09 октября 2013 г.
Мускавра Пĕтĕм Раççейри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн XIV съезчĕ хăйĕн ĕçне вĕçленĕ.
Вăл юпа уйăхĕн 3-5-мĕшĕсенче иртнĕ. Съезд мероприятийĕсене Чăваш Ен делегацийĕ хутшăннă. Унăн йышĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин регион уйрăмĕн политканашĕн секретарĕ Николай Малов, республикăн Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов, Елчĕк район пуçлăхĕ, «Фармаци» патшалăх унитари предприятийĕн 40-мĕш аптекин директорĕ Роза Молодова, Улатăр район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Нина Шпилева, «Коммуналлă энергетика сечĕсем» МУП администраторĕ Александр Варенов, «Промтрактор» АУОн программăпа ĕçлекен станоксен наладчикĕ Владимир Романов пулнă.
Парти форумĕн ĕçне пĕтĕмпе 1700 яхăн делегатпа хăна хутшăннă. Çав шутра «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин пуçламăш уйрăмĕсен 600 представителĕ. Партин Чăваш регион уйрăмĕнчен пуçламăш организацисен 5 секретарĕ хутшăннă, кусем - «Химпром» АУОн юсав енĕпе ĕçлекен мастерĕ Евгений Бурмаков, «Союз» ЯХПК председателĕ Петр Столяров, Аслă Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ Герман Боредский, Шупашкарти 44-мĕш лицей вĕрентекенĕ Вячеслав Павлов тата Куславкка районĕнчи Кармăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Фарит Яруллин.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин партин пуçламăш уйрăмĕсен секретарĕсемпе тĕл пулнă вăхăтра «Пĕрлĕхлĕ Раççее» халăх партийĕ тенĕ, çĕр-шыв аталанăвне вăл пысăк тÿпе хывнине палăртнă.
«Партин пуçламăш сыпăкĕн активĕ граждансемпе ĕçлет. Вăл çĕр-шывра пулса иртекеннине те лайăхрах йышăнать», - тенĕ патшалăх пуçлăхĕ, пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕрлĕ тĕллеве пурнăçлама регионсенчи парти членĕсене, «çĕр» çинче ĕçлекенсене, явăçтарнине ырланă.
Тĕл пулу вăхăтĕнче хускатнă ыйтусем çынсем территорисенче палăртаканнисемех - пурăнмалли çурт-йĕрпе, коммуналлă хуçалăхпа çыхăннисем, социаллă тÿлевсем, сывлăх сыхлавĕпе вĕренĕве аталантарасси, миграци ыйтăвĕсем, производствăна модернизацилесси. Çак ыйтусене çĕр-шыв Президенчĕ Владимир Путин, Правительство пуçлăхĕ, парти председателĕ Дмитрий Медведев тивĕçлĕ хуравсем панă.
«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин XIV съезчĕн пленарлă ларăвĕнче Раççей премьер-министрĕ Дмитрий Медведев доклад тунă.
Парти председателĕ съезд суйлав кампанийĕ вĕçленнĕ хыççăн иртнине палăртнă. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» хăйне суйлавçăсем хисепленине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ», - тенĕ Медведев.
Журналистсен ыйтăвĕсене хуравласа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Пĕрлĕхлĕ Раççей» кулленхи ĕçсен партийĕ пулнине, Чăваш Республикипе Раççей Федерацийĕнче пурăнакансен ырлăхĕшĕн ĕçленине пĕлтернĕ.
Съезда пĕтĕмлетсе партин регион уйрăмĕн политканашĕн секретарĕ Николай Малов çапла палăртнă:
- Тĕп шухăш - кăçалхи авăнăн 8-мĕшĕнче суйлав кампанийĕ «Пĕрлĕхлĕ Раççейшĕн» ăнăçлă иртрĕ пулин те пирĕн пушшех те яваплăха туймалла. Раççей Президенчĕ Владимир Путин съездра «Пĕрлĕхлĕ Раççей» халăх партийĕ, патшалăх никĕсĕ пулнине пĕлтерчĕ. Ку пире чыс кÿрет. Чи кирли - тăван Чăваш Ен халăхĕшĕн ĕçлесси.
А.ЛЬВОВА
Источник: "Хыпар"