Пушкӑрт тӑрӑхӗ тесенех сӑртлӑ-туллӑ, ҫӑл куҫсемлӗ, юрӑ-кӗвӗллӗ
ҫӗршыв куҫ умне тухать. Каччӑсем ҫӑл куҫ патӗнче урхамахӗсене
шӑвараҫҫӗ, хӗрӗсем кӗвентепе шыв йӑтаҫҫӗ, таҫта аякра йӗс тылӑ
шалтӑртатни илтӗнет... Ӗненетӗр-и? Етӗрне районӗнчи Пушкӑрт
салинче ҫакнашкал ӳкерчӗк хуҫаланать. Чи тӗлӗнмелли акӑ мӗн: вӗсен
хӑйсен «чӗлхи» пур. Питӗ хӑйне евӗр вӑл. Республикӑмӑрта нихӑш ялта
та ун пек пупленине илтмен эпӗ. Ахальтен мар-тӑр ку салара
тӗпчевҫӗсем час-часах экспедици ирттереҫҫӗ. Кӑҫал та утӑ уйӑхӗн 12-
19-мӗшӗсенче кунта Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен
институчӗн тата Мускаври чӗлхе институчӗн тӗпчевҫисем чӗлхе
материалӗсемпе паллашнӑ. "Пушкӑрт яллех калаҫӑр, мухтатпӑр.
Мускав чӗлхеҫисем хӑвӑр чӗлхене ҫакӑн пек упраса хӑварнӑшӑн
сире пуҫ таяҫҫӗ, тав тӑваҫҫӗ. Чыс та хисеп сире.
Мӑнаҫланӑр хӑвӑрӑн чӗлхене пӗлнипе", - ҫапла ҫырса хӑварнӑ
ялти вулавӑшра экспедици ертӳҫи Алина Сосаева.
Пушкӑрт сали - питӗ илемлӗ вырӑнта. Сӑрт ҫамкинче вырнаҫнӑ вӑл.
Юнашарах Кожвашка шывӗ /кунтан 13 ҫухрӑма Мари Республикине ҫак
ятлӑ сала пур/ юхса выртать. Ял йӗри-тавра ҫӑл куҫсем тапаҫҫӗ, хутӑш
вӑрман кашлать, сӑртсем тӳпенелле "кармашаҫҫӗ". Салари йывӑҫ чиркӳ чанӗн сасси таврана саланать. ( Пушкӑрт ял тӑрӑхӗн администрацийӗн специалисчӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, салара ик ҫӗре яхӑн ҫурт. Кунти халӑх туслӑ пулнипе,нумай пурӑннипе палӑрать.