09 сентября 2014 г.
Ырă ячĕ пĕтĕм çĕр-шывĕпе сарăлнă Аркадий Айдака асăнса лартнă палăка уçма хутшăнакансенчен пĕри пултăм. Митингра сăмах калакансене итленипе пĕрлех Аркадий Павловичпа тĕл пулса калаçнине аса илтĕм. Пурнăçĕ татăличчен темиçе уйăх малтан унран илнĕ интервью «Хыпарта» кун çути курчĕ. Хисеплĕ ветерана хамăн сĕтел хушшине лартса фотоаппаратпа ÿкерсе илтĕм. Çырма-çатра çулне пÿлес тĕлĕшпе «Ленинская искра» колхозра вун-вун çул пурнăçланă ĕçĕсем çинчен калаçрăмăр. Ертÿçĕсем вĕсене лайăх пĕлеççĕ. Апла пулин те Айдак опытне аса илсех тăрар.
«Мана колхоз председателĕн тилхепине тыттарсан ял хĕррине çуракан çырмасем пăшăрхантарма пуçларĕç, - аса илчĕ вăл. - Сăмахран, пĕри Мăн Шемертен ялĕн пуçнех çитнĕччĕ. Кунтан райцентра каймалли çул иртетчĕ. Кĕрленкĕ ишĕлсе ăна татса кайма тепĕр вăйлă çумăр кăна кирлĕччĕ. Шырлана мĕнле чармалла? Хăвăртрах киле кайрăм та сарăхса кайнă «Полеводство» ятлă кĕнекене шыраса тупрăм. Ăна 1942 çултах пичетлесе кăларнă. Çырма тĕпне шалçа ярса çатан тытма вĕрентнĕ страницăна уçрăм. Çакăнтан пуçланчĕ манăн çурхи-кĕрхи шыв çĕре сиен кÿнипе кĕрешесси».
Алексей Артемьев ертсе пынă бригада тепĕр куннех ĕçе пикеннĕ: Мăн Шемертене хăрушлăха кĕртнĕ çырма тăршшĕпех шыв юххине урлă икшер ретĕн çатан тытнă, хушшине çатрака, хăмлапа çĕр улми, апата юрăхсăр люцерна аври тултарнă. Колхоз председателĕ çумăр ярсанах темиçе кун каялла çеç ăсталанă тăпра тытса юлмалли хатĕр-хĕтĕре пахалама вĕçтернĕ. Палкаса юхакан шыв самантлăха тенĕ пек кашни пĕвеленчĕкрех пуçтарăннă, çапах нумай тытăнса тăман, кивĕ улăм тултарнă çатан витĕр хăвăрт сăрхăннă.
Çумăр чарăнсан çырмана анса пăхаççĕ те хайхи хатĕрсем колхоз уйĕнчен анакан тăпрана тытса юлнине асăрхаççĕ. Аркадий Павлович правлени ларăвĕнче савăннипе хавхалансах калаçнă. Ĕçе тăсма темиçе бригада йĕркеленĕ.
Çапла пуçланнă «Ленинская искрăра» ял çыннисен тĕп тăшманĕпе кĕрешесси. Каярахпа Тури Ачакран Шупашкара çитиччен тăсăлакан çул тăршшĕпе танлашакан мĕн пур çырма-çатрана çĕр-çĕр шалçа яраççĕ, çатан икшер ретĕн вырнаçтарса хушшине каяш тултараççĕ. Сыпăкĕсене тăпра тулсан конструкцие çырма тăршшĕпех иккĕмĕш-виççĕмĕш хут майлаштараççĕ. Тĕпне ларни хулăнлансах пынă.
Хальхи вăхăтра Айдакăн çак меслечĕпе хăш хуçалăхра усă кураççĕ-ши? Çакна кам калать? Хуравăрпа «Хыпар» вулаканĕсене паллаштарăпăр. Тен, Аркадий Павлович çулĕпе кайса эсир те паха опыт пухнă.
«Ял тăрăхĕнчи тăпрана çырмара тытса хăварни çеç çителĕксĕр, - тетчĕ Айдак. - Ăна хытармалла, курăклатмалла, тымарлантармалла. Унсăрăн вăл, йăшăкскер, çумăр шывĕпе тепрехинчех юхса каять».
Часах вăл пысăк тепĕр ĕç пуçлать. Ăпăр-тапăр тултарнă çатанлă çырма-çатрана йывăç-тĕм ларттарать: тĕпне - пин-пин хăва, çыран хĕррине, хысака, вашмăклăха, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен айлăм-тайлăмне - йăмра, чăрăш, çăка, ытти культура. Ку ĕçе пурнăçлама колхозниксене, шкул ачисене явăçтарнă. Мăн Шемертен ял тăрăхĕнчи варак-васана тахçанах йывăçсем хупăрланă, вĕсем çырана тымарлантарнă. Уй-хир таврашĕнче вăрман тăрăхĕсем ÿссе çитĕннĕ. Çырмана ишĕлме памаççĕ. Пурĕ 300 гектар ытла. Юр тытаççĕ, тăпрари нÿрĕке сыхлаççĕ.
Айдак уй-хирте те тăпра тытса юлмалли конструкци тутарнине аса илер. Анан айлăмри хĕррине тăршшĕн экскаваторпа чавтарса тухнă /траншея газ пăрăхĕ хывма çĕре алтнине аса илтернĕ/. Унта çын, выльăх анса ан кайтăр тесе ÿсен-тăран каяшĕ тултарнă. Тÿпемрен юхса анакан тăпра çакăнта тулнă. Шыв инкекĕпе кĕрешмелли ку меслет те хальхи вăхăтра чухах.
Каярахпа республикăри нумай хуçалăхра Айдакăн çак тĕслĕхĕпе усă курнă: йывăç-тĕм лартса çырма çулне пÿлнĕ, çырана тымарлантарнă. Анчах юлашки çулсенче паха опыт сарăлнине асăрхамастăп. Пĕрисем ăна ĕçе кĕртме укçа çук, теприсем унтан пĕлтерĕшлĕрех тĕллевсене пурнăçлатпăр теççĕ. Урлă выртана тăрăх çавăрса хурас килмесен темле сăлтав та тупма пулать. Уй-хир таврашĕнчи вар-варака ешĕллентересси, йывăçлантарасси - хальхи вăхăтра та питĕ кирлĕ ĕç.
Айдак пирĕнтен уйрăлса кайиччен пĕр çул малтан «республикăри çанталăка этем пысăк витĕм кÿме пултарать» терĕ. Мĕнле? Кашни ял тăрăхĕнчи пĕвесене тасаттарса çĕнетмелле, вĕсен шутне темиçе хут ÿстермелле. «Ленинская искрăра» çеç вĕсем 60 ытла. Пур ял тăрăхĕнче те çавăн чухлĕ тусан çуркунне-çулла шыв нумай хут ытларах пăсланĕ, сывлăша ытларах нÿрлетĕ. Пĕвесем çийĕн ирĕн-каçăн тĕтре йăсăрланĕ. Кун пек чух сывлăш температури шăрăхра та пĕчĕкрех пулĕ. Айдак ялĕсенче пĕве йышлăран çĕр айĕнчи шыв шайĕ хăпарнă. Айлăмра вăл таврана сăрхăннă. Унăн витĕмĕпе улăх-çаранри курăк çеç мар, ял хуçалăх культурисем те лайăх çитĕнеççĕ.
Пĕвесен тĕрлĕ енлĕ уссине вулакан лайăх пĕлет. Кун пирки сăмах вакламăп. Айдак вĕсене колхоз укçипе те, мелиораторсене те тутарнă. Юлашки çулсенче çак ĕç республикăра кирлĕ пек пымасть. Сăлтавĕ - ял тăрăхĕсен хыснинче укçа çитменнинче. Чăн та, хальхи вăхăтра вĕсен умĕнче ĕç пайтах. Пĕвесем тума республика хыснинчен укçа уйăрмасан ыйтăва татса параймăпăр.
Айдак ял тăрăхĕнче вăрман, уй-хир, шыв-шур чĕр чунне ĕрчетсе, вырăнта чăваш культурине вăйлатса туризма аталантарчĕ. Унта курма хамăр çĕр-шывран кăна мар, чикĕ леш енчен те килеççĕ. Пĕлтĕр чăваш хресченĕн кил-çуртне тĕпрен çĕнетнĕ. Халĕ унта инçетри туристсене кĕтсе илсе укçа ĕçлесе илме пулать.
Пĕтĕмлетсе çапла калас килет: Айдак ертсе пынипе туса хăварнă производство, социаллă пурнăç, культура, вĕренÿ çурт-йĕрĕ, вăрман тăрăхĕ, пĕвесем паян та - ĕçре. Унран юлнă пуян пĕлÿпе анлăн усă курасчĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ
Источник: "Хыпар"