11 ноября 2010 г.
Етĕрне районĕнчи Советски ял тăрăхĕн ертÿçипе Вячеслав Матвеевпа суйлавчченех тĕл пулса калаçнăччĕ. Кулленхи ĕç-хĕле тишкертĕмĕр, малашлăх тĕллевĕсене сÿтсе яврăмăр.
Шăрăх çанталăка пула ку тăрăхра та шыв ыйтăвĕ çивĕч тăнă. Пуçлăх халăхпа пĕрле шыв пăрăхĕ хывнă çĕрте тăрăшрĕ, ĕçе кирлĕ пек йĕркелесе пычĕ. Ял тăрăхĕн ĕçĕ нумай енлĕ, Вячеслав Агафонович палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме çанă тавăрсах ĕçлет. Уншăн кашни ĕç пĕлтерĕшлĕ, ăна тĕплĕн пурнăçлама тăрăшать. Ахальтен мар ял çыннисем ун пирки ыррине кăна каларĕç. Пуçлăх та «Пирĕн тăрăхра ĕçчен те маттур çынсем пурăнаççĕ», - тесе палăртрĕ.
Тин çеç иртнĕ суйлавра асăннă территорире пурăнакансем пуçлăх тилхепине каллех Вячеслав Агафоновича шанса панă. Эппин, халăхпа пĕр чĕлхе тупса самана таппипе тан утакан пуçаруллă ертÿçĕ малалла та çак тивĕçе таса чунпа пурнăçлĕ.
Советски ял тăрăхĕнче - 7 ял, 1200 çын пурăнать. Кунта - культура çурчĕпе тĕслĕх библиотека, пĕтĕмĕшле врач офисĕпе больница, çыхăну уйрăмĕ, вăтам шкул, çăкăр завочĕ, ветучасток. В.Матвеев вĕсен ĕçĕпе кăмăллă.
- Вячеслав Агафонович, халăха шывпа тивĕçтерес ыйтăва мĕнле татса паратăр?
- Пирĕн территорире иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенчех кашни ялтах шыв пăрăхĕ хывнă. Унтанпа вăхăт самаях иртрĕ, пăрăхсем çĕрĕшнĕ. Кăçалхи шăрăх çанталăк çак ыйтупа тĕллевлĕ ĕçлеме хистерĕ. Советскинчи Магницкий урамĕнче пăрăхсене 1 çухрăм ытла улăштартăмăр. Çынсем те çак ĕçе хастар хутшăнчĕç, кашниех тÿпе хыврĕ. Район Пухăвĕн депутачĕ Владимир Кузьмин тĕп врач больница территорийĕнчи шыв башнинчен таса шывпа тивĕçтерме килĕшрĕ. Сăмах май, шыв пăрăхĕсем улăштарас ĕçре вăл ыттисене тĕслĕх кăтартса хавхалантарчĕ. Советски салинчи шыв башнисене иккĕшне те юсарăмăр. Çу кунĕсенче Улăх Шăматра пурăнакансем те шывсăр асапланчĕç. Пĕччен сурсан типсе пырать, халăх сурать - кÿлĕ пулать тенĕ халăхра. Пĕрле пуçтарăнса шыв ыйтăвне татма пултартăмăр. Халĕ кунта пурăнакансем килĕсене шыв кĕртрĕç. Анат Сăнар ялĕнчи шыв башнин хăвачĕ пĕчĕкрехчĕ. Юсав хыççăн башня шывпа туллин тивĕçтерет. Кăçал ялта икĕ урам хушшинчи çула йĕркене кĕртрĕмĕр, вак чул сартăмăр. Шыв ыйтăвне татса пама 1 миллион тенкĕ ытла хыврăмăр.
Тури Сăнарта плотина татăлса кайнăччĕ, икĕ çул ăна йĕркене кĕртессишĕн ăшталантăмăр. Халĕ çак ĕçе вĕçлерĕмĕр. Советскинчи плотинана та çирĕплетме палăртрăмăр.
Нумай хваттерлĕ çуртсене электроэнергипе тивĕçтересси те тĕп вырăнта. Кăçал электролиние çĕнетрĕмĕр. 900 пин тенкĕлĕх ĕç турăмăр.
Ялсен инфратытăмĕ куç умĕнчех çĕнелет. Пирĕн территорири ялсем пурте асфальт çулпа çыхăнчĕç. Магницкий урамĕнче те такăр çул хыврăмăр. Халĕ ун ячĕпе уçнă парка хăтлăх кÿретпĕр, палăкне юсама тытăнтăмăр. Унта тĕрлĕ йывăç ÿсет, тавралăха илем кÿрет. Кăçал кедр пĕрремĕш çимĕç пачĕ.
- Эсир ку тăрăхра ĕçчен çынсем пурăнаççĕ терĕр. Тĕплĕнрех каласа парсамăр.
-Çапла. Ял тăрăхĕнче чăннипех те хастар çынсем пурăнаççĕ, вĕсем пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла талпăнаççĕ, хушма хуçалăха аталантарассипе курăмлă ĕçлеççĕ. «АПК аталăнăвĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 5 çулта пирĕн тăрăхра пурăнакан 63 çын 7 миллион тенкĕ ытла çăмăллăх кредит илчĕ. Кăçал та 9 çын çак пулăшупа тĕллевлĕ усă курчĕ. Уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕнче 470 пуç ĕне-выльăх. Сăмахран, Тамара Олгашовăн хуçалăхĕнче 8 пуç мăйракаллă шултра выльăх, вăл шутра - сăвакан 4 ĕне. Ольга Ивановна Иванова та 4-5 пуç ĕне тытать. Унччен вăл ĕмĕрĕпех тăван хуçалăхра дояркăра ĕçленĕ, халĕ - тивĕçлĕ канура.
«Рябинка» ял хуçалăх потребкооператив ку енĕпе çаврăнăçуллă. Хушма хуçалăхра туса илнĕ продукцие вырнаçтарма пулăшать, çынсем те кăмăллă. Çемье бюджетне çирĕплетме питех те меллĕ.
Вырăнти влаç халăхшăн ĕçлет. Пĕлтерĕшлĕ ыйтусене халăхпа сÿтсе явса пĕрле татса паратпăр. Çынсен ăнланулăхĕ ÿсни савăнтарать. Сăмахран, тавралăха тирпей-илем кĕртессипе те улшăну пур. Çакна ялсенчи урамсенче те асăрхатăн. Маларах килти çÿп-çапа урама кăларнă çынсен шучĕ чакни те çирĕплетет. Ку енĕпе ĕçлемелли пайтах-ха. Сайра хутра та пулин çырма-çатрана варалакан тупăнать-ха. Малашне татăклă улшăнусем пулаççех.
Источник: "Хыпар"