăшшăн тĕлĕкре кăна. Шăпах çакă, чăрсăрлăхпа малашлăх çинчен ĕмĕтленни пире пурнăçа çĕнетме, хамăра кăна мар, килес ăрусене те ырлăх кỹрес тĕллев тытма хистет. Çав ĕмĕт-тĕллев пире ялан малалла кайма, паянхипе килĕшсе лармасăр, ыранлăх хапхине уçма вăй парать. Çакăн евĕрлĕ, этемлĕх ĕмĕрĕнченех тарăн тымар янă шухăшсем çуралчĕç районти коммуналлă пулăшу паракан предприятисен _ чикĕленнĕ яваплăхлă виçĕ юлташлăхăн ертỹçисемпе калаçса ларнă самантра. ...Çапла, ĕлĕкрех чухăн та пулнă, çителĕксĕр пурнăç та курнă эпир. Мăян пашалăвĕ çинĕ, çĕр пỹртре пурăннă, "чĕп куçĕпе" вуланă-çырнă, тĕрĕ тĕрленĕ е ытти ал ĕç тунă. Çав вăхăтрах пĕр-икĕ çул каялла тĕп вулавăшра иртнĕ ваттисен тĕл пулăвĕнче халĕ мĕн пуррипе çырлахакан пулмарĕпе пĕрех. Пурне те темĕн çитмест, пурне те мĕн те пулин пăшăрхантараканни пур. _ Пирĕн вăтăр çул каялла тунă çурт тăрринчен шыв анать, _ хăй йĕрес патнех çитнине систерет пĕри. _ Подъездсен алăкĕсем çĕмрĕк, шала кĕрсен _ çỹç-пуç вирелле тăрать, _ пăшăрханать тепри. _ Мĕншĕн влаçрисем пурин çине те пĕр пек пăхмаççĕ-ши? Пĕрисен çурчĕсенчи таса мар шыв тỹрех пăрăх тăрăх юхса каять, теприсен картишĕнче каяшсен купи... Калаçу хĕрнĕçем хĕрсе пычĕ. Анчах пĕри те тем тĕрлĕ кăткăс лару-тăруран та çăмăлтарах тухма тăрăшакан "коммунальщиксене" пĕр сăмахпа та пулин тав тумарĕ. "Пире ĕмĕртенпех ятлаççĕ", _ теме çеç пултарчĕç пурне те итлесе пĕтерсен "айăплисем". Тен, çав саманта куç умне тăратнăран ыран хăйсен професси уявне паллă тăвакан "хуçасем" çак йĕркесен авторне "Тивĕçлех-ши эпир ырă сăмаха, хаçатра лайăх енĕпе çырнине?" тесе ыйтмасăр тỹсеймерĕç. Çапах та... Иртнĕ çулта кăна мĕн туни çинчен каласа кăтартма ыйтни çине хуравланă май вĕсен пит-куçĕ çуталса-çуталса, хăйсем питех те ыр ĕç тунине палăртса-палăртсах пычĕç. ...Елчĕк ялĕ (коммунальщиксенчен ытларахăшĕ ăна тытса тăрас енĕпе вăй хурать) темиçе çул каялла кăна-ха пылчăк ăшĕнчеччĕ. Хĕлле пĕтĕм çула юр хĕвсе лартатчĕ. Ун чух тротуар, паркпа сквер е чечек клумбисем, кану вырăнĕсенчи хитре тăрăллă ларкăчсем çинчен пĕлмен те. Хулана кайса килсен те ун пек пуласса ĕмĕтленмен. Пỹрт-хваттерсене шыв кĕресси-тухасси те, кашниех газлă, вĕри шывлă пуласси те пурнăçланми ĕмĕт пек туйăннă... _ Пĕлтĕр тата кăштах хăш-пĕр ĕçсем тума май килчĕ,_ сулăмлăн, анчах сăпайлăн кăмăлне уçрĕ "Стройэнергосервис" юлташлăхăн ертỹçи А.В.НЯГИН. _ Çăмăлах килмерĕ пулсан та нумай хваттерлĕ пилĕк çуртра тĕп юсав ирттертĕмĕр. Вĕсен тăррисене пĕтĕмпех çĕнĕрен туса, ку чухнехи материалпа витнĕ. Хваттерсене шалтан та кăштах çĕнетнĕ. Хăш-пĕрисенче шыв пăрăхĕсене ылмаштарнă. Пуринче те электроэнерги илсе тăмалли системăна çĕнĕрен тунă. Май пур çĕрте подъезд алăкĕсене те юсанă е çĕнетнĕ. "Çакă паха, _ Александр Владимирович сăмахĕсем çумне хушса хурать райцентрти нумай хваттерлĕ чылай çурта тытса тăракан юлташлăх ертỹçи Н.П.СМИРНОВ. _ Октябрь урамĕнчи 20 тата 22-мĕш номерлĕ çуртсенче пурăнакансенчен нихăçан хăлхана кĕмен пысăк тав сăмахĕсем илтрĕмĕр. Сашăпа иксĕмĕр те хваттер хуçисемпе пĕр тан савăнтăмăр". Асăннă çуртсене çур ĕмĕр е ытларах та каярахах лартнă. Апла пулин те унта юсав туманпа пĕрех. Çавна май хваттерсенче шыв та пулман (хăш-пĕрисем унтан-кунтан, пĕр проектсăрах çыхăнтарнисĕр пуçне). Халĕ вĕсене хулари пекех шыв кĕрсе тăрать (вĕрине хăйсем тăваççĕ). Канализаци системи пĕр чăрмавсăр ĕçлет. _ Çапла пултăр тесе, кĕске вăхăтрах таса мар шыв çỹрекен пăрăхсене малалла тăсма, хушма тăватă колодец вырнаçтарма тỹр килчĕ, _ калаçăва хутшăнать "Спутник-1" юлташлăх ертỹçи В.А. ЧЕРНОВ. _ Мĕн тесен те çынна, хваттерте тата уйрăм çуртсенче пурăнакансене, меллĕрех пултăр тетпĕр-çке... Чăннипе хваттерте е уйрăм çуртра пурăнакансенчен хăшĕ-пĕри "Спутник-1" юлташлăх çинчен лайăххăн пĕлмеççĕ те. Ăна кам ертсе пыни пирки аса илтерсен çеç: "Ара, Чернов _ канлĕхсĕр чăваш, мĕне пуçăнать _ вĕçне çитерме тăрăшать", _ теççĕ. Чылайăшĕ вăл чăмăртанă "Спутник" районти чи йывăр участоксенчи ялсенче газ пăрăхĕсем хăвăрт хывнипе палăрнине астăваççĕ. Шутласа пăхсан, халĕ те унăн ĕçĕ курăмлах иккен. Пĕлтĕр вăл килĕшнипе тата пулăшнипе уйрăм çуртсенче пурăнакан вун-вун хуçалăхăн килне талăкĕпех, пĕр чăрмавсăр таса шыв килсе тăма пуçланă. "Таса шыв" терĕмĕр те, ăна уçласа кăларса кирлĕ çĕре çитересси те ансатах мар иккен. Тĕрлĕ çĕрте вырнаçнă пилĕк башньăна куçласах тăмалла. Пĕлтĕр анчах Мир урамĕпе ун таврашне шывпа тивĕçтерекеннине, больница патĕнчине тĕпрен çĕнетнĕ, хăш-пĕрисенче насусĕсене ылмаштарнă. Электроэнергие перекетлес шухăш пĕрре те канăç памасть тата. Насус çинчи шыв хăвалакан "çунатсем" кăшт çийĕнсен те унăн ĕçлĕ усăлăхĕ чакать, мотор пушăлла, пĕр чарăнми ĕçлет. Шыв каякан пăрăхсенчи шăтăк-çурăка вăхăтра тупни, саплани-юсани те тăкаксене чакарать. Автомат-хỹтлĕх çĕнĕ, юсавлă пулни тата пахарах. Çак енĕпе ытларах ĕçлени юлташлăха электроэнерги тăкакĕсен чĕрĕкне (25 процентне) перекетлеме май панă. Каяш шывсем (вĕсем талăкра 130 кубла метр таранах пухăнаççĕ) сиенлĕ хутăшсенчен лайăх тасални те аван. Тасатакан станцинче хăватсем çителĕклĕ пулни, ĕçлекенсене тивĕçлĕ условисем туса пани (лайăх пỹлĕмсемпе душ таранах) лартнă тĕллевсене пур енчен те кирлĕ пек пурнăçлама, авари-тавраш пулсан _ ăна вăхăтра пĕтерме май парать. Халăх шывпа перекетлĕрех пултăр тесе Василий Алексеевич çакна аса илтерчĕ: лавккари таса шыв е лимонадăн литрĕ 15-20 тенкĕ тăрать, çав вăхăтрах райцентрти 5 башня уçласа кăларса, килсене çитернĕ тап-таса шывшăн, унпа усă куракансем 1000 (пин!) литрĕшĕн те çавăн чухлĕ кăна тỹлеççĕ. "Пирĕн кăна мар, шывпа усă куракансен те тăкаксене чакарасси пирки тĕплĕн шухăшламалла", _ пулчĕ хуçалăх пуçлăхĕн сĕнĕвĕ. Ертỹçĕ Ю.Адюков, К.Васильев водопроводчиксемпе, В.Агеев, Н.Беляев, А.Иванов, В.Федоров операторсемпе, Н.Чернов водительпе, И.Шорников экскаваторщикпа, яланах яваплăх туйса ĕçленипе, пуçаруллă та тавçăруллă пулнипе, питех те кăмăллă. Çуртсен пысăк ушкăнне тытса тăракан юлташлăхпа "Стройэнергосервис" питех те килĕштерсе ĕçлеççĕ. Çавна май пĕлтĕр кивелнĕ çуртсене тĕпрен çĕнетнипе пĕрлех, ытти ĕçсем те пайтах пурнăçланă. Калăпăр, чылай çĕрте подъездсене йĕркене кĕртнĕ. Уйрăм хуçасем ыйтнипе тимĕр алăксем лартса панă. Комсомол урамĕнчи нумай хваттерлĕ хăш-пĕр çуртра сăрлав, пĕчĕк юсав ĕçĕсем тунă. Ĕлĕкрех витнĕ тăрăсенчи шиферсен пĕр пайне ылмаштарнă е шыв анмалла мар тунă. Шыв шутлакан приборсем нумай вырнаçтарнă. Юлташлăх, кăштах укçа ĕçлесе илес тесе, хамăр патăмăрта кăна мар, Йĕпреçпе Сĕнтĕрвăррине те çитнĕ, тĕрлĕ çĕрте пысăк ĕçсем пурнăçланă. Коммунальщиксен ытти хăш-пĕр ĕçĕсене те палăртни вырăнлă. Акă, халĕ район центрĕнчен кăна мар, ялсенчен те çỹп-çапа ятарлă машина вăхăтра турттарса тухать. Ку енĕпе В.Агеев пуçаруллă. "Çывăрма та, канма та пĕлмест" _ теççĕ чылайăшĕ ун пирки. Çỹп-çап пухакан ятарлă вырăнта тĕрлĕ япаласене (тимĕр-тăмăра, хута е полиэтилен пленкисене) пуçтарассине йĕркеленĕ. Унтах, вут-кăвартан сыхă пулас тĕллевпе, нумай шыв вырнаçакан вырăн тунă, хальхилле курав-сăнав системи вырнаçтарнă. Ку ĕçе Н. Владимирова мастер ăста йĕркелесе пырать. Пуçлăхсем В.Килеев, А.Антонов, Г.Волков, В.Филиппов, В.Галкин электриксемпе слесарьсем мĕн пур ĕçе вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлама тăрăшнине палăртрĕç. Кĕскенрех каласан, çуртсенче пурăнакансенчен коммунальщиксем, чылай чухне сивĕ сăмах илтме тỹр килсен те, халăха ырă тума, хăтлă пурăнма условисем туса парас тесе ывăнма пĕлми тăрăшаççĕ. Çавна май вĕсене пурне те коллективсен ертỹçисен тата хаçат вулакансен ячĕпе професси уявĕпе ăшшăн саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçлăх сунатпăр.

АУ ЧР «Редакция Яльчикской районной газеты «Елчĕк ен»

 


 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика