— Пирĕн колхозра артель пурччĕ. Пысăкчĕ вăл. Унта çĕвĕ, атă-пушмак, тĕрлекен, сетка çыхакан уйрăмсем пурччĕ. Унти хĕрсемпе калаçатчĕ Гена. Ферма хĕрĕсене тиркетчĕ /кулать. — Авт./. Пирĕн яла Ирçе каччисем çÿретчĕç. Вĕсемпе ку та пыратчĕ. Фермăна кĕрсе тухатчĕç. Гена та. Пĕр 10 минут тăратчĕç пуль, вара кашни тĕрлĕ енне саланатчĕ. Эпир, ферма хĕрĕсем, пушă пек вăхăтра алă ĕçĕ тунă ĕнтĕ. Тĕрленĕ те, çыхнă та. Пĕрре çапла йĕппе çип тытса ларатăп. «Тĕрлес тесех аппаланатăн-и?» — тет. «Çапла», — хуравлатăп. «Капăрлăха ăнланмастăн. Тек ан тĕрле», — пĕтĕмлетрĕ хайхи. Кайран хĕрсем вăл çитнине пĕлсен «Потапов килнĕ» тесе алă ĕçĕсене йăпăр-япăр пытарса хуракан пулчĕç. Тиркесрен. Эпир вара тантăшпа иксĕмĕр вуçех те фермăран тухса тараттăмăр, — питех те кăсăклă пуçларĕ калаçăва Етĕрне районĕнчи Вăтам Ирçере пурăнакан Мария Потапова.
Мăшăрĕпе Геннадий Ивановичпа 46-мĕш çул килĕштерсе пурăнаççĕ. Çамрăк чухне вара Пушкăрт хĕрĕ шăпах çав чăрсăр Потапов арăмĕ пуласса тĕлĕкре те тĕлленмен-тĕр. Пĕтĕмпех ăнсăртран, кĕтмен çĕртен пулса тухнă.
— Шкултан вĕренсе тухсан председатель чĕнтерчĕ те: «Ниçта та ямастăп, ан та ĕмĕтлен. Сан валли ĕç пур», — терĕ. Виçĕ çул тынасем пăхрăм. Ун хыççăн çамрăк пăрусем патне куçарчĕ. 26 пуçчĕ. Эпĕ пынă чухне пурте выртаççĕ. Çавсене ура çине тăратрăм вĕт. Пĕрне те вĕлермерĕм. Виçĕ çултан дояркăна куçрăм. Унта та сăвăнакан выльăх памарĕ. 17 тынаран хам ĕне турăм, — аса илет фермăра ĕçленĕ çулсене хĕрарăм.
Геннадий Иванович, салтакран таврăнсан клуб заведующийĕнче ĕçленĕскер, малтанах урăх хĕре, хăйĕнчен 10 çул çамрăкрахскере, качча илнĕ-мĕн. Анчах... ăнман, çемье икĕ уйăхранах арканнă.
Çур çул иртрĕ унтанпа. Çывăратăп. Такам утияла сĕтĕрет. Эпĕ хам çине туртатăп ăна, каллех такам сирет. Эпĕ туртатăп та такам туртать... «Кам çывăрма чарать ара!» — тесе усал сăмахсемпех вăрçăнатăп. Куçа уçма васкамастăп. «Мачча каштинченех иртес-ха /хĕр çураçма килекенсем мачча каштинчен маларах иртсен хĕре параççех тесе шухăшланă. Çавăнпах çак йăлана пăхăнса хăнасем маларах иртме тăрăшнă. — Авт./», — илтĕнчĕ арçын сасси. Яшт! сиксе тăтăм. Куçа уçрăм — пÿрт çап-çутă. Гена тăра парать, — аса илет Мария Даниловна.
Çапла вăл Геннадий Потапов мăшăрĕ пулса тăнă.
— Çапăçса та, пĕр-пĕрне усал сăмахпа кÿрентерсе те курман. Виçĕ ача çуратса ура çине тăратрăмăр. Мăнуксем те çитĕнчĕç ĕнтĕ, — шăпине пачах ÿпкелемест вашаватскер.
Фермăна кÿршĕ яла çÿреме аякра пулнăран качча кайсан колхоз ĕçне хутшăнать кил хуçи арăмĕ. Мăшăрĕ вара ĕмĕрĕпех связистра тăрăшнă.
17 çул хунямăшĕпе пурăннă Мария Даниловна. Халĕ акă 19-мĕш çул кинĕпе кун кунлать: ывăлĕ Вячеслав тĕп килте тĕпленнĕ.
— Йăлтах хамăртан килет. Хунямапа та вăрçăнса курман эпĕ. Кинпе те лайăх пурăнатпăр. Усал та, чăркăш та мар вăл. «Хăв пекех лăпкă. Ăçтан тупнă?» — теççĕ çынсем те. Пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса пымалла. Чи кирли — çамрăксем килĕштерччĕр. Вара çемьере çураçу пулатех, — тет ăш пиллĕ хĕрарăм.
Килĕшÿллĕ хутшăнусен, мирлĕ пурнăç хаклăхне никамран ытла туяççĕ-çке вĕсем, вăрçă ачисем. Малалла вулас...