18 февраля 2016 г.
Етĕрне районĕнчи Анат Мучар ял тăрăхĕн специалисчĕпе Лидия Спиридоновăпа шутра тăракан тата йĕркесĕр ĕçсемшĕн асăрхаттару илнĕ çемьесене çитсе куртăмăр. Чаканар ялĕнче - 266 çын. Вĕсенчен 79-ăшĕ çулла çеç килсе çÿрет. Ялта пушă тата кивĕ çурт нумай. Чылайăшĕн мăрйинчен тĕтĕм тахçанах тухма пăрахнă. Кунти виçĕ çемье шутра тăрать. Вырăнти тÿрĕ-шара вĕсене куçран вĕçертмест. Икĕ киле кĕрсе курма май пулчĕ.
Васкавлă медпулăшу машининчех çуратнă
Виçĕ ача амăшне Валентина Катковăна лавкка умĕнче тĕл пултăмăр. Ăна амăшĕн правинчен хăтарман пулин те вырăнти хăй тытăмлăх çемьене сăнасах тăрать. Чаканарта çуралса ÿснĕскер хăйĕн пурнăçĕ çинчен каласа кăтартма килĕшрĕ.
33 çулти хĕрарăм халĕ иккĕмĕш упăшкипе пурăнать. Пĕрремĕшĕ çичĕ çул каяллах çĕре кĕнĕ. Вăл эрех-сăрана пула пурнăçран уйрăлнă. Арçын Çĕнĕ çул каçхине «хаяррине» самаях ĕçне те килтен тухса кайнă. Валентина мăшăрне тăванĕ-юлташĕпе пĕрле ялта темиçе кун шыранă. Лешĕ килтен инçех те кайман - пахча хыçĕнче ÿкнĕ те шăнса вилнĕ. Юр хÿсе лартнăран ăна никам та асăрхаман. Унăн виллине кăрлачăн 3-мĕшĕнче çеç тупнă. Валентинăн икĕ ачи - пĕрремĕш упăшкинчен. 2005 çулта вĕсем унпа туй тусах пĕрлешнĕ. Çемье чăмăртиччен Валентина Етĕрнери пĕр училищĕре вĕреннĕ, унтан Анат Мучарти аш-какай комбинатĕнче ĕçленĕ, каярахпа, качча тухиччен, кирпĕч заводĕнче тăрăшнă. Мăшăрлансан упăшки ăна ĕçе çÿреме чарнă. Çемье арçын шапашран илсе килнĕ укçапа пурăннă.
Валентинăн пиччĕшĕ пур. Аппăшĕ виçĕ çул каялла çĕре кĕнĕ. Иккĕмĕш упăшкипе вăл пĕлтĕр çеç хут уйăрттарнă. Малтан вĕсем икĕ çул çырăнмасăрах пурăннă. Халĕ иккĕшĕ те ниçта та ĕçлемеççĕ. Валентина пĕлтернĕ тăрăх, упăшки хутран-ситрен калăма каять. Çав укçапа пурăнаççĕ вĕсем.
Аслă хĕрĕ Даша - 10 çулта, шкула çÿрет. Вăл кукăр ураллă. Валентина ĕнентернĕ тăрăх, ача çапла çуралнă. Çакна ача пысăк пулнăран варта аран вырнаçнипе сăлтавлать хĕрарăм. Ăна çийĕнчех операци тунă. Тавах Турра, вăл халĕ чиперех çÿрет. Чаканарта шкул çук, çавна май хĕрача ирех тăрса автобуса васкать.
Вăтамми Коля - 9 çулта. Вăл 1-мĕш класранпах Шупашкарти япăх куракансен ятарлă коррекци интернат шкулĕнче вĕренет. Пĕчĕкскерĕн амăшĕ çумĕнчен ытла ир уйрăлма тивнĕ-ши? Арçын ача пĕчĕк виçепе çут тĕнчене килнĕ. Валентина ăна 8 уйăхра çуратнă. Хăй каласа кăтартнă тăрăх, унччен маларах вăл хытах ÿкнĕ. Куçа курăнса килмен инкеке пула хырăмĕ ыратма тытăннă. Хăйне япăх туйма пуçласан вăл васкавлă медпулăшăва шăнкăравланă. Хĕрарăм сыватмăша çитеймен - наçилкка çинче çуратнă. Валентина ун чухне фельдшер арçын пулнине йăл кулсах каласа кăтартрĕ. Çав вăхăтра шăлĕсем сайраланни курăнчĕ. Каккуй кулма кунта - вăл каланине итленĕ май чĕре сÿлетсе ыратма тытăнчĕ. «Тĕнчере тĕрлĕрен кĕнчеле», - тесе ахальтен каламаççĕ иккен. Кольăна çуралсанах Шупашкарти перинаталь центрĕн реанимаци уйрăмне илсе çитернĕ. Палатăна куçарсан амăшĕпе ывăлĕ тепĕр виçĕ уйăх сыватмăшра выртнă. Авăн уйăхĕнче 2200 грамм таяканскере килне мар - Мускава янă. Тухтăрсем диагноз лартнă: ретинопати. Кун пек чухне пепкен икĕ куçĕ те курмасть. Çак чирпе ытларах чухне палăртнинчен маларах çуралнă ачасем нушаланаççĕ. Сиплев Мускаври Гельмгольц ячĕллĕ Куç чирĕсен ăслăлăхпа тĕпчев институтĕнче иртнĕ. Валентина каласа кăтартнă тăрăх, вăхăтсăр çуралнă ачасен куçне сипленĕ. Шел те, тухтăрсем Кольăн пĕр куçне çеç сыхласа хăварма пултарнă. Валентина куншăн та савăнать. «Юрать, хăть хăй тĕллĕн утса çÿреет», - терĕ ачасем чирлĕ çуралнин айăпне хăйĕнче шырама васкаман хĕрарăм.
Халĕ арçын ача 3-мĕш класра вĕренет. Валентина каланă тăрăх, вăл ăна канмалли кунсенче тăтăшах киле илсе килет. Халĕ грипп вирусĕ çÿренĕрен ачасене киле яман. Валентина калани иккĕлентерчĕ. Шупашкар Етĕрне мар-çке, кашни эрнере кайма укçа-тенкĕ самаях кирлĕ. Мачча çине сурса выртнипе вара енчĕк хулăнланмасть-çке.
Чи кĕçĕнни Антон çулталăк та икĕ уйăхра çеç. Вăл нерв чирĕсемпе нушаланать. Бронхитпа чирлесен Етĕрнери больницăра та выртнă вăл. Пĕр чир çумне тепри хушăннă. Анализсем начаррипе вĕсене Шупашкара кайма хушнă. Анчах унта йышăнман. Валентина Антона кăкăр çитерсе курман. Пĕчĕкскер мĕн çуралнăранпах ятарлă хутăшпа пурăнать. Мăнтарăн, хавшак организмĕ чирĕпе епле кĕрешет-ши?
Ĕне те выçă куçпа пăхрĕ
Катковсем патне килнех çитсе курма тĕллев лартрăмăр. Малтанах Валентина турткалашрĕ, илсе каяс мар тесе тĕрлĕ сăлтав шырама тытăнчĕ. Вĕсен урамĕнче икĕ килте çеç çынсем пурăннăран çула юртан тасатайманнине пĕлтерчĕ. Унтан çурчĕ инçе вырнаçнипе тÿрре тухасшăн пулчĕ. «Пÿрт умĕнче сăн ÿкерĕпĕр», - тесен тин илсе кайма килĕшрĕ. Çийĕнчех такама шăнкăравласа ачисене тумлантарса тухма хушрĕ.
Валентина каланă пекех, Катковсен килĕ умне пĕр сукмак илсе çитерчĕ. Кивĕ йывăç пÿрт умне çитсен алăка уçса шала кĕтĕмĕр. Картишри тирпейсĕрлĕх тÿрех куç умне тухрĕ. Темĕн те пĕр сапаланса выртать унта. Картари ĕне те пирĕн çине выçă куçпа пăхнăн туйăнчĕ. Пÿрте кĕрсен шалт тĕлĕнтĕмĕр. Антон çывăратчĕ. Валентина урама илсе тухас тесе ăна тăхăнтартма тытăнчĕ. Çулталăк та икĕ уйăхри ача виçĕ уйăхри пек тапаçланса выртать. Çак ÿсĕмре унăн ларма çеç мар, упаленме, хăй тĕллĕн ура çине тăма хăнăхмалла. Вăл вара хальлĕхе енчен енне çаврăнма çеç вĕреннĕ. Сĕтел çинче мĕн кăна çук-ши? Банан хуппи, хĕвел çаврăнăш вăрри, улма-çырла сĕткенĕн курупки, ачана çитермелли хутăш... Сăмсана пирус шăрши çурчĕ. Урайĕнче пушмакĕ те, тумтирĕ те йăваланать. Пĕр йĕрке те çук. Çурта кăмака хутса ăшăтаççĕ. Карнис çинче памперс та, ытти çĕтĕк-çатăк та çакăнса тăрать. Мунча çукки тÿрех паллă. Ăçта та пулсан кайса эрнере пĕрре çăвăнаççĕ-ши хăть? Пĕр пÿлĕмрех апатланаççĕ, çавăнтах çывăраççĕ. 10 çулти хĕрача ăçта ларса урок тăвать-ши?
Кăмака хыçĕнчен пĕр арçын тухрĕ. Кĕтмен хăнасене курсан вăл йăпăр-япăр тăхăнчĕ те урама васкарĕ. Ку Валентинăн мăшăрĕ мар, сĕт илме килнĕ ентешĕ иккен.
Даша чирлет, çавăнпа ăна шкула яман. Вăл чиперех çÿретчĕ. Урамра чупакан ачан ÿт температури ÿснĕ тесе калаймăн. Ахăртнех, вăл урăх сăлтава пула шкултан юлнă. Сăн ÿкернĕ хыççăн çенĕке тухрăмăр. Валентина пире ăсатма тăчĕ.
- Тăрăшатпăр-ха. Ĕне тытатпăр. Мăшăрăм ав пĕлтĕр пÿртум урайне улăштарчĕ, - терĕ йĕркеллех пурăнни çинчен ĕнентерес тĕлĕшпе кил хуçи арăмĕ.
Урайĕ таса мар. Теприсен сарайĕнче те унран тирпейлĕрех. Виçĕ ача амăшĕ ниçта та ĕçлемест. Нивушлĕ çурта тирпей-илем кĕртме те унăн вăхăт çитмест? Мĕн ĕçсе çиесси пирки çеç шухăшлаççĕ-ши? Хĕрарăм амăшĕн капиталне илмешкĕн халĕ те кирлĕ хутсене хатĕрлесе пенси фондне çитеймен. Çурта хăтлăх кĕртме, пурнăçа лайăхлатма талпăнни сисĕнмерĕ. Кÿршĕ ял арçынни каласа кăтартнă тăрăх, ку Чаканарта - ирĕклĕ юрату. Камăн кампа вырăн ăшăтас килет - çавăнпа çывăрать. Мунча кĕме те юттисемпех каяççĕ. Нимĕнрен те именмеççĕ. Ачасене шеллесчĕ хăть. Вĕсем мĕнпе айăпа кĕнĕ-ха?
Амăшĕ банкомат вырăнĕнче
Çак ялтах пурăнакан Елена Левина та шутра тăрать. Шел те, ăна килĕнче курма май килмерĕ. Унăн хунямăшĕ Таисия Алексеевна тĕпелелле иртме, диван çине ларма сĕнчĕ. Унччен те пулмарĕ - пÿрте унăн ывăлĕ кĕчĕ. Катковсем патне сĕт илме килнĕ арçын пулчĕ ку. Александрпа унăн амăшĕ Елена çинчен ырăпа çеç асăнчĕç. Вăл пумилккене кайнă-мĕн. Урай таса маррине кура пушмаксене хывмасăрах кĕтĕмĕр.
Çуртра хĕрарăм алли пур пулин те тирпейсĕрлĕх хуçаланни курăнчĕ. Тĕкĕртен пăхсан сăна курма çук. Урайĕнче - çÿп-çап. Тирĕкре кавăнăн типĕтнĕ вăрри выртать.
Александр пĕрре авланса уйрăлнă. Пĕрремĕш арăмĕнчен унăн икĕ ывăл пур. Хăш чухне шапаша çÿрет вăл. 52-ри вăй питти арçын ĕçсĕр ларнăшăн пĕрре те ÿкĕнмест. Амăшĕн юхăнакан хуçалăхне çĕнетесси пирки мар, эрех ĕçесси, мухмăр чĕртесси пирки çеç шухăшлать вăл ахăртнех.
Еленăран 20 çул аслăрах Александр. Вĕсем вунă çула яхăн пĕрле пурăнаççĕ. Хĕрĕ Валя 3-мĕш класа каять. Кÿршĕ яла вĕренме çÿренĕрен ирхи 6 сехетрех тăрать вăл. Александрăн амăшĕ Таисия Алексеевна каласа кăтартнă тăрăх, Елена ăна чылай чухне ăсатма тухать. Амăшĕ «хаяррине» ытларах сыпсан хĕрачан, ахăртнех, пĕчченех утма тивет.
Вальăна асламăшĕ урок тума пулăшать. 77 çулти хĕрарăма чăваш чĕлхине пĕлменни çеç пĕтерет. «Чăвашла пĕлместĕп, вырăс пур» тенисĕр пуçне вăл урăх нимĕн те калаймасть. Ку ял тăрăхĕнче хаçат çырăнса илекен те сахал. Вулама кăна мар, чăвашла калаçма та манса пыраççĕ.
Александрпа Елена ниçта та ĕçлемеççĕ. Вĕсем Таисия Алексеевнăн пенсийĕпе çеç пурăнаççĕ. Ватă çынна вĕсем банкоматпа танлаштараççĕ. 9700 тенкĕпе апат та çимелле, тумланмалла, çутçанталăк газĕшĕн те тÿлемелле. Таисия Алексеевна ватă ĕнтĕ. Вăл тимĕр кравать çинче выртса тăрать. «Пысăккипе» те, «пĕчĕккипе» те пÿртрех çÿрет.
Рыбинсем
|
Рыбинсем кроликсем тытаççĕ. Ĕне çук вĕсен. Ăна усрас пулсан нумай ĕçлемелле-çке. Вĕсене утă хатĕрлесси çеç мар, кашни эрнере кĕтÿ кĕтесси те хăратать.
Çуртран тухсан та тирпейсĕрлĕх чылайччен куç умĕнче тăчĕ. Вальăн тетрачĕсемпе кĕнекисем, кăранташĕсемпе ручкисем сĕтел çинче те, урайĕнче те йăваланаççĕ. Кивĕ йывăç çуртра пĕр япала та хăйĕн вырăнĕнче мар. 3-мĕш класа çÿрекенскере тирпейлĕхе вĕрентекен çук ĕнтĕ. Кунта тасалăхпа илем çине алă сулнă.
Урама тухсан ял тăрăхĕн специалисчĕ çийĕнчех систерчĕ: «Тепрехинче кунашкал çурта кĕрсен саркаланса ан лар, пыйтă ерес хăрушлăх пур», - терĕ. Эпĕ кун пирки шухăшламан та. Мунчара çăвăнманскерсенчен темĕн те кĕтсе илме пулать ахăр.
Ирĕклĕ пурнăç ырри патне илсе çитерместех. «Çăпатан кантри пур, япалан йĕрки пур», - тенĕ ваттисем. Кашни çыннăн хăйĕн тивĕçне пĕлмелле. Арçын - çемье тĕрекĕ, хĕрарăм - кил ăшшин управçи. Çакна мансан пурнăç урапи çултан пăрăнать.
Любовь ПЕТРОВА.
Источник: "Çамрăксен хаçачĕ"