07 марта 2013 г.
АСТĂВĂМ
Каш! кашлать Айдак вăрманĕ
Çак çĕр çинче çавнашкал ĕçчен, хастар çын пурăннине аса илтерсе пăшăлтатнăн туйăнаççĕ вĕсем. Паллах, хăшĕ-пĕри ман шухăшпа килĕшмест те пулĕ. Ара, вăл йывăçсене Аркадий Павлович пĕччен лартман-çке, ял халăхĕпе пĕрле тейĕ. Çапах та ку ĕçе пуçараканĕ Айдак пулнă. Паян вĕсем тÿпенелле кармашаççĕ. Унччен ишĕлсе тăнă çырмасене хăватлă тымарĕсемпе тĕкĕлеççĕ.
1977 çулта, Аслă Октябрь революцийĕ пулнăранпа 60 çул çитнине палăртса, кашни çын 100 тĕп хунав лартма йышăннă колхоз пухăвĕнче. Кунта 14 ял çыннисем хутшăннă. Пуçарăвĕ тÿлевсĕр пулсан та пурте кар тăрса ĕçленĕ. 300 ытла тĕп лартнисем те пулнă. Вĕсене хавхалантарас тĕлĕшпе колхоз правленийĕн «Çут çанталăк залĕнче» хисеп списокĕ йĕркеленĕ. Халĕ те çак йăлана тытса пыраççĕ ачаксем. Шкул ачисем кашни çулах çырма-çатрана хунавсем лартса пăхса çитĕнтереççĕ. Николай Ашмаринăн 17 томлă словарĕ ячĕпе Аркадий Айдак хăй вăхăтĕнче 17 юман лартса хăварнă. Вĕсенчен çиччĕшĕ çеç чĕрĕлнĕ, ыттисем хăрнă. Татьяна Яжейкина вĕрентекен каланă тăрăх аллейăна шкул ачисем кăçал тепĕр вунă юман лартасшăн.
«Экологи тĕлĕшпе таса апат-çимĕç», «экотуризм» ăнлавсем час-часах илтĕне пуçларĕç халĕ. Аркадий Айдак вара вĕсемпе тахçанах усă курнă. Сăмахран, хăй колхоз председателĕнче вăй хунă вăхăтра çĕрсене минерал удобренийĕсемпе, пестицидсемпе апатлантарман. Çум курăка хирĕç агротехника мелĕпе кĕрешнĕ. Экотуризм пирки те лайăххине çеç асăнмалла. Вăл вăхăтра Етĕрне тăрăхне туристсем ăçтан кăна килмен пулĕ! Хамăр тăрăхран çеç мар, ют çĕршывран та. Курмалли, вĕренмелли пулнах унта: ÿнер шкулĕ, 4 музей, сăра завочĕ, «Ачак» этнопарк тата ытти те. Уçă сывлăш, илемлĕ вырăн, чĕр чунсен тĕнчи, таса апат-çимĕç туристсене илĕртнех. Чĕр чун тĕнчи тенĕрен çакна палăртмалла: этнопаркра хăнтăртан пуçласа пăлан таранах пулнă. Шел те, 90-мĕш çулсенче браконьерсем вĕсене тытса пĕтернĕ. Сăвăр ĕрчетес тĕлĕшпе вĕсене икĕ хутчен Ульяновск облаçĕнчен илсе килнĕ. Çак чĕр чун пирĕн республикăра пĕтсе пынине шута илнĕ Аркадий Павлович. Чăн-чăн эколог пулнă вăл. Çут çанталăка упрас тĕлĕшпе мĕн чухлĕ ырă ĕç тунă. Ял халăхĕпе пĕрлех хăй те тăрăшса ĕçленĕ.
Тивĕçлĕ канăва тухсан та «Шырав» кружока çÿрекен ачасемпе тĕпчев ĕçĕсем ирттернĕ. «Çав тери тĕплĕ çынччĕ вăл, – аса илет Татьяна Анатольевна. – Калаçса татăлнă вăхăта кая юлмасăр çитетчĕ. Ачасене каласа кăтартмалли нумайччĕ унăн. «Айдак ырă-сывă пулнă пулсан пире унта-кунта илсе çÿренĕ пулĕччех», – теççĕ халĕ ачасем час-часах. Вăл пурнăçран уйрăлни пирĕншĕн çав тери пысăк çухату».
Малашне ун ячĕпе кĕтес уçасшăн пĕлÿ çуртĕнче. Каярахпа, тен, музей те. Кăçалхи наукăпа практика конференцине Аркадий Павлович ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнтарнă вĕренекенсем. Çавна май район архивĕнче чылай ларма тивнĕ ачасемпе учителĕн. «Ленинская искра» колхоз йĕркеленĕвĕ çинчен нумай материал пулнине каларĕ Татьяна Яжейкина. Колхоз председателĕ пирки вара пачах та çук. Унăн архивĕ килĕнче упранать иккен.
Ял-йыш та ырăпа асăнать ăна. «Ун чухне выльăх-чĕрлĕх валли тыр-пул, комбикорм чылай паратчĕç колхозран. Çавăнпа картиш тулли хур-кăвакал, ĕне выльăх тытаттăмăр. Халĕ пĕр-икĕ ĕнерен ытла усракан çук. Тырă та хаклă. Сысна çитĕнтериччен аш-какая сутăн илетпĕр», – теççĕ.
Укçалла туянма, паллах, ансат ĕнтĕ. Ĕçлемелле мар, пилĕк авмалла мар. Çапах та ялта кашни пус шутра-çке. «Маларах фермăра, хăмла плантацийĕнче ĕçленĕ çынсен пенсийĕ аван пирĕн тăрăхра. Айдак ĕç укçи тĕлĕшпе халăха кÿрентермен. Пĕринче упăшка уйăхне пилĕк пин тенкĕ (вăл вăхăтра ку çав тери пысăк укçа пулнă) илчĕ. Мĕн тумаллине пĕлмесĕр аптрасах ÿкрĕмĕр вĕт», – терĕ пĕр хĕрарăм.
Çапла, ун чухнехи пурнăçа тĕлĕкри пек аса илет халĕ ял халăхĕ. Чăн-чăн çăтмахра пурăннă пекчĕ тет. Айдак хыççăн мĕн юлнă-ши паян? Ырă ячĕ, манăçми сăнарĕ. Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе Тури Ачак шкулĕ халĕ Аркадий Айдак ячĕпе хисепленет. «Ачак» этнопарк регион пĕлтерĕшлĕ, патшалăх уйрăмах сыхлакан çут çанталăк территорийĕн статусне йышăнĕ. Вăл та Айдак ячĕпех юлĕ.
Источник: "Хресчен сасси"