Малокарачкинское сельское поселение Ядринского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Мăшăрăм еннелле кĕпчĕк те ывăтман»

12 ноября 2013 г.

«Мăшăрăм еннелле кĕпчĕк те ывăтман»

Вĕсем пĕр-пĕринпе юрă чĕлхипе калаçаççĕ. 49 çул ĕнтĕ çапла. Мĕнле те пулин пулăма аса илеççĕ те - юрă шăрантарма тытăнаççĕ. Телейлĕ мăшăр мана та темиçе юрă юрласа кăтартрĕ. Сăмахăм - Етĕрне районĕнчи Пушкăртра пурăнакан Ираидăпа Михаил Федосеевсем пирки.

Вĕсем иккĕшĕ те, юрраташша ăстаскерсем, 1959 çултанпах ялти пултарулăх ушкăнне çÿреççĕ. Хăй вăхăтĕнче концертпа Мускава та çитнĕ. «Раççейĕн тĕп хулинче урамра та хамăр пултарулăхпа паллаштарма тÿр килнĕччĕ. Илемлĕ чăваш кĕпи тăхăннă хĕрсене курсан негрсем çăварĕсене карса пăрахрĕç. Пирĕн чиперккесене утма та памаççĕ. Ирăна тытса ан юлччĕр тесе, чăн та, сехре хăпнăччĕ. Питĕ курăмлă, илĕртÿллĕ хĕрччĕ те вăл», - ăшшăн аса илчĕ Михаил Михайлович. «Пĕрре Пермьри ресторана чăвашла тумланса туя кайнăччĕ. Пирĕн яла качча килнĕ çармăс хĕрĕсем те пурччĕ. «Шăнкрав курăкĕ» юрра «шăхран курăкĕ» тесе шăрантараççĕ кăна! Оркестăра чарса лартрăмăр вĕт. Вырăс хĕрĕсем ташлама пуçларĕç. «Вăт, чăн-чăн артистсем килчĕç», - терĕç пире.

Вĕсен пурнăç сукмакĕсем анлă пĕр çула акă мĕнле пĕрлешнĕ. Çартан тин таврăннă Миша хĕрсем улах ларнине пĕлсен пĕр тăхтаса тăмасăр унта вĕçтернĕ. Кĕнчеле арлакан хĕр-упраç салтака ăшшăн кĕтсе илнĕ. Кĕçех ытти йĕкĕт те çитнĕ. Ташша «сÿме» тытăннă. Миша шинельне хывса пăрахнă та Иринăна ташша чĕннĕ. Çавăн чухне пĕр-пĕрне кăмăлланă вĕсем. 1964 çулта чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче туй кĕрлеттернĕ. Вĕсен комсомол туйне курма пĕр журналист /шел, ятне аса илеймерĕç вĕсем/ Мускавранах килнĕ пулнă. Каярах вĕсен мăшăрланăвне тĕп хула хаçатĕнче кăна мар, Францири пĕр журналта та «çутатнă-мĕн». Çапах та, мĕнлерех иртнĕ-ха комсомол туйĕ? Ахăртнех, паянхи çамрăксем ун пирки пĕлмеççĕ те. «Эпир иксĕмĕр те хастар комсомолецсемччĕ. Ялти йăла-йĕркене пăхăнса лашасене капăрлатрăмăр та хыçлă çунапа хĕр илме кайрăмăр. Клуба тăвансене, хор коллективне пухса туй турăмăр. Çавăнтах çырăнтарчĕç. Сĕтел те унтах хатĕрлерĕмĕр. Юрларăмăр, ташларăмăр, ĕçрĕмĕр-çирĕмĕр», - каласа парать Михаил Михайлович. «Халăх хĕрсе кайрĕ те «сикет» кăна. Клуба йăтса антараççĕ пулĕ тесе хăраса ÿкрĕм. «Миша, атя вальс кĕввине яр», - терĕм. Тин кăшт лăпланчĕ туй халăхĕ. Тепĕр кунне çамрăксемпе Кивçорт тăвĕнчен çунашкапа ярăнма кайрăмăр. Пирĕн ялта çакнашкал йăла: çĕнĕ мăшăрăн иккĕмĕш кунне «тăвайккине тĕрĕслемелле». Вăт, тĕрĕслерĕмĕр вара! Шурă упасем пек шап-шурă пулнăччĕ. Сăмах май, эпир çунашкапа ярăннине Чăваш телекуравĕпе те кăтартнăччĕ»,- йăл кулать кил хуçи хĕрарăмĕ. Çемье чăмăртанăранпа 49 çул иртни сисĕнмерĕ те теççĕ халĕ Федосеевсем. «Халĕччен те пĕр-пĕрне кĕпчĕкпе /минтерпе. - Авт./ те çапман», - пытармасть çемье пуçĕ.

Федосеевсем икĕ ывăл пăхса ÿстернĕ. Петĕрĕн çемйипе пĕрле пурăнаççĕ халĕ. Ватăсене икĕ мăнукĕ хĕпĕртев кÿрет. Ираида Петровнăпа Михаил Михайлович çамрăк чухнехи вăхăта аса илме юратаççĕ. Вĕсем иккĕшĕ те ĕçре пуçаруллă та хастар пулнăшăн орден илме тивĕçнĕ. Кил хуçи колхозри строительство бригадирĕнче ĕçленĕ. Ялти кашни кирпĕч çурт унăн алли витĕр тухнă тесен те йăнăш пулас çук. Ылтăн алăллă пулнăшăн ăна III степень Ĕç Мухтавĕн орденне панă. Ираида Петровна вара Пушкăртри вăтам шкулта ачасене 37 çул чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕ. Тăван чĕлхе урокĕсене хăйне евĕр, çĕнĕлле йĕркеленĕшĕн унăн кăкăрĕ çине 1981 çулта «Хисеп Палли» орден çакса янă. Унăн вĕренекенĕсенчен 11-шĕ учитель профессине суйланă. Юратнă вĕрентекенĕ пекех чăваш чĕлхипе литературипе пĕлÿ параççĕ. «Эпĕ ачасемпе класс тулашĕнче ĕçе нумай пурнăçланă. Театр студине йĕркеленĕччĕ те - спектакльсем лартаттăмăр. Пĕчĕк çуртра юмах каçĕсем ирттереттĕмĕр. Урокра «Чăваш тумĕн уявĕсем» тăваттăмăр. Унта класĕпе чăваш кĕпи тăхăнса килетчĕç. Хор та пурччĕ. Кашни урок валли сценари çыраттăм. Чăвашлăха аталантарас тесе нумай ĕçленĕ. Вĕренекенсене сăвă çырма та хăнăхтараттăм. Пушкăрт ялĕнчи туй, салтак, улах, вăйă юррисене пухтараттăм. Çавсене халĕ йăлтах упратăп», - терĕ Ираида Петровна.

Федосеевсем темиçе çул каялла тĕп хулара иртнĕ «Ылтăн мăшăр» республика конкурсне хутшăннă, хăйсен пултарулăхĕпе пурне те тĕлĕнтернĕ. Ираида Петровнăпа Михаил Михайлович ватлăх «куçран пăхнăшăн» пĕрре те пăшăрханмаççĕ. «Ватă çын - тăватă çын: пĕлекен, итлекен, виçекен, тăнлакан», - теççĕ. Ираида Петровна хăйне йăпанмалăх, тăванĕсене, кÿршĕ-арша савăнтармалăх сăвă хайлать. Тата, паллах, Пушкăртри кашни хĕрарăм пекех алă ĕçĕ тăвать. Михаил Михайлович вара ял-йыш валли кĕвенте, уйран çÿпçи, çава аври, кĕрепле ăсталать.

«Шурă-шурă çĕмĕрт çеçки

Юр пек шуррăн курăнать.

Санăн куçу-сенкер тÿпе

Ман çине ăшшăн пăхать»,-

юратнă юррине шăрантарсах ăсатрĕç мана Федосеевсем. Эпĕ вара вĕсемшĕн сĕре хĕпĕртерĕм. Шăпа савăнăçлă килчĕ. Ĕмĕре юрласа, ташласа ирттеретпĕр тенине, шел те, питĕ сайра илтетĕн.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429072 Ядринский район с.Малое Карачкино ул.Спортивная д.18
Телефон: 8(83547) 62-5-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика