Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пур çĕре те ĕлкĕрет

24 марта 2012 г.

Эпир, çĕр çине килнĕскерсем, пурте лайăха ĕмĕтленетпĕр, ыран мĕн пулассине чухлама май çук пулин те, пурнăç урапине типтерлĕ, кирлĕ пек кустарма тăрăшатпăр. Хăш чухне вара хăв мĕн шутланине пурнăçлама та пулмасть. Аслă Таяпа ялĕнче çуралнă Антонинăпа та çаплах пулса тухнă. Унăн çыравçă пулас ĕмĕчĕ пурнăçланманшăн вăл паян та кулянать. Вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухсан Красноярскри куккăшĕ чĕннипе унта çул тытать. Çывăх тăванĕ ăна малтан ĕçлесе пурнăç тути-масине туйма хушать. Хĕр килĕшет. Асăннă хулари хими заводне ĕçе вырнаçать. Ялта çуралса ỹснĕскер, ỹркенменлĕхĕпе, ĕçченлĕхĕпе нумайăшне тĕлĕнтерет. Ахальтен мар çамрăксем хушшинчи ăмăртура темиçе хутчен те малти вырăна тухать. Тăван ен тăванах. Çамрăк Чăваш Ене таврăнать. Канашри педагогика училищине вĕренме кĕрет. Алла диплом илсен Шупашкар хулинче садикре ĕçлеме пуçлать. Ял каччипе çемье çавăрсан Аслă Таяпана килет. Ялти ача-пăча садĕнче ертỹçĕ пулма шанаççĕ Антонина Николаевна Павловăна. Пĕр вăхăт заведующинче ĕçлесен воспитателе куçать. Кил хуçи хĕрарăмĕ çурт çавăрнă вăхăтра заведующинче ĕçлеме ерçеймест. Каярахпа ача сачĕ хупăнать. Антонина Николаевна шкулта ĕçлеме пуçлать. Кĕçĕн классене те вĕрентет вăл, пионервожатăйĕнче те чунне парса тăрăшать. Шкулсенче кадрсен йышне чакарни Антонина Павловăран та пăрăнса иртмест. Çапах нимĕнле ĕçрен те ỹркенсе тăман хĕрарăм алă усса лармасть, тĕрлĕ ĕçе парăнтарать. Уй-хирте çум çумласси те ним те мар уншăн. Гектарĕ-гектарĕпе пай илсе чĕкĕнтĕр çумланă вăл. Антонина мĕн çамрăкран юрлама, ташлама ăста пулнине ялта пурте пĕлеççĕ. Çавăнпах талантлă хĕрарăма ялти культура çурчĕн ертỹçи пулма сĕнеççĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ ку çăмăл мар ĕçре А.Павлова маххă паманнине чухлать. Çапла вара Антонина Николаевна ял халăхĕн канăвне культурăллă йĕркелес ĕçе кỹлĕнет. Унтанпа пилĕк çул хыçа юлчĕ ĕнтĕ. Пултаруллă культработник шаннă ĕçе тивĕçлипе пурнăçласа пырать. Мĕнле кăна кăсăклă мероприяти, концерт, спектакль, шоу-каçсем йĕркелемест-ши вăл? Хĕрарăмсен ушкăнĕ шăрантаракан юрăсене ял çыннисем питĕ юратаççĕ. А.Павлова хăй пĕччен юрлакан юрăсем пушшех кăмăла çĕклеççĕ. Антонина Николаевна тăватă ача амăшĕ. Мăшăрĕпе, Виталий Петровичпа, килĕштерсе пурăнаççĕ. Виçĕ ачи аслă пĕлỹ илнĕ. Кĕçĕнни хăйсемпе юнашар, шкулта пĕлỹ пухать. Культура ĕçченĕн яланах ял çыннишĕн, унăн канăвĕшĕн тăрăшмалла. Çакна лайăх ăнланать А.Павлова. Вăл ертсе пынипе ялти артистсем "Шикли шикленнĕ, кĕрĕк пĕркеннĕ" спектакль хатĕрлесе лартрĕç. Ака уйăхĕнче 55 çулхи юбилейне паллă тăвакан А.Павлова пенсире те культура ĕçне хутшăнма кăмăл пуррине пытармасть.

АУ ЧР «Редакция Яльчикской районной газеты «Елчĕк ен»

     

 

 


Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика