Персирланский ТО ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирен урам анаталла

07 сентября 2008 г.

Етёрне енчи Пёрçырлан ял тĂрĂхё районта пысĂккисенчен пери. ТĂхĂар яла пёрлештерет вĂл. Ертуçёре çирём çула яхĂн Николай Михайлович Мурзин тĂрĂшать. Ял пурнĂçне, лару-тарава алари пилёк пурне пек пёлет темелле. Пёрçырлансем тасалаха, илемлёхе юратни турех курĂнать. Капмар та хĂтлĂ çуртсемлё урамсенче типтерлё. Сапаланса выртакан стройматериалсем, çуп-çап та асархаймён. - Пирён территорири асла çулпа куплен вун-вун автобус, техни­ка иртет. ВараланчĂк урампа мёншён пите хёретес? - терё Н. Мурзин. ВырĂнта чи хĂтла урам, ял, кил-урт конкурссем йёркелени культурĂна устерме пулĂшать. çуп-çап турттарассине те йёркеленё кунта. Унччен Ăна тёпсёр çырмана тултарнĂ пулсан хале Етёрнери ятарлĂ вырĂна. Анчах вĂл та тулса çитнё ёнтё. Нумаях пулмасть район ертуçисем çенё çуп-çап вырĂнне Пёрçырлан тĂрĂхёнче тума йышĂннĂ. çака ял халĂхён кĂмĂлне кайман. ЧĂн та, кĂмĂн ĂпĂр-тапĂрпа юнашар пурĂнас килтёр? - Хальхи полигона ёлёкхипе танлаштарайман, - тет Николай Михайлович. -Технологие пĂхĂнса çуп-çапа çёрпе хупласа-пусарĂнтарса пырёç. çивёч ыйтĂва халĂхпа сутсе явнĂ-ха, çапах полигона хирёç çисем те нумай. çулте ларакансен шухĂшне улĂштарса пулё-и? Пуç­лахсем ыйтёва татса панĂ чухне Пёрçырлан Етёрнепе юнашар вырнаçнине, кунти такĂр çулсене те шута илнё çав. çул тенёрен, чĂн та, амсанмалĂх пур. Хальхи вĂхĂтра кашни яла асфальт çулпа çыхĂнтарнĂ. Пёлтёр 46 çуртла Кёçён Йёкёте те çитнё вĂл. Алла ЧĂаваш Республикин Президенчён программине туллин пурнĂçланĂ темелле. Хале урамсене те йёркене кёртессипе ёçлеç çё. Куславккапа Кёçён Йёкётре строительсем тротуар та туса пана. «Хуларинчен пёртте кая мар», - савĂнаç çё çынсем. ТакĂр çул çитеймен урамсем те сахал мар. УйĂракан укçа-тенкё ёмёт-шухĂша туллин пурнĂçлама памасть. Каçал акĂ çул-йёре йёркене кёртме 446 пин тенкё уйĂрнĂ. Унпа депутатсем Пёрçырланри; вĂрçĂ инваличё, Борис Мат­веев пурĂнакан урамра хайĂр, вак чул сарса çул хытарнĂ. УйĂрна укçа çитеймен. «Сурстройсервис» предприяти хайён укçи-тенкипе ёç-хёле вёçленё. Хале ветеранан «Ока» машини ç ĂмаллĂнах тухса кёрет. . ПылчĂкра вёсене пырса та кёреймён, -пёлтереç çё ял çыннисем. Шыв хуçи кам? Шыв ыйтĂвё уйрĂмах çивёч тĂрать. ВунĂ çул каяллах Палтай, Орапакасси ялёсенче шыв пĂрĂхёсене çёнетнё-ха, ыттисенче тахçанах юхĂнса çитнё. Сарьелёнче каçал акĂ пĂрĂах икё хут юрахсĂра тухнĂа. Шывпа унччен Тимирязев ячёллё пёрлешу хуçаланнĂ. ВĂл панкрута тухнĂ май шыв ыйтавё ял халĂхё çинее тиеннё. çудалĂх ял тĂрĂхне документсем куçарса паманни ура хурать. Апла бюджетран укçа та куçмё. ШывĂн çуди те çук тейён. ПĂрах е насус юрахсĂра тухсанах килрен киле укда пуçтарма тытĂнаç çё. Ял тĂрĂхё пĂрахсене çёнетме проект тума пуç ĂннĂ-ха, укçа çитейменнипе ёç чĂхĂмланĂ. «çултен пулашмасĂр та тĂваймĂпĂр», - теç çё специалистсем. Апла «Таса шыв» программа хута каясса кётмелли кĂна юлать. Ял е дача лайĂхрах? Пёрçырлан енче çёнё çурт-йёр çёкленни, урамсем хушĂнни кĂмĂла çёклет. Юлашки вĂхĂтра çынсем хушма çудалĂха аталантарма тĂрĂшни сисёнет. КĂçал ç ĂмаллĂх кредитне 30 çемье ыгла илнё. Укçапа ял хуçалĂх техники туянĂç çё, вите-сарай çёклеç çё. Чылай çемье 2-3 ёне тьггать. Рожковсем вара сакĂр ёне, вĂкĂр, пĂрусем, чĂх-чёп усраç çё. Чёр тавара «Забота» потребкоопераципе, «Сараевский» пёрлешу пуçтарсах тĂраç çё. Сете вырĂнтах туянни халĂхшĂн меллё. çёнёрен йёркеленё «Сугутский»;хуç алĂх майёпен ура дине çёкленни савĂнтарать. Апла çереем çум курĂкёпе хупланмёç, йёрке пуле. Ял çыннин пушĂ вĂхĂатне усĂллĂ, тулли ирттерме выр уçасшан. çитес çул Ăна валли 500 пин уйĂрма пĂхнĂ-ха çултен, экономика кризисе кĂна пырса ан çаптĂр. Сарьелёнчи «культура вучахё» те каçал палĂрмаллах илемленсе çёнелнё. Ача-пĂча, аслисем тёслёх библиотекасене те хаваспах çуреç çё. Кунти «СĂр Ен» фольклор ансамбльне таврара пёлмен çын çук темелле. ăна çирём çул ытла Ю. Еремкина ертсе пырать. ТашĂ-юрĂ Ăстисем пёлтёр Комине те çитнё, лауреат ятне тивёçнё. Ансамбль чĂвашсен йĂали-йёркине, çёр пин юррипе ташшине упрама пулĂшать, халĂхра сарать. «Илем» ансамбле вара çамрĂксем кĂмĂллаççё. Яш-кёрём валли спорт секцийёсем ёçлеç çё. «Пирён пата Етернерен те çуреç çё, - сĂмахлать Николай Михайлович. -Каток та туса парасшĂн-ха». çапах ял ватĂлни, пушанса пыни систерсех тĂрать. ХалĂх сахал çуренипех Ман Йёкётри Культура çуртне те хупма тивнё. Шкулта вёренекенсен хисепё çулран-çул чакать. Ку тĂрĂхри 855хуçалĂхран 100-ёшёпе дача выранёнче кĂна усĂ кураç çё. Апла юлашки вĂхĂтра пёр пысĂках мар ялĂн шĂпи татĂлнĂ. ТĂаван енне ытларах ватĂсем, пенсине тухнĂ çынсем пурĂнма килеç çё. çамрĂксем умри çулне ялпа çыхантарма тĂрашманни шухĂшлаттарать. КĂдал çёнё кайĂксем те пёлтёрхинчен сахалрах вёçсе килнё. Вилекенсем вара çуралакансенчен виçе хут ытларах. «Мапашне те çак хĂвартлĂхпа чакса пырсан тепёр 10-20 çултан ялсем çурри таран пушанса юлёç», -пĂарханаç çё Пёрçырлансем. Яш-кёрём тĂван енчех тымар ятĂр тесен вырĂнти ертуçёсен сахал мар тĂрашма тивё. Пёр-пёрне Ăнланса ёçлесен кĂна çитёну пуле. Тен, ун чухне дача çурчёсем те яланлĂхах çемьесемпе тулма тытĂнёç?

Источник: "Чăваш хĕрарăмĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429064 Ядринский район д.Персирланы ул.Шоссейная д.34
Телефон: 8(83547) 61-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика