01 декабря 2012 г.
«Эпĕ вунă çул ытла сирĕн хаçатпа туслă. Мана уйрăмах юрату историйĕсем, литература хайлавĕсем килĕшеççĕ. Çитес çул валли те малтанах почтăна кайса çырăнтăм. Эсир пирĕн тăрăха килессе пĕлнĕ тĕк паяна хăвараттăмччĕ, тен, парне выляса илĕттĕм», - пĕлтерет культурăпа кану центрĕн директорĕ Татьяна Александрова. Эпĕ пĕрремĕш пулăп, манăн алă çăмăл», - Евгений Николаев юрăç «Чăваш хĕрарăмне» чи малтан çырăнакана хăйĕн дискне парнелессе пĕлсен хавхаланчĕ Вера Амбросева. Вăл хăй те мĕн ачаранпах юрлать-мĕн. Пурнăçăн йывăр самантĕнче те чун киленĕçĕнчен писмен хĕрарăм. Почтальонсен ывăлĕ Сергей та çемье валли хаçат çырăнса Евгений Николаев юррисен дискне тивĕçрĕ. Хăтлă та çĕнĕ залра вырăнти пултарулăх ушкăнĕн юрри-кĕвви шăранчĕ. Хĕрарăмсен канашĕ те аякра тăрса юлман. Галина Ядринцева ертсе пынипе шÿтлĕ сценка та хатĕрленĕ. Ача садне çул такăрлатакансем, шкул ачисем ташши-юррипе халăха савăнтарчĕç. Çав вăхăтрах Любовь Алексеева почтальонка çырăнтару ĕçне пикенчĕ. Шупашкартан килнĕ юрăçсем сăмах илессе куракансем чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Сцена çине Ирина Иванова илемлĕ юрăпа тухрĕ. Ăна халăх тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕ. Етĕрне район администраци пуçлăхĕ Владимир Кузьмин уява пухăннă амăшĕсене саламларĕ. Ыттисене тĕслĕх кăтартса «Чăваш хĕрарăмне» тÿрех виçĕ экземпляр çырăнчĕ, ялти вулавăша парнелерĕ. Евгений Николаев юрă шăрантарма тытăнсан хăшĕ-пĕри ташша та ячĕ. Пурин кăмăлне те кайрĕ юрăç пултарулăхĕ. Çырăнтару вĕçленсен лотерея вылявĕ пуçланчĕ. Василиса Надирова, Евгений Никитин уйрăм предпринимательсем парнесемпе тивĕçтерчĕç. Асăнмалăх япала кама савăнтармĕ-ха? «Паян пире валли уяв йĕркелерĕр. Концерчĕ те килĕшрĕ. Хаçатне те çырăнтăмăр, парнеллĕ те пултăмăр», - мероприяти вĕçленнĕ хыççăн хаваслă кăмăл-туйăмлă Юрий Петров алла чăмăртасах тав турĕ. «Чăваш хĕрарăмĕ» - çемье хаçачĕ. Унăн ятне кура хăшĕ-пĕри: «Хĕрарăмсем пирки кăна çыратăр-и мĕн?» - тесе кăсăкланать. Патшалăх шайĕнчи çĕнĕлĕх те, ял пурнăçĕ, çын шăпи те, тĕрлĕ канаш-сĕнÿ те хаçат страницисенче тăтăшах кун çути курать. Пурнăç таппинчен юлас мар тесен çыхăнăва çитес çул та татас марччĕ! Редакцирен. Етĕрне районĕнче хаçат кунне йĕркелеме пулăшнă тусăмăрсене - район администраци пуçлăхне Владимир Кузьмина, Советски ял тăрăхĕн пуçлăхне Александр Федорова, Советски почтамт заведующине Елена Александровăна, парнесемпе тивĕçтернĕ предпринимательсене Василиса Надировăна, Евгений Никитина - чун-чĕререн тав тăватпăр.
Источник: "Чăваш хĕрарăмĕ"