17 января 2013 г.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин кăçал çĕр-шывра Тавралăха хÿтĕлемелли çулталăк иртесси çинчен пĕлтерчĕ. Çавна май Правительствăран çут çанталăка упрас тĕлĕшпе тумалли тĕп ĕçсен планне хатĕрлеме ыйтнă.
Регионсене тавралăха хÿтĕлемелли ĕçсем пуçарса яма сĕннĕ. Кун пирки ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн çумĕ Александр Яковлев çапла пĕлтерчĕ: «Министерство Тавралăха хÿтĕлемелли çулталăкра тумалли ĕçсене çывăх вăхăтрах палăртĕ. План хатĕрлеме ятарлă комисси йĕркеленĕ».
Раççей Правительстви çирĕплетнĕ плана пысăк пĕлтерĕшлĕ 81 мероприяти кĕртнĕ. Чĕмпĕрте «Федерацин Атăлçи округĕнчи экобизнес», Хусанта «Таса шыв», Чул хулара «Мăн юхан шывсем - 2013» форумсем ирттерĕç.
Чăваш Енре мĕн тума пулать-ха? Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви, Пулăçсемпе сунарçăсен патшалăх служби, Росприроднадзор управленийĕ, Çут çанталăка хÿтĕлекен Шупашкар прокуратури пуçарнипе наука-практика конференцийĕсем, пуху-канашлу йĕркелесен тем пекехчĕ. Экологи ыйтăвне çивĕч лартма вăхăт çитнĕ.
Республикăра 2356 пысăк тата пĕчĕк юхан шыв. Вĕсем 8650 çухрăма тăсăлаççĕ. 754 кÿлĕ, çĕр-çĕр пĕве. Чылай яла çырма çурса кĕнĕ, хура тăпран пысăк пайне шыв юхтарать. Унăн çулне мĕнле пÿлмеллине Аркадий Айдак Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» колхозра вăй хунă çулсенче лайăх кăтартса пачĕ. Паха опычĕпе кашни ял тăрăхĕнче усă курмалла. Вăрман хуçалăхĕсем ял администрацийĕсене хунав тÿлевсĕрех уйăраççĕ, парлаклăхра пин-пин хунав шăтса çитĕнчĕ - мĕнле культура лартасси çинчен шухăшласа пуç ватас çук.
Россельхознадзор тĕрĕслевçисем ялти е унăн таврашĕнчи йăлари хытă каяш куписене час-часах асăрхаççĕ. Ăпăр-тапăра килти хуçалăхран кăларса çырмана е уй хĕррине тăкас йăларан ниепле те хăпаймастпăр. Каяша полигона ăсатма ялсенче контейнерсем лартнине ырлас килет. Вĕсем хушăнсах пыраççĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем ĕçе лайăхлатассишĕн тăрăшнă чухне ялтан турттарнăшăн уйăхра килсерен 30-40 тенкĕ хывайманнине ăнланма йывăр. Хула çынни ку ĕçшĕн сăмах чĕнмесĕрех тÿлет.
Пĕвесен пысăкрах пайне юшкăн тулнă. 2010 çулта шăрăха пăхмасăр ăна уя кăларнисен çу каçичченех шыв çителĕклĕ, тасатманнисен пачах çук е тĕпĕнче кăна. Администрацисем экскаватор, автомашина валли топливо туянма кăна укçа тупаççех.
Пĕве гидросооруженийĕсем кивĕ - улăштармалла. Вырăнти влаçа çак ыйтăва татса пама йывăр. Тăкакăн çуррине Чăваш Ен хыснинчен уйăрнипе саплаштарсан аванччĕ. Федераци бюджетĕнчен çулталăкра 5-6 сооружение юсама темиçе миллион тенкĕ куçараççĕ. Ку питĕ сахал. 1970-1980 çулсенче инженери хÿтĕлевĕн хатĕрĕ туса чылай çĕрте çырма çулне пÿлчĕç. Тимĕр-бетонранччĕ, çирĕпчĕ. Унтанпа кивелчĕç - çĕнетмелле е çĕнĕрен тумалла. Строительство валли укçа питĕ сахал уйăраççĕ.
Федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн предприятисене промышленноç каяшне шыв-шура кăларса яма ирĕк параççĕ. Анчах чылайăшĕ унпа юхан шыва варалама патшалăхран ирĕк илмест, хыснана укçа хывас мар тесе пăркаланать. Атмосферăна йÿçек газ кăларса тавралăха кÿнĕ тăкакăн пĕчĕк пайне саплаштарма укçа вăхăтра е пачах тÿлемен предпиятисем пур.
«Хыпарăн» общество корреспонденчĕсем, çав шутра Александр Вишневский, тĕп хулари сывлăш пахалăхĕпе кăсăкланни, анчах информацин йышлă хатĕрĕсенчен хыпар илейменни çинчен пăшăрханса пĕлтерчĕç. «Шупашкар урамĕсенче пин-пин автомашина чупать, - терĕ Александр Григорьевич. - Çăра йÿçек газ нумай кăларать. Тĕлĕ-тĕлĕпе вăл куççуль юхтарать. Çапах органсем шарламаççĕ».
Çурт-йĕртен юхса тухакан шĕвĕ каяша тасатакан сооруженисенчен ытларахăшĕ кивĕ, совет тапхăрĕнчи технологипех усă куратпăр. Хăш-пĕри тахçанах ĕçлеме пăрахнă, каяша тасатмасăрах юхан шыва чăмтараççĕ. Сăмахран, Çĕрпÿ районĕнчи Сăнав поселокĕнче шăпах çапла - Çавал юхан шывне варалаççĕ.
Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансем йăлара Атăлтан уçлакан шывпа усă кураççĕ. Анчах пахалăхĕ мĕнле? Тивĕçлĕ орган специалисчĕсем ыйтăва уçăмлă хуравламаççĕ. Ĕçмелли шыв пахалăхĕ чылай районта норматива тивĕçтермест. Темиçе çултан Шăмăршă, Патăрьел, Комсомольски районĕсенчи ялсене, Вăрнар поселокне паха шывпа тивĕçтерĕç. Ку ырлăх ытти района хăçан çитесси паллă мар.
Сăмаха выльăх фермисем шĕвĕ каяшпа пулăсене, ытти чĕрĕлĕхе наркăмăшлантарнипе вĕçлес килет. Пĕлтĕр Çут çанталăка хÿтĕлекен прокуратура çавнашкал тĕслĕх темиçе те тупса палăртрĕ. Тăрă шыв çине кăларнă тÿнтер тĕслĕх Шупашкар районĕнчи «Юрма» агрохолдингпа çыхăннă. Чăх-чĕп витисенчен кăларнă шĕвĕ каяш нумай çул Йăршу юхан шывне вараланă. Çакăншăн предприятие пысăк штраф тÿлеттернĕ. Тислĕк куписене пĕр тĕле купаласа, çĕр хăпартса çавăрма пулатех. Атьăр-ха, тăван тавралăха сăтăр кÿрер мар.
Источник: "Хыпар"