Николаевское сельское поселение Ядринского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Етĕрнесем канма та пĕлеççĕ

05 февраля 2013 г.

Еккĕмушкăнь ялĕ çывăхĕнчи илемлĕ кÿлĕ яланах хăй патне туртать: çулла кунта халăх хĕвĕшет кăна! Ăна пăр хупласан та кунтан çын татăлмасть. «Пушă вăхăтра мĕншĕн çакăнта спорт мероприятийĕсем ирттерес мар?» - çак шухăш район Пухăвĕн депутатне Петр Столярова тахçанах канăç паман. Вăл Мăн Явăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Татьяна Леонтьевăпа, унти специалистсемпе канашланă. Депутат сĕнĕвне ырланă, «халăх тарçисене» çеç мар, район, хула тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче ĕçлекенсене чĕнсе йыхрав янă. Палăртнă кун спорт тумĕллĕ тÿре-шара Мăн Явăша пухăннă.

Ял тăрăхĕн администрацийĕ ытти çĕрте те пуçарулăхпа палăрнă. Сăмахран, тăван республикăмăрта вырăнти çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартас тата урамсене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе йышăннă программăпа ăнăçлă ĕçлет. Унпа килĕшÿллĕн Мăн Явăшра çĕнĕ урам йĕркеленет, çĕнĕ, капмар, хăтлă çуртсем çĕкленеççĕ, фельдшер-акушер пункчĕ хута кайнă. Кăçал культурăпа спорт çуртне туса пĕтересшĕн.

Мăн Явăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Татьяна Леонтьева палăртни пурнăçланнипе кăмăллă. Вăл Петр Столярова хăйĕн «сылтăм алли» тесе шухăшлать: «Хастар та пуçаруллă депутатпа ĕçлеме те кăмăллă. Хамăн ытларах строительство ыйтăвĕсене татса пама тивет. Петр Юрьевич культура, спорт мероприятийĕсем тăтăшах йĕркелет»...

Петр Столяровпа мăшăрĕ Татьяна Юрьевна виçĕ хĕр ÿстереççĕ: Даша, Маша тата Юля. Кĕçĕнни 5 уйăхра çеç-ха. Хоккейла выляма пухăннă кун вĕсем çемйипех пăр çинче пулчĕç. Район историйĕнче пуçласа пуçлăхсемпе депутатсем 4 ушкăна пайланса ăмăртнă. Хăйне евĕрлĕ ăмăртура Мăн Явăшсем малти вырăна тухнă, кубок çĕнсе илнĕ. Район депутачĕсем - 2, Етĕрне хула тăрăхĕн команди вара виççĕмĕш картлашкара. Çĕнтерÿçĕсене район тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем А.Красновпа В.Кузьмин чысланă, курма пынисене çирĕп сывлăх, спортпа туслă, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма суннă. Пурте пĕрле техĕмлĕ пулă шÿрпипе, вĕри чейпе сăйланнă.

- Ку - пирĕншĕн те ырă тĕслĕх. Çакăн пек ăмăртăва хамăр ял тăрăхĕнче «Пучах» хуçалăхпа пĕрле ирттерме йышăнтăмăр, - пĕлтерчĕ Кивĕ Тинкеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Федоров. Александр Николаевич спортпа тахçанах туслашнă. Пĕлтĕр районти мĕн пур ăмăртура та асăннă ял тăрăхĕн команди пĕрремĕш вырăн йышăнса кубок çĕнсе илнĕ.

Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Кузьмин хăй тытăмлăх органĕнче ĕçлекенсем сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăннине ырă тĕслĕх тесе хаклать, муниципалитет тытăмĕнчи çынсене пĕтĕçтерекен мероприятисем çÿллĕ шайра иртнине палăртать.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429076 Ядринский район с.Николаевское ул.Ленина д.1
Телефон: 8(835-47) 63-5-33, 63-6-35
Факс: 8(835-47) 63-6-35
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика