Ювановское сельское поселение Ядринского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксен канашĕн чи лайăх ертỹçи Етĕрне районĕнчи Урпашра пурăнать

17 июня 2014 г.

Çĕртмен 27-мĕшĕнче Раççейре çамрăксен кунне паллă тăваççĕ. Ку совет саманинчен упранса юлнă ырă пуçару. Пĕлтĕр республикăра иртнĕ слетра Етĕрне районĕнчи Урпаш ял тăрăхĕнчи çамрăксен канашĕ çĕнтернĕ. Çавăн пекех унăн ертỹçи Евгений Садиков «Çамрăксен канашĕн чи лайăх ертỹçи» номинацире палăрнă. Сăмах май, иртнĕ çул конкурсра 15 канаш тупăшнă. Урпаш ял тăрăхĕнчи çамрăксен канашĕ кашни уяв тĕлне тĕрлĕ программа хатĕрлет.Обществăлла ĕçе шкул ачисем те, аслăраххисем те хастар хутшăнаççĕ. Кунта çамрăксен «Юваново» ятлă хоккей тата футбол команди пур. Районти тата республика шайĕнчи ăмăртусенче пĕрре мар çĕнтернĕ çамрăксем. Çамрăксене ялта кичем ан пултăр, тет Евгений Садиков. Вăл 2-мĕш çул ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче тăрăшать. 2011-мĕшĕнче кунти шкул стени çинче вăл пуçарнипе скалодром тунă. Кун пекки районта урăх пулман. Пĕрре пăхсан питĕ хăрамалла пек. Скалодром тума ирĕк илнĕ, хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнаççĕ. Халĕ унта кĕçĕн класра вĕренекенсем те хăпараççĕ. Çамрăксен пĕрлешĕвĕсен республикăри слетĕнче Евгений Садиков скалодром пирки хатĕрленĕ проекта хỹтĕленĕ. Презентацие пурте ырланă. Урпаш ял тăрăхĕнчи çамрăксен канашĕ ун чухне мала тухнă. Çавăн пекех вăл «Çамрăксен пĕрлешĕвĕн чи лайăх ертỹçи» номинацире çĕнтернĕ. Халĕ кунта район шайĕнчи ăмăртусене тăтăшах ирттереççĕ. Кăçал Урпаш ял тăрăхĕнче çамрăксен кунне юрă-ташăпа, спорт уявĕсемпе ирттерме палăртаççĕ. Малашне кунта велосипедпа ăмăртассине те аталантарас тĕллевлĕ.

Алена Алексеева, Сергей Мышев

Первоисточник: ГТРК "Чувашия, Вести Чaваш ен. Вечерний выпуск 17.06.2014

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429071 Чувашская Республика Ядринский район с.Юваново ул.Сюльдикасы д. 52
Телефон: 8(83547) 62-4-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика