Кирек мĕнле ĕçре те ăнăçу тума пулăшаканĕ - ертÿçĕ. Ăста та пултаруллă, халăх шухăш-кăмăлне çур сăмахранах ăнланмалла унăн. Çапла хушса çырни вырăнлă-тăр. Тĕрлĕ енлĕ аталаннă ертÿçĕн ăсталăхĕпе хастарлăхĕнчен, вăл ыттисемпе пĕр чĕлхе хăвăрт тупма пултарнинчен килет те ĕнтĕ пĕрлехи йыш ÿсĕмлĕ ĕçлесе пырасси. Анчах та паянхи вăхăт тÿпинчен пăхсан ертÿçĕсем икĕ ушкăна пайланаççĕ: пĕрисем - пурнăç шкулĕнчен пиçĕхсе-туптанса тухнăскерсем, асаттесемпе аттесен сăнавĕ-тĕпчевĕсене тĕпе хурса тăрăшакансем* теприсем - аслă пĕлÿллĕ дипломлисем, ăслăлăхри çĕнĕлĕхсене, малтисен патĕнче тахçанах çирĕпленнĕ технологисене паянхи вăхăт шайĕпе килĕшÿллĕн анлă çул паракансем... Халĕ, хыçа юлнă тапхăрпа танлаштарсан, иккĕмĕш ушкăна кĕме тивĕçнисем ытларах пулмалла пек пирĕн хушăра. Анчах та мĕншĕн-ха промышленноçра та, ял хуçалăхĕнче те, халăх хуçалăхĕн ытти отраслĕнче те хăйсен пархатарлă ĕçĕпе чыс-сум çĕнсе илнĕ пуçлăхсем ытла та сахал? Институтсемпе университетсенче тата академисенче ăслăлăх докторĕсен тарăн шухăшлă лекцийĕсене ăша хывнă ĕнерхи студентсенчен ытларахăшĕ ниçта та палăрма ĕлкĕрейменнин сăлтавĕсене ăçта шырамалла? Пĕр ыйту хыççăн тепри çуралать, вĕсен хуравĕсем кăна, уçăмсăр ахрăма ас илтерсе, таçта «çĕтсе» çÿреççĕ.
Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем йĕркеленнĕ тапхăра куç умне кăларар-ха... Хура ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ хресченсене ял-йыш нимĕн шикленмесĕрех ертÿçĕ пуканне шанса панă. Вĕсенчен ытларахăшĕ халăх шанăçне тÿрре кăларса пыни те паллă пирĕншĕн. Çавăн пек пуçлăхсен хушшинче пĕтĕм çĕр-шывĕпех ырă ят-хисепе тивĕçнĕ новаторсем «çуралнă». Ыйтас килет: мĕншĕн сассине памаççĕ паян Коротков, Зайцев, Долгов, Андреев, Айдак евĕрлĕ хуçасем? Ара, çак çынсенчен пĕри те ял хуçалăх ăслăлăхĕсен «чулне кăшламан». Вĕсем пурте пурнăç шкулĕнчен «вĕренсе тухнă». Социализм Ĕçĕн Геройĕ ята икĕ хутчен тивĕçнĕ Сергей Коротков ача чухне кĕтÿ кĕтнĕ, тăватă класлă пĕлÿ те пулман унăн. Кайран вара ĕнерхи кĕтÿçĕ шанса панă Кульцав колхозĕ Чăваш Енре кăна мар, пĕтĕм Совет Союзĕпех чапа тухнă. Ял хуçалăх производствине ăнăçлă аталантарса пынă хуçалăх çитĕнĕвĕсемпе паллашма Пăтавăшпа Кушлавăш шывĕсем пĕрлешнĕ çĕрте ларакан вырăс салине ăçтан кăна килмен-ши çав тапхăрта?..
С.Коротков К.Тимирязев ячĕллĕ Мускав ял хуçалăх академийĕн студенчĕсен умĕнче лекцисем вуланă, сумлă профессорсемпе вăл е ку ыйту тăрăх хĕрÿ тавлашăва кĕме те шикленсе тăман.
Паян кадрсен ыйтăвĕ çав тери çивĕчленсе çитни куç кĕрет. Уйрăмах аграри тытăмĕнче çакă сисĕмлĕ. Хуçалăх ертÿçинчен пуçласа вăтам сыпăксене ертсе пыракансен хушшинче ыттисенчен чылай енĕпе уйрăмрах тăракансене шутласа кăлармашкăн алăри пÿрнесем те çителĕклĕ. Лару-тăру мĕншĕн-ха çав шая çитичченех анса ларчĕ? Кирек хăш районти ял хуçалăх предприятине, кооператива, агрофирмăна е акционер обществине çитсен те куçа тăрăнать çак ÿкерчĕк. Асăрхамасăр, курмăш пулса иртме çук ăна. Паллах, ялта хуçаланакан килĕшÿсĕр лару-тăру Чăваш Республикин Пуçлăхне те, Правительствăна та, Ял хуçалăх министерствине те тарăн шухăшлаттармасăр тăма пултараймасть ĕнтĕ.
Юрĕ, вăхăтпа тан утассипе чи малта пыракан ертÿçĕсене район администрацийĕсем асăрхĕç, халăхпа канашласа пăхнă хыççăн вĕсене пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен тилхепине шанса парĕç тейĕпĕр. Анчах специалистсене - инженерсемпе агрономсене, зоотехниксене - ăçтан тупмалла? Ку ыйту ним çук çĕрте çуралман. Тĕслĕхсемпе çирĕплетме тăрăшăпăр. Паянхи куна илсен Йĕпреç тăрăхĕнче 13 хуçалăх, вĕсенче миçе агроном ĕçлет тетĕр? 4-5 çынран ытла мар. Ял хуçалăх предприятийĕсен техника паркĕсенче вара пĕр инженер та юлман. Çавăн пек лару-тăрура ертÿçĕн пушанса юлнă вырăнсене специалистсем тупса лартма камран пулăшу ыйтмалла? Ытти çĕрте те лару-тăру çавнашкалах иккен. Нумай пулмасть-ха манăн Каçал тăрăхĕнче пулма тÿр килчĕ. Специалистсем пирки сăмах тапратсан район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕ Шамиль Зайхутдинов акă мĕн пĕлтерчĕ: «Районти 29 хуçалăхра пурĕ те 10 агроном кăна ĕçлет. Кадрсен ыйтăвне туллин татса парасси кун йĕркинче чи малта тăрать. Хальлĕхе татăклă утăм тăвасси шухăшра кăна».
Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнче пирĕн ентеш йышлă. Чылайăшне предприятисемпе хуçалăхсен, акционер обществисемпе холдингсен ертÿçисем пулма шанни те паллă. Чăваш çыннин ăсталăхĕпе ĕçченлĕхне, сăпайлăхĕпе тараватлăхне çÿлте тытаççĕ вĕсем. Тен, ентешĕмĕрсем, хăйсен пĕчĕк Тăван çĕр-шывĕн чăн-чăн хастарĕсемпе элчисем пулса ашшĕ-амăшĕсен тăрăхне таврăнас шутлă? «Ăçта çуралнă, çавăнта кирлĕ пулнă» каларăш тÿрре тухтăрччĕ. Мĕн çырнине пĕтĕмлетсе çапла кăна калăпăр юлашкинчен: ăста кадрсем çитĕнтересси - политикăпа, экономика ыйтăвĕсемпе юнашар тăма тивĕçлĕ ыйту. Ăна, иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенчи пекех, кун йĕркинчен кăлармалла мар. Ялăн ыранхи кунĕ мал ĕмĕтлĕ çынсемпе çыхăнни кирек камшăн та паллă, кунта кăткăс уравнени тупсăмне шыраса çамка карчĕсене йышлантарма тăрăшни кирлех те мар. Кăвар чĕреллĕ сăвăçăмăр кĕтнĕ «Çĕнĕ кун аки» тума хатĕр хастарсем хамăр хушăрах çÿреççĕ мар-и? Вĕсене асăрхама кăна пĕлесчĕ. Чăваш çĕр-шывĕнче статья пуçламăшĕнче асăннă ертÿçĕсем пек çĕнĕ талантсем ÿссе çитĕнессе шанас килет.
Геннадий КУЗНЕЦОВ
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2013 çулхи раштав уйăхĕнче Патшалăх Канашне янă Çырура çапларах каланăччĕ: «Тĕрлĕ формăллă предприятисен пуласлăхĕ квалификациллĕ кадрсенчен килет. Çавăнпа та республика влаçĕн ертÿçисен умне çакăн пек тĕллев лартатăп: кадрсен резервне йĕркелемелли майсене тепĕр хут пăхса тухмалла. Резервра тăракан çынсемпе тăтăшах ĕçлемелле, вĕсене республикăн общество пурнăçне явăçтармалла, хăйсен ăсталăхне ÿстерме майсем туса памалла».
Питĕ тĕрĕс шухăшсем, паянхи вăхăтпа килĕшсе тăракан шухăшсем. Пĕр тăхтамасăр пурнăçласчĕ вĕсене.