Малокарачкинское сельское поселение Ядринского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ют ял хĕрě яланах хитререх…

05 ноября 2013 г.

Етĕрне районĕнчи Пушкăрт ялĕ хăйне евĕрлĕхĕпе /вĕсен чĕлхи раснарах, ахальтен-и Мускаври чĕлхе институчĕн тата Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн тĕпчевçисем чĕлхе материалĕсемпе пĕрре кăна мар паллашнă/ уйрăлса тăни пирки хаçатра маларах çырнăччĕ. Хальхинче чĕлхе уйрăмлăхне мар, йăли-йĕркине ытларах çутатăпăр.

«Пирĕн ялсем юрра-ташша питĕ ăста. Кашнийĕ мĕнле те пулин каларăша е ваттисен сăмахне пĕлет. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç 1964 çулччен вăййа тухнă. Кăнтăрлахи тата каçхи вăйăсем пулнă. Тăтăшах улах ларнă. Купăс, кĕсле калакан, параппан çапакан пултарулăхĕпе савăнтарнă. Хушăран «шăхăрса» юрланă. Çамрăксем ватă çынсене хисепленĕ. Эпир çармăссемпе, вырăссемпе хутăшса кайнă. Ялта чылай йĕкĕт çармăс хĕрне качча илнĕ. Пушкăртра унччен çĕвĕ цехĕ /маларах - тĕрĕ цехĕ/ пулнă. Кунтан виçĕ çухрăмра вырнаçнă çармăс ялĕн хĕр-упраçĕ ĕçлеме килнĕ... Йĕкĕтсем вĕсене ытларах куçланă. Çармăссем тирпейлĕрех, хитререх тумланнă. Чăлт шурă кĕпепе çÿренĕ. Пушкăртсем пасара та Еласово ялне /Мари Республикине кĕрет/ кайнă. Унта та яшсем пике суйланă. Чăваш хĕрĕсенчен чипертерех пулнă-ши вĕсемQ Тепĕр тесен - ют ял хĕрĕ вăл яланах хитререх!» - каласа парать вулавăш çумĕнчи «Шурăмпуç» клубăн членĕ Маргарита Огадярева. Унта ытларах аслăрах çулсенчи хĕрарăмсем пĕр-пĕрин ăсталăхĕпе, пултарулăхĕпе паллашма çÿреççĕ.

«Çармăссемпе хутăшса пурăнса эпир вĕсен тумне «вăрланă». Çав вăхăтрах хамăр енчен уйрăмлăх та хушнă. Эпир шурă тĕсе питĕ кăмăллатпăр. Çавăнпа чăваш кĕпи те, саппунĕ те пирĕн шурă тĕслĕ. Саппун вĕçĕсене вĕтĕ тĕрĕпе, чĕнтĕрпе капăрлататпăр. Пилĕке пиçиххи çыхатпăр, хулçипе /холчи теççĕ ăна вĕсем. - Авт./ тенкĕллĕ, шăрçаллă яркăч пур, ума çаклама /амана çапла калаççĕ. - Авт./ çакатпăр. Пуçа вĕтĕ тĕрĕпе илемлетнĕ шурă тутăр çыхатпăр. Çармăссен саппунĕ вара шурă мар. Симĕс, кăвак тĕслĕ»,- калаçăва хутшăнчĕ çÿлерех асăннă клуба çÿрекен Алевтина Яковлева. Пушкăрт шкулĕнче чылай çул чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ Ираида Федосеева пĕлтернĕ тăрăх - шурă тĕсе мухтакан юрă та нумай вĕсен. Хăй вăхăтĕнче учительница вĕсене ятарласа пухнă. «Ĕлĕкрен чăваш хĕр-упраçа ют яла качча пама тăрăшнă. Тăван ялта савни тупса çемье çавăракана ырламан. Çав вăхăтрах пикен амăшĕ çуралса ÿснĕ яла качча кайни начар шутланнă. Пушкăртсем çак йăла-йĕркене пăхăннă»,- шухăш çăмхине малалла сÿтет Ираида Петровна.

Вырăс çыравçин Александра Фуксăн Хусан кĕпĕрнинчи чăвашсемпе çармăссем çинчен çырнă кĕнекинче кун пирки асăнни пур. Çул çÿревçĕ чăваш ялĕнче кил хуçипе арăмĕ питĕ салхуллă пулнине асăрханă. «Мĕн пулнă вара çаплах?»- кăсăкланнă Фукс. Ăна хĕре урăх яла качча парас йăла пирки каласа панă. Тĕнпе, тасалăхпа çыхăнтарнă ăна вĕсем. Кил хуçисен ывăлĕ пĕр ялти хĕрпех çемье çавăрма тĕв тунă-мĕн. Çепĕç те ырă кăмăллă амăшĕ кунпа çырлахнă-ха. Анчах ашшĕ ниепле те килĕшме пултарайман - куляннă. «Салхуланма сăлтав çук-çке: пулас кин юнашарах пурăнать тĕк - тăкакĕ те сахалрах», - шухăшне палăртнă çул çÿревçĕ. Апла пулин те çемье пуçĕ хĕре çуралнă ялнех качча парасси е ывăлне кунтанах пике илсе парасси намăс иккенне ĕнентерме тăрăшнă. Пурте вĕсем туйчченех пĕр-пĕрне юратнă тесе шухăшлама пултараççĕ имĕш. «Çылăх ку. Кашни кун куракан хĕре епле-ха качча илме пулать?» - хушса хунă çак ыйтăва татса пама пухăннă шур сухалсенчен пĕри.

Çак йăлана тĕпе хурса Фукс хĕрсем пĕрле пухăнса купăста тÿнине те çутатнă. Çыравçă Сĕнтĕрвăрри, Куславкка тăрăхĕн­чи чăваш, вырăс ялĕсенче те çÿренĕ. Купăста тĕвесси /хĕлле валли йÿçĕтесси/, тĕрĕссипе, вырăс йăли-йĕрки шутланать. Юнашар пурăннăран, тен, чăваш хĕрĕсем те вĕсен уявне хутшăннă? «Пушкăртра ун пекки пулнă-ши - татăклăн калаймастăп. Аннесем пире ача чухнех купăстана, кишĕре уйрăм тÿтеретчĕç. Ун чухне ăна каткара йÿçĕтнĕ. Çиелтен купăста çулçи хурса пусăрăнтарнă. Тепĕр чухне пан улми те хушнă. Халĕ асăннă пахча çимĕçе виçĕ литрлă кĕленче савăтсенче йÿçĕтетпĕр. Ăна йывăç валашкара тĕветпĕр. Михаил Федосеев ăна йăмраран касса ăсталать. Çаврака та, тăваткал та тăвать. Чăлт шурă купăста тмин е укроп вăрри хушсан уйрăмах техĕмлĕ пулать.

Çак кунсенче кăна-ха эпир хамăр клубра Вероника Михайлова библиотекарь йĕркелесе ертсе пынипе «Йăран çинчен - савăта» каç ирттертĕмĕр. Купăстана йÿçĕтесси, маринадласси пирки калаçрăмăр. Иртнинче хĕрлĕ тата хура пилешсем пирки сăмах пуçарнăччĕ. Хăйне евĕр улах каçĕнче эпир чейе сиплĕ тĕрлĕ курăкран кăна вĕрететпĕр. Вĕсен сиплĕхĕ, усси пирки нумайрах пĕлме тăрăшатпăр», - калаçăва хутшăнчĕ Алевтина Яковлева.

Чылай çĕрте халĕ туя ĕлĕкхилле, чăвашла ирттересси манăçнă. Анчах - Пушкăртра мар. «Нумаях пулмасть ялта туй пулчĕ. Çирĕме яхăн туй арăмĕ /çакламасемпе/ хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕ. Çĕнĕ çынна та çырăнса килнĕ хыççăн чăваш кĕпи тăхăнтартрĕç. Кĕçĕн кĕрÿсем саппун çакнăччĕ. Эпир пĕр-пĕр района туя çапла чăвашла тумланса кайсан: «Чăн-чăн артистсем!» - теççĕ»,- хăпартланать Маргарита Огадярева. Ялта Ольга Шмелева ертсе пынипе 1984 çултах «Мерчен» фольклор ушкăнĕ йĕркеленнĕ. Вĕсем Пушкăртсен авалхи юррисене шăрантараççĕ. Сцена çине тухмалли тума та вĕсем ялти ватăсенчен пухнă.

Ольга Петровна ялти хĕрарăмсене пĕрре те ахаль лартмасть-мĕн. Концертсене хатĕрленнисĕр пуçне вĕсем чĕнтĕр, алса, нуски çыхаççĕ, тĕрĕ тĕрлеççĕ. Пушкăртсем уйрăмах Хусанти турă амăшĕн турăшăн кунне вăйлă уявлаççĕ иккен. Çав кун - чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕ тĕлне - сăра вĕретеççĕ, хуплу пĕçереççĕ. Хуплуне вара вĕсем ытти çĕрти пек çĕр улмирен мар, кĕрпепе /ытларах риспа е тулă кĕрпипе/ какайран, суханран янтăлаççĕ. Хуплăва хур ашне те хураççĕ, купăста çулçипе витеççĕ. Ялта чылайăшĕ сăрана хуранпах вĕретет. Чи маçтăрри - Ираида Федосеева. Икĕ-виçĕ кунран сăрана сĕрсе нÿхрепе антараççĕ. Пушкăртсем ĕлĕкхине упранипе пĕрлех çĕнĕ йăла-йĕрке те шухăшласа тупнă. Пыл сăпасĕнче вĕсем Пыл хурчĕн кунне уявлаççĕ. Ку ахальтен мар, Пушкăртра ĕлĕкрен хурт-хăмăр тытакан йышлă пулнă. Çавăнпа утарçăсен династийĕ те чылай.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429072 Ядринский район с.Малое Карачкино ул.Спортивная д.18
Телефон: 8(83547) 62-5-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика