26 сентября 2013 г.
Юлашки çулсенче çамрăксен ял хуçалăхĕнче ĕçлес туртăмĕ чакса пыни çĕнĕлĕх мар. Вĕсенчен пĕр пайĕ аслă шкулсенчен вĕренсе тухсан та хăйĕн специальноçĕпе ĕçлемест. Ытларахăшĕ çакна укçа сахал тÿленипе сăлтавлать, ялта пурăнма кичем текен те пур. Акă Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнчен çулсерен вун-вун çамрăк специалист вĕренсе тухать. Анчах вĕсенчен çурри те яла таврăнмасть.Çав хушăрах республикăри аграри секторĕнче специалистсем çукки уççăнах палăрать. Тепĕр чухне ашшĕ-амăшĕ те ывăл-хĕрне хулана юлма е кайма хĕтĕртет. "Хамăр нушаланни те çитет", - теççĕ. Лешсем вара хуларах тĕпленсе пурăнас тесе пысăк укçаллă ĕç шыраççĕ. "Пуçаруллă" предпринимательсен серепине те лекеççĕ. Пуян çыннăн пĕр тĕллев - мул пухмалла, тупăш ытларах илмелле. Хăйĕн патне ĕçе кĕрĕшнĕ çамрăкăн шăпи ăна шухăшлаттармасть. Кун пеккисем талăкне 14 - 16 сехет хуçа патĕнче пилĕк аваççĕ. Çавăн пекех вăй хурса ĕçлесен вăл ялта та тулăх пурăнĕччĕ-ха та... Паллах, ачасене ашшĕ-амăшĕн тĕслĕхĕ пысăк витĕм кÿрет. Ламран лама куçакан йăла-йĕрке вăй илсех пырать. Чăн-чăн çĕр ĕçченĕ пархатарлă çĕре хисеплет, ăна пулăхлă туса пысăк тухăç илме тăрăшать, çĕр ĕç технологине пăхăнать. Тăван çĕре юратса Етĕрне районĕнчи Еккĕмушкăнь ялĕнче пурăнакан Столяровсем çакăн пек ĕçлесе пурăнаççĕ те. Ĕçчен те сăпайлă, ырă çынсем вĕсем. Кил хуçи Юрий Павлович Асламасра çуралнă. Ашшĕ 12 çул колхоз тилхепине çирĕп алăра тытса пынă. Ывăлне çĕре юратма вĕрентнĕ. Ахальтен мар Юрий Павлович шкул пĕтерсен агроном пулас ĕмĕтпе ял хуçалăх институтне çул тытнă. Çамрăк специалиста Етĕрне районĕнчи "Выльский" хуçалăха ĕçлеме янă. Вăл хăйне шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Акнă тырă пĕрчисем епле шăтса тухнине, тулли пучахлă ылтăн уй-хире курса савăннă. Район, республика, çĕр-шыв шайĕнчи малта пыракан хуçалăхсен опытне тишкернĕ, ĕç тухăçлăхне ÿстермелли çул-йĕре палăртнă. Профессине чун-чĕререн парăннăскер хальхи технологисене ăша хывса çĕнĕ сортсемпе ĕçлессине тĕпе хунă. Унтанпа вăхăт сахал мар иртнĕ. Ю.Столяров 5 çул каялла ултă теçетке çул урлă каçнă. Çапах ĕçлес хастарлăхĕ пысăк, паян вăл "Союз" ял хуçалăх предприятийĕн тĕп агрономĕ - директор çумĕ. Палăртма кăмăллă: хуçалăх 7-8 çул усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе те курăмлă ĕçлет. Кăçал кăна 120 га çĕре тара илсе сухаласа акнă. "Çĕнĕ лаптăксенче пысăк тухăçах илеймерĕмĕр. Анчах хуçалăх тахçанах усă кураканнисем çинче вăтăршар ытла центнер тырă пухса кĕртрĕмĕр. Эпир çĕре яланах апатлантаратпăр, минерал удобренийĕсемпе тата гербицидсемпе те усă куратпăр. Пахалăхлă элита вăрлăх пирки те манмастпăр. Юлашки çулсенче 200 га ытла çĕре арендăна илтĕмĕр. 1990 çулсенче фермер юхăмĕ вăй илме тытăнчĕ. Эпир те мăшăрпа çак ĕçе кÿлĕнтĕмĕр. Пирĕн районта çĕнĕ ĕçе тата тепĕр 3 çемье пуçăнчĕ. Пĕрремĕш утăмсем çăмăлах пулмарĕç, анчах малаллах талпăнтăмăр", - терĕ вăл аса илÿ çăмхине сÿтнĕ май. 1998 çулта фермер хуçалăхĕнчен "Союз" ял хуçалăх пĕрлешĕвĕ туса хунă. Мăшăрсем хуçалăх ятне ăнсăртран суйламан иккен: с - Столяров, о - Ольга, ю - Юрий, з - "земледелец". "Çÿпçине кура - хупăлчи" тенĕ халăхра. Юрий Павлович "Выльскине" ĕçлеме килсенех бухгалтерта вăй хуракан сăпайлă та ĕçчен хĕре Ольгăна куç хывнă. Ольга Алексеевнăн ачалăхĕ çăмăлах пулман. Мăшăрĕнчен 7 уйăхри хырăмпа юлнă амăшĕ пĕчĕк хĕрне канфет-пĕремĕкпе иртĕхтермен. Ăна пĕчĕклех ĕçе хăнăхтарнă. Шкулта та аван вĕреннĕ Ольга. 11 класа лайăх паллăсемпе пĕтернĕскерĕн малалла ăс пухас килнĕ, анчах килте ĕçлемелле пулнă. Кÿршĕре пурăнакан учительница хĕр ачана Хучаш шкулне лаборанткăна вырнаçма пулăшнă. Каярах "Выльский" хуçалăхра кассирта ĕçлеме тытăннă. Куçăн мар майпа Улатăрти совхоз-техникумра бухгалтерта вĕренсе тухнă. Çавăнтанпах бухгалтерта тăрăшать Ольга Алексеевна. 1976 çулта вĕсем Юрий Павловичпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Çамрăк мăшăр Ольгăн килĕнче Еккĕмушкăнь ялĕнче пурăнма тытăннă. Килĕшÿллĕ çемьере икĕ ывăлпа пĕр хĕр кун çути курнă. Столяровсем ачисене те ĕçе юратма вĕрентнĕ. Аслă ывăлĕ Павел юриста вĕренсе тухнă хыççăн Чечняра икĕ хутчен пулнă. Иккĕмĕш хутĕнче аманса таврăннă хыççăн пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. Столяровсем пысăк çак хуйха йышпа тÿссе ирттернĕ. "Тĕлĕнмелле ырă çынччĕ вăл. Кирек кама та пулăшма хатĕрччĕ. Леш тĕнчере те лайăх çынсем кирлĕ-ши", - теççĕ ашшĕпе амăшĕ хурланса. Хĕрĕ Татьяна Шупашкарти аш-какай комбинатĕнче технологра тăрăшнă. Халĕ - пĕчĕк ачапа декрет отпускĕнче.Аслисен пилĕпе Столяровсен кĕçĕн ывăлĕ Петя вара ашшĕпе амăш çулне суйласа илнĕ. Вăл ял хуçалăх академийĕнче вĕренсе агроном профессине алла илнĕ. Çемье династине малалла тăсакан 2004 çулта "Союзра" агрономра ĕçлеме тытăннă. Мал ĕмĕтлĕ çамрăка çĕр ĕç вăрттăнлăхне ăша хывма ашшĕ хăнăхтарать. Петр Юрьевич 2003 çулта студентсен пĕр ушкăнĕпе Германире стажировкăра пулнă, унти фермерсен ĕç-хĕлĕпе паллашнă. Ывăлĕн пултарулăхне кура ашшĕпе амăшĕ ăна 2008 çулта ертÿçĕ тилхепине тыттарнă. Столяровсем лава халĕ виççĕн туртаççĕ. Аслисем хăйсен пуян ĕç опытне ывăлне Петьăна параççĕ. Вăл кулленхи ĕçе çĕнĕлĕхсем кĕртсе малалла ăнтăлмалли çул-йĕре тишкерет. Техника паркĕ те çирĕпленет. Хуçалăхра ĕçлесе хисепе тивĕçнĕ çамрăк - депутатсен район Пухăвĕн депутачĕ те. Пур çĕре те ĕлкĕрет маттур ертÿçĕ: депутат тивĕçĕсене пурнăçлать, вырăнти влаçпа халăх хушшинчи çыхăнăва çирĕплетет, ялти çамрăксемпе те тĕллевлĕ ĕçлет. Территорире пулса иртекен ырă улшăнусем ялти социаллă аталанупа культура шайне çĕклеме витĕм кÿреççĕ. Петр Юрьевич малашне çамрăксем яла туртăнма тытăнасса çирĕп шанать. Хальлĕхе вара ку енĕпе çанă тавăрса ĕçлемелле тет вăл. Паян Мăн Явăшри тулли мар шкулта çамрăк педагогсем çукки те пăшăрхантарать ăна. Ял пуласлăхĕ çамрăксенче пулнине чухланă май шкулпа тачă çыхăну тытать. Вăл е ку пĕлтерĕшлĕ ĕçсене пурнăçлама пĕлÿ çуртне укçа-тенкĕпе пулăшать. Ку енĕпе ашшĕ те пуçаруллă. Юрий Столяров шкулта яланах кĕтнĕ хăна. Кĕçĕн классенче вĕренекенсене тăван ен илемĕпе, çут çанталăк пуянлăхĕпе паллаштарать вăл. Столяровсен килĕнче сад-пахча ешерет. Теплицăсенче тĕрлĕ çимĕç ÿсет. Анкарти хыçĕнче пысăк та илемлĕ пĕве пур. "Ăна 2010 çулта тасатнăччĕ", - тет кил хуçи кăмăллăн. Юлашки вăхăтра унта ывăлĕпе юлташĕсем тĕрлĕ пулă янă. Пурăна-киле пĕве патне ял çыннисем ытларах та иленĕç. Унпа юнашар Столяровсем чаплă мунча лартнă. Инçех те мар утар пур. Кăçал пыл сахал мар илнĕ. Шухăшлатăн та тĕлĕнетĕн: пур çĕре те епле ĕлкĕреççĕ-ши? Юрий Столяров çакна ĕçе пĕлсе йĕркеленипе, вăхăта хакланипе çыхăнтарать. Ашшĕпе амăшĕ чаплă кил-çуртра пурăнаççĕ, ывăлĕн те çак урамрах кирпĕчрен купаланă кермен ларать. Хальлĕхе виçĕ ачи пĕчĕк-ха, анчах ÿсерехпе аслашшĕпе асламăшне пулăшма тытăнĕç. Тен, хăшĕ те пулин çемье династине те тăсас тейĕ?
Юлия МАРЕЕВА. Етĕрне районĕ
Источник: "Хыпар"