10 октября 2018 г.
Вăл яланах халăхпа пĕрле пулма тăрăшать. Юрра-кĕвве кăмăллать, спортпа туслă, хăнасене тутлă апат-çимĕçпе сăйлать, пахча тулли чечек çитĕнтерет. Сăмахăм — Етĕрне районĕнчи Килтĕшре пурăнакан Елена Маркова çинчен.
Тăван енче чул та ĕнчĕ
«Эпĕ çак ялтах кун çути курнă, кунтах телее тупнă, — терĕ Елена Ефимовна калаçăва хутшăннă май. — Спортри çитĕнÿсене те кунтах туптанă. Кĕçĕн класра вĕреннĕ чухне спортпа туслашрăм. Дмитрий Иванович Иванов вĕрентекенпе пĕр ăмăртуран та юлмастăмăр. Çăмăл атлетикăпа кăсăкланаттăм: çуран та, йĕлтĕрпе чупас енĕпе те маттурччĕ. Каярахпа Советски шкулĕнче вĕренме тытăнтăмăр. Унта та шкул чысне хÿтĕлесе ăмăртусенче пĕрре мар малти вырăнсене йышăннă. Пĕр класра вĕреннĕ Алина Ивановăпа /вăл пире тăван лекет/ педагогика училищинче пĕрле пĕлÿ илме тиврĕ. Иксĕмĕр те спорта кăмăллаттăмăр, ăмăртусене пĕрлех хутшăнаттăмăр. Паллах, спорт вăйлисене çеç килĕштерет çав. Эпĕ кахаллантăм курăнать, Алина вара йывăрлăха çĕнтерсе малалла кайрĕ, чăн-чăн спортсменка пулса тăчĕ. Халĕ вăл — СССР тĕнче спорт мастерĕ, çăмăл атлетика енĕпе СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, тĕнче чемпионки. Тĕрĕссипе, мана тăван тăрăх хăй патне йыхăрчĕ. Ахальтен мар эпĕ яла таврăнмашкăн направлени илтĕм. Хулана тиркеместĕп, анчах тăван тăрăхсăр пурăнаймастăп. Ĕç пĕтерсенех пахчана тухатăп. Унта çăтмах пекех, питĕ нумай чечек. Клумбăсене йĕркелеме, тирпей-илем кĕртме мăшăр нумай пулăшать. Çак илеме курсан пурăнас килет. Яла юлнишĕн пĕрре те ÿкĕнместĕп. Пушă вăхăтра, сăмахран, вăрмана кăмпа-çырла пуçтарма каятăп, уçă сывлăш сывласа киленетĕп. Çакăнтан лайăххи мĕн пултăр çĕр çинче?»
Ял пурнăçне чăннипех юратать вăл. Марковсем картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Паллах, ялта ĕçлемесĕр пурăнма май çук. Сăмахран, хĕл валли выльăх апачĕ кăна мĕн чухлĕ хатĕрлемелле? Туслă çемьене çакă хăратмасть. «Выльăх та усрамасан ялта мĕн туса пурăн-малла? Чăн та, хулари пек кану кунĕсем çук пирĕн. Çапах та ялтан сивĕнместĕп. Ара, хамăршăн ĕçлетпĕр вĕт: пахча çимĕç çитĕнтеретпĕр, аш-какай туса илетпĕр. Килти сĕтеклĕрех те, техĕмлĕрех те. Пахча çимĕçрен тĕрлĕ салат хатĕрлеме кăмăллатăп. Ахальтен мар ман пирки юлташсем: «Санăн тĕп сакайĕнче апат-çимĕç туй тумалăх та çитет, туйран та юлать», — теççĕ», — кăмăллăн калаçать кил хуçи хĕрарăмĕ.
Елена Ефимовна пĕр вăхăт ача садĕнче заведующире, воспитательте ĕçленĕ. Вăл хупăнсан вырăнти тулли мар вăтам шкулта вожатăйра тăрăшнă. Каярахпа почтальонкăра та ĕçлеме тÿр килнĕ ăна. Паян вара ФАПра санитаркăра вăй хурать. Хăть ăçта ĕçлесен те хăйĕн тивĕçне яваплă пурнăçланă вăл.
Сывлăх уççи хамăр алăра
Те спортпа туслă пулнăран, те пурнăçа юратнăран Елена Ефимовна хăйĕн çулĕнчен чылай çамрăк курăнать. Çакна вăл кулленех хусканура пулнипе çыхăнтарать. Çавна май чир-чĕр те унран аякра çÿрет. «Спорт мана пурăнма пулăшать. Турра шĕкĕр, ыратнине туймастăп эпĕ, чирлесе выртса курман. Ăмăртăва хутшăнни хăех савăнăç. Ара, хăш чухне çамрăксемпе тупăшма тивет. Вĕсенчен юлман халиччен, тепĕр чух иртсе те кайнă. Эппин, сывлăх япăх мар-ха тесе хама лăплантаратăп», — тет хастар хĕрарăм.
2014 çултанпа вăл ял спорчĕн вăййисене хутшăнать. Республика шайĕнче мала тухса Раççейри ăмăртусенче те тупăшать. «Ял спорчĕн çуллахи вăййисем кăçал Курск облаçĕнче иртрĕç. Хамăр ял тăрăхĕнчен эпир Надежда Петровăпа хутшăнтăмăр унта, республика чысне хÿтĕлерĕмĕр. Чăваш Ен команди 5-мĕш вырăна тухрĕ, 2016 çулта вара виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕччĕ. Çакнашкал ăмăртусенчен тулли кăмăлпа таврăнатăп, хама çамрăкланнăн туятăп. Пĕлĕшсемпе курса калаçатпăр. Сăмахран, Самар чăвашĕсемпе туслашма та ĕлкĕртĕмĕр. Пĕр-пĕрне курсан чăвашла калаçса тăранаймастпăр. Вĕсем мана çывăх тăвансем пекех туйăнаççĕ», — малалла сÿтĕлет калаçу çăмхи.
Источник: "Хресчен сасси"