02 февраля 2013 г.
Ытлари кун Шупашкарти коопераци институтĕнче «Хальхи общество тата экологи» ăслăлăх конференцийĕ иртрĕ. Ăна Тавралăха хÿтĕлемелли çула халалларĕç. Йĕркелÿçĕсем - асăннă институт, республикăн Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи, Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствисем, федерацин «Сăрçи» патшалăх заповедникĕ.
Форума институт ректорĕ, истори наукисен докторĕ Валерий Андреев уçрĕ. «Конференцие хутшăнма кăмăл тăвасси çинчен 275 организаци тата уйрăм çын пĕлтерчĕ, - терĕ вăл. - Çав шутран 75-шĕ - Раççей регионĕсенчен, 5-шĕ - федераци тулашĕнчен. Чул хуларан, Барнаул, Благовещенск, Брянск, Владимир, Кострома, Воронеж, Волгодонск, Иркутск, Хусан, Йошкар-Ола хулисенчен, Шупашкарти вĕренÿ заведенийĕсенчен, ытти çĕртен. Ăсчахсем, экологсем форума йышлăн пуçтарăнни савăнтарчĕ. Доклад тăвакансене, ăна сÿтсе явакансене çĕнĕ шухăш калама ырă сунатăп».
Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн çумĕ Анатолий Яковлев 2010 çулхи пушар хыççăн вăрмана çунчăкран тасатас, вут-çулăм алхаснă лаптăкра йывăç лартас, пушартан сыхланас тĕлĕшпе пурнăçланă ĕçсем çинчен каласа пачĕ. «Ял-хулана тирпей-илем кĕртмелли тапхăрта хăшĕ-пĕри юнашарах вăрман кашланине, юр айĕнчен тухнă пĕлтĕрхи курăк типнине пăхмасăрах çÿп-çапа чĕртсе çунтарать, - пăшăрханса сăмахларĕ Анатолий Петрович. - Часах хыр-чăрăшлăха вут хыпса илме пултарать. Ешĕллĕхе ытти енĕпе сăтăр кÿреççĕ. Паянхи форума хутшăнакансем, çут çанталăк тусĕсем, экологсем пĕрле вăрмана тăкак кăтартакансемпе çине тăрса кĕрешсен йĕрке пуласса шанатăп».
«Потребкоопераци лавккисен экологи хăрушсăрлăхне тивĕçтересси - пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллев, - терĕ Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕ Людмила Абрамова. - Вĕсенче паха продукци кăна сутассишĕн пурне те тумалла. Чăвашпотребсоюз ку енĕпе ырă ĕç нумай пурнăçларĕ. Сăмахран, экологи тĕлĕшĕнчен таса тавар сутакан «Органика» тата «Аргон» лавккасем 40 ытла уçрĕ».
Çут çанталăка хÿтĕлекен Шупашкар прокурорĕ Дмитрий Викторов юлашки çулсенче çĕр-шывра 10 çул каяллахипе танлаштарсан тавралăха упрассипе çыхăннă ыйтăва ытларах çĕкленине палăртрĕ. «Çĕмĕрле районĕнчи Мисчĕ станцийĕнче сиксе тухнă инкеке пурте ас тăваççĕ, - терĕ. - Цистернăсенчен фенол юхса тухнăран кунта пурăнакан çынсем, тавралăх пысăк тăкак курнă. Нумаях пулмасть аваришĕн айăплă организаци ăна укçан саплаштарма тытăнчĕ. Кăрлачăн 25-мĕшĕнче çак районтах, чукун çул çинче, тепĕр инкек пулчĕ. Юрать-ха, çут çанталăка сăтăр нумай кÿмен. Çапах çывăх вăхăтра унăн калăпăшне палăртас тĕлĕшпе тивĕçлĕ ĕç тăвăпăр».
«Сăрçи» заповедник директорĕ Евгений Осмелкин обществăпа çут çанталăк хутшăнăвĕсене юридици ăслăлăхĕпе, саккунсемпе никĕслесе çитерменшĕн кулянса каларĕ. Институтăн общество апатланăвĕнче усă куракан апат-çимĕçе хатĕрлемелли технологи кафедрин ертÿçи, биологи наукисен докторĕ Алексей Димитриев «Хальхи общество тата экологи» темăпа доклад турĕ. Профессор сăмахне хыттăн алă çупса йышăнчĕç. «Экологин çивĕч ыйтăвĕсене татса пама специалистсене, тĕпчевçĕсене явăçтармаççĕ, - терĕ вăл. - Вĕсене сÿтсе явнă чухне ăсчахсене хутшăнма та ыйтмаççĕ. Обществăра экологи ыйтăвĕсемпе кăсăкланакансен йышĕ пĕчĕкленет. Экологи лару-тăрăвĕ çинчен халăха тĕрĕссине каламалла, çынсене тĕрĕс шухăшлама хăнăхтармалла. Патшалăхăн Атăл шывĕн пахалăхĕ пирки обществăна информаци парса тăма тивĕçлĕ органĕсем тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштармаççĕ. Вăл нимле норматива та çырлахтармасть. Юхан шыв тахçанах таса мар лачăркка пулса тăнă. Çакна тĕпчевçĕсен ушкăнĕ йĕркеленĕ тĕрĕслев çирĕплетрĕ. Эпир пахалăха палăртма 70 тĕлтен шыв тĕслĕхне илнĕ. Çапла вара Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар çыннисене таса шывпа тивĕçтерес ыйту çивĕч. Ăна татса памаллах».
Пĕрлехи ларăва истори наукисен докторĕ Леонид Таймасов профессор пĕтĕмлетрĕ. Кăнтăрлахи апат хыççăн ăсчахсем 12 секцире ĕçлерĕç. «Экологи культурине йĕркелессипе çыхăннă çивĕч ыйтусем» темăпа Етĕрне районĕнчи «Ачак» этно-çутçанталăк паркĕн директорĕ Николай Сапожников доклад турĕ. «Çĕр-шывĕпех лайăх пĕлекен Аркадий Айдак ертсе пынипе «Ленинская искра» колхоз ĕçченĕсем çичĕ ял таврашĕнче 276 гектар йывăç лартса çитĕнтерчĕç, вун-вун пĕве пĕвелерĕç, уй-хиртен пулăхлă тăпра çырма-çатрана ан юхтăр тесе ăна тытса хăвармалли канавсем хыврĕç, варак-васан çулне пÿлмелли хатĕрсем ăсталарĕç. Çирĕм çултан тăван тавралăх улшăнчĕ: çĕр айĕнчи нÿрĕк шайĕ хăпарнăран ял хуçалăх культурисен тухăçĕ ÿсрĕ, минерал удобренийĕпе усă курма пăрахнăран паха продукци туса илме тытăнтăмăр, ял тăрăхĕнче ĕрчекен чĕрĕлĕх хисепĕ палăрмаллах ÿсрĕ».
«Ленинская искрăра» тавралăха пуянлатас тĕлĕшпе паха опыт пухнă, - калаçăва пĕтĕмлетрĕ философи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Татьяна Евграфова доцент. - Ăна Тавралăха хÿтĕлемелли çулталăкра районсенче сарассишĕн вăй хумалла. Ку ĕçре тăкаксăр май çук. Тен, кăçал чылай ыйтăва татса пама республика, муниципалитетсем пулăшĕç.»
Чăн та, хунав туянма, гидросооруженисене юсама, йывăç лартас ĕçе йĕркелеме е ытти ыйтăва татса пама укçа кирлĕ. Çакăн пирки уççăн каларĕç конференцие хутшăннисем. Республика, вырăнти хăй тытăмлăх шайĕнче ăна ăçтан тупассине çуркуннечченех палăртса хурсан тем пекехчĕ.
Источник: "Хыпар"