Большешемердянский территориальный отдел Ядринского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Укçа нумай кирлĕ мар

20 февраля 2013 г.


Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» колхозра хими удобренийĕпе, пестицидпа усă курмасăрах çĕр ĕçне тухăçлă йĕркелени, вăрман тăрăхĕсем çитĕнтерсе çырма çулне пÿлни, тайлăмра нумай çул ÿсекен культурăсем акса, тарăн канавсем хывса уйран юрпа çумăр шывĕ юхтаракан тăпрана вырăнта тытса юлни - Тавралăха хÿтĕлемелли çулталăкра курăмлă та витĕмлĕ тĕслĕх. Унпа колхоз председателĕн экологи енĕпе ĕçлекен çумĕ Николай Сапожников паллаштарать.

- «Кăçал тавралăха пуянлатассишĕн лайăххине нумай тăвас килет. Анчах укçа çитменрен тĕллеве пурнăçлаймастпăр», - теççĕ ертÿçĕсем. Пурнăç хĕсĕкки тăван тавралăха ешĕллентерме чăрмантараять-и?

- Çук. Эпир Сăр тăрăхĕнче хăва хунавĕ тÿлевсĕрех каснă, - терĕ Николай Львович. - Ăна хысаклăха, пĕвесен пуçне, çырма-çатрана лартнă. Хуçалăха вăрман культурисем те укçа тÿлемесĕрех парса яратчĕç. Вăрманлăхсем халĕ те вĕсене хаклă сутмаççĕ. Ял администрацийĕсем туянма кĕмĕл çитереççех. Совет тапхăрĕнче колхоз йывăç лартакансене ĕç укçи тÿленĕ. Халĕ чылай хуçалăхра тавралăха симĕслетнĕшĕн шалу парасшăн мар. Тÿлемеллех. Кунсăр пуçне ял тăрăхĕсен администрацийĕсен хунав лартнăшăн ĕç укçи памаллах. Çак ыйтăва ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕнче халех татасчĕ. Йывăç лартмалли тапхăр çитиччен хунав ăçтан кÿрсе килессине, ял-йыш ĕçне камсем хутшăнассине палăртмалла.

- Каçарăр та, çак йĕркесене вуласан ура çинче çирĕп тăман хуçалăх ертÿçи, вырăнти хыснара нухрат сахалрах пуçтарăнакан ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ: «Ĕмĕтленни аван, анчах вăй çитĕ-ши?» - тесе иккĕленмĕ-и?

- Предприятисене, фермерсене, килти хуçалăхсене ял тăрăхĕн фондĕнчи çĕре тÿлевсĕрех йывăçлатмашкăн явăçтарма халĕ çăмăл мар. Пĕтĕм ĕçе район администрацийĕ ертсе пырсан, ял тăрăхĕн администрацийĕсенчен çирĕп ыйтсан «йывăр урапана вырăнтан тапратма» пулатех. Ахăртнех, халĕччен вăл тăвайман ĕç пулман. Кун пекки муниципалитетсемшĕн - савăнăç кÿрекенни кăна. Эпĕ ертÿçĕсене пирĕн колхоз опычĕпе усă курăр тесе ÿкĕте кĕртме хăтланмастăп. Ку вăхăта пустуй çухатни çеç. «Ленинская искра» тĕслĕхĕ республикипех сарăлнă. Паян Аркадий Айдак ĕçне малалла тăсни - пысăк пĕлтерĕшлĕ.

- Сăмах май, Чăваш Ен çырми-çатри ешеркке ăшне путсан, кашни çыран хĕррипе йывăç лартса çитĕнтерсен çанталăк улшăнать тетчĕ вăл. Çакна эсир те çирĕплететĕр-и?

- Тĕрĕс каланă Аркадий Павлович. Колхоз пĕтĕçтернĕ 14 ял уй-хирне шыв çурнине, çуллен вун-вун тонна паха тăпрана Сăра юхтарнине, нÿрĕк çителĕксĕртен ял хуçалăх культурисем пĕчĕк тухăç панине лайăх ас тăватăп. Хăш-пĕр вырăнта варак çĕре çурса ял патнех çитнĕччĕ. Пĕр тĕлте шырлан çул урлах каçатчĕ. Çырма-çатра тăршшĕне шутларăмăр та вăл 80 çухрăма - Тури Ачакран Шупашкара çитиччен - тăсăлнине палăртрăмăр. Вараксемпе нумай çул кĕрешрĕмĕр. Пĕтĕмпе халĕ пирĕн 270 гектар вăрман. Пĕчĕккĕн унпа хуçалăхра усă куратпăр. Кашни çулах 2-3 гектар çинче хунав лартатпăр. Колхоз 64 пĕве тутарчĕ. Вĕсем 84 гектар йышăнаççĕ. Ешĕллĕхпе шыв-шур ял хуçалăх культурисен тухăçне ÿстерме çеç мар, чĕр чун тĕсне хушма, чĕрĕлĕхе лайăхрах ĕрчеме май туса пачĕç.

- Иртнĕ çулла Тури Ачак пĕви тавра курса çÿреме тÿр килчĕ. Сăрă чарлан шапа тытнине, кайăк кăвакалсем этемрен пĕр хăрамасăр ишсе çÿренине куртăм. Пĕве ялтан çĕр метрта кăна. Кун пекки тата ăçта пур-ши?

- Париж урамĕсенчи пĕвесенче çеç. Шÿтлетĕп паллах. Тен, ытти ял тăрăхĕнчи пĕвере те чĕп кăлараççĕ. Колхоз правленийĕ чĕрĕлĕхе хунама пулăшнине палăртас килет. Пĕр çул Чăваш Ен тулашĕнчен Европа пăланĕсене кÿрсе килтĕмĕр. Тавралăха часах хăнăхрĕç, йăх тăсрĕç. Çуллен кĕтÿ пысăклансах пычĕ. Йыш хушнине кура пĕр пайĕ çĕнĕ вырăна, Хĕрлĕ Чутайпа Çĕмĕрле вăрманĕсене, куçрĕ. Тепрехинче хуçалăха хир сыснисем илсе килтĕмĕр. Вĕсем те темиçе çул хушшинчех ĕрчерĕç. Пирĕн ял тăрăхĕнчен ытти çĕре саланчĕç. Çавăн пекех çеремлĕхе сăвăрсем ятăмăр. Тăватă лаптăкра хунарĕç. Халĕ те йышлă. Вĕсен темиçе ушкăнĕ Выл юхан шывĕ, Кăкшăм ялĕ тăрăхĕнче сарăлчĕ. Хир чăххисем хушăнсах пыраççĕ. Апат шырама урамсене кĕрсе кайманни кăна.

- Сирĕн ял тăрăхĕнче иртнĕ ĕмĕртех сунар хуçалăхне йĕркеленĕ. Вăл чĕрĕлĕхе ĕрчетме чăрмантармасть-и?

- Кайăкçăсен лаптăкĕ 7042 гектар йышăнать. Ăна Юрий Краснов егерь пăхса тăрать. Чĕр чунсене браконьерсенчен хытă сыхлать. Сунар хуçалăхĕнче татса памалли ыйту пайтах. Укçа кирлĕ. Тăкак чылай. Çавăнпа колхоз сунар вырăнне темиçе çула Етĕрне райповне тара пачĕ. Вăл хуçалăха çĕнĕрен шута илтерме тата юр ашан туянма укçа чылай уйăрчĕ.

Сунар хуçалăхне чĕрĕлĕхе пĕтерме мар, ĕрчетме йĕркеленĕ. Вăл хăйĕн тивĕçне яланах пурнăçланă. Çавăнпа тĕрлĕ чĕр чун хунанă. Колхоз ятарласа егерь тытман пулсан браконьерсем чĕрĕлĕхе хунама памастчĕç. Паллах, кайăкçăсен хуçалăхне укçа хывнине кура сунарçăсене хăш-пĕр чĕрĕлĕхе тытма ирĕк паратпăр. Совет тапхăрĕнче те çавнашкал пулнă. Ку йыш нумай чакнине пĕлтермен. Ăна пĕр шайра тытса тăнă.

- Çĕр айĕнчи нÿрĕк шайĕ хăпарнăран, ăна вăрман тăрăхĕсем хĕвелрен хÿтĕленĕрен ял хуçалăх культурисем лайăх çитĕнеççĕ, тухăç пысăк. Хими удобренийĕпе усă курмастăр. Апла пулсан колхоз туса илекен культурăсем таса продукци параççĕ. Хальхи вăхăтра ун çинчен нумай калаçатпăр. Ăна ятарласа шута илтермен-и? Пахалăха палăртакан учрежденире сертификацилеттермен-и?

- Хальлĕхе эпир ăна алăкран пырса шаккаман. Хамăр продукцие республикăри мĕн пур хуçалăх пекех сутатпăр. Эсир çĕклекен ыйтăва паян-ыран татса параймастпăр. Вăл укçапа, биопродукцие вырнаçтарма çул уçăлнипе тачă çыхăннă.

- «Хыпар» вулаканĕсене çут çанталăк тусĕсен çулталăкĕнче мĕн тума сĕнетĕр?

- Кашнине сахалтан та пилĕк тĕпрен кая мар йывăç лартма, чĕртме чăтăмлăх тата ырă кăмăл сунатăп.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика