Большешемердянский территориальный отдел Ядринского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Айдак палăкĕ: ĕмĕр асăнмалăх, сума сумалăх

04 сентября 2014 г.

Айдак палăкĕ: ĕмĕр асăнмалăх, сума сумалăх
4 Sep, 2014

Ĕнер Етĕрне районĕнчи Тури Ачак ялĕнче çак тăрăхра пурăнакансем, "Ленинская искра" колхоз ĕçченĕсем, республикăри ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисем, агропромышленноç ветеранĕсем йышлăн пуçтарăнчĕç. Кунта, сăнав-производство хуçалăхĕн правленийĕ умĕнчи тÿремре, Раççей Федерацийĕн культурăн тата ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, СССР халăх депутатне /1989-1991 çç./, Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинне, "Ленинская искра" колхоза нумай çул ертсе пынă Аркадий Павлович Айдака асăнса палăк уçрĕç.

- Хăйĕн ырă та хăватлă ĕçĕсемпе республикăра çеç мар, Раççейре те тарăн йĕр хăварнă Аркадий Айдака сума суса палăк уçма пуçтарăнтăмăр, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Кузьмин. - Ăна тутарма укçа чылай предприяти-организаци, уйрăм çынсем, общество пĕрлĕхĕсем, республикăн Патшалăх Канашĕн депутачĕсем хыврĕç. Аркадий Павловичăн ырă ятне çÿлте тытнине çирĕплетсе пачĕç.

- Айдака эпĕ Шупашкар районĕнчи хуçалăха ертсе пынă чухнех пĕлнĕ, - аса илчĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. - Унăн "Ленинская искра" колхозри ĕç опычĕпе хавхаланма Тури Ачака ятарласа килтĕм. Вăл мана ырă сунса кĕтсе илчĕ, хуçалăх ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Унăн "урокĕ" чун-чĕрене яланлăхах кĕрсе вырнаçрĕ. Каярахпа тĕрлĕ вырăнта хамăн тивĕçе пурнăçланă май Аркадий Павловичпа час-часах хутшăннă. Вăл маншăн çул кăтартса пыракан, йывăрлăха çĕнтерекен тĕслĕх пулнă. Çавăнпа ăна хамăн вĕрентекенсенчен пĕри тетĕп. Айдак темиçе пĕчĕк хуçалăхран вăйлă колхоз тунипе пĕрлех çынсен пурнăçне лайăхлатнă, производствăпа социаллă пурнăç, культура объекчĕ нумай тутарнă. Вĕсемпе паян та усă кураççĕ. Ял тăрăхĕнче вун-вун гектар хунав ларттарса, çырма-çатрана пĕвелеттерсе, колхоз вăрманĕнче чĕр чун ĕрчеттерсе тăван тавралăха илемлетрĕ, хăтлăлатрĕ. Вăл ÿссе пыракан ăрăва тÿрĕ çул çине тăратассишĕн, çамрăксен чун-чĕрине пуянлатассишĕн тăрăшатчĕ. Йĕркеллĕ пурăнма, ĕçлеме кашни çынна вăй-хăват кирлĕ тетчĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ А.Айдак хăйĕн умне çĕр ĕç, ял пурнăçĕн, çынсен культурине ÿстерме тĕллев лартнине, ăна пурнăçлассишĕн пĕтĕм вăй-халне панине, уйрăммăн илсен çырма-çатрара йывăç лартас ĕçре ниме меслечĕпе тухăçлă усă курнине палăртрĕ.

Пурăннă пулсан кăçалхи çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче 77 çул тултармаллаччĕ. Шел, пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Мăшăрĕ, Людмила Андреевна, çав кун Аркадий Павловичăн мăнук çуралнине пĕлтерчĕ. Апла пулсан Айдаксен йăхĕ малалла тăсăлать. М.Игнатьев аграрисене унăн паха опычĕпе анлăн усă курма, Айдак "ялавне" яланах çÿлте тытма чĕнсе каларĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн патшалăх строительствин, вырăнти хăй тытăмлăх, регламент тата депутат этикин комитечĕн председателĕ Николай Малов А.Айдак Тури Ачак тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн, республикăшăн туса хăварнă ĕçе пысăка хурса хакларĕ. "Вăл хальхи аграрисемшĕн, пулас ăрусемшĕн ырă тĕслĕх пулса юлтăр", - терĕ.

- Хуçалăхăн çуллен 5 пин тоннăран кая мар тырă пухса кĕртмелле, 5 миллион тенкĕрен сахал мар тупăш тумалла тетчĕ Аркадий Павлович, - аса илчĕ "Ленинская искра" колхоза хальхи вăхăтра ертсе пыракан Валерий Герасимов. - Эпир унăн çулĕпе малалла талпăнатпăр. Кĕлете 5 пин тонна тыр-пул хыврăмăр. Вăл каласа хăварнă чикĕрен чакмастпăр.

- Эпĕ çак палăка лартма укçа пухса çитерейместпĕр пулĕ тесе самаях пăшăрхантăм, - кăмăлне уçрĕ Людмила Айдак. - Кулянни кăлăхах пулчĕ. Республикăра, районта кĕмĕл кирлĕ чухлĕ пуçтарчĕç. Çакăншăн республика Пуçлăхне, муниципалитета тав тăватăп. Палăкĕ çине пăхатăп та - ман çине Аркадий Павлович тинкерет, мана тем каласшăн пек туйăнать. Ун çинчен аса илмелли нумай. Чăн та, вăл колхозăн кашни пусне шутлатчĕ. Ăна пĕчĕк тăкак кăтартсан та - тавăрттаратчĕ. Нумаях пулмасть унăн ĕç хучĕсен хушшинче вăл çырнă "хăюлăх манран нихăçан та ан кайтăр" сăмахсене вуларăм, çавна май çамрăксене пурнăçра Айдак пекех хăюллă пулма сунатăп.

Палăка республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата вырăнти шкул ачисен пĕр ушкăнĕ уçрĕ. Ял-йыш умне Аркадий Айдак чĕрĕ пекех тухса тăчĕ. Скульптурăна В.Немцев ÿнерçĕ ăсталанă.

Митинга хутшăннисем XIX ĕмĕрте пурăннă хресченĕн кил-çуртне кĕрсе курчĕç. Ăна та А.Айдак тутарнă, пĕлтĕр çĕнĕ çурт-йĕр çавăрса пуянлатнă.

ЧР Пуçлăхĕ ĕнерех районти предприяти-организацие çитсе курчĕ, канашлу ирттерчĕ. Кун пирки тĕплĕнрех - çитес номерте.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Геннадий ВЕРБЛЮДОВ

сăн ÿкерчĕкĕ

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика