29 января 2013 г.
Алексей Красновпа кашни курнăçмассерен мĕн те пулин çĕннине, ыррине пĕлетĕн. Чунĕпе илемлĕ, ĕçĕпе мал ĕмĕт-шухăшлă, хастар та пуçаруллă çын вăл. Пĕр тытăнсан - пурнăçлатех. Етĕрне районĕнчи Тури Ачакра çуралнă маттур ачаран çăкăра тата хресченĕн канăçсăр ĕçне хаклакан çын çитĕннĕ. Ашшĕпе амăшĕ Андрей Капитоновичпа Матрена Константиновна ачисене пĕремĕк-канфетпа иртĕхтермен, пĕчĕклех хресченĕн пурнăç йĕркине тытма хăнăхтарнă.
«Тихана çамрăкла кÿлмесен кайран турта хуçать», - тенĕ. Тĕрĕс те тарăн пĕлтерĕшлĕ сăмахсем. Ĕçчен те килĕштерсе пурăнакан çемьере 10 ача ÿснĕ. Аслисем кĕçĕннисене пулăшнă, пĕри те ашшĕ-амăшĕн сăмахĕнчен иртмен. Тăван колхозра кунне-çĕрне пĕлмесĕр вăй хунă. Андрей Капитонович учетчик пулнă, каярах пушар хуралĕн службине ертсе пынă. Матрена Константиновна колхозра тăрăшнă, лаша пăхнă. Йышлă çемьере выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк нумай ĕрчетнĕ. Ачасем вĕсене мĕн пĕчĕкрен юратса ÿснĕ. Аслă ăрури Красновсем çĕре кĕнĕренпе вăхăт самаях иртнĕ, çамрăксем халĕ вĕсен халалне асра тытса пурăнаççĕ. Тăванлăх туйăмĕ вăйлă, пĕр-пĕрне пулăшасси - тĕп вырăнта.
- Манăн яланах тăван ялта, асăма манăçми кĕрсе вырнаçнă вырăнта пурăнас килетчĕ. Эпир пархатарлă çĕр-аннемĕр вăй панипе çитĕннĕ. Апла пулсан ăна хисеплемелле, хура çĕре тарпа витермелле. Ачаранах чунăмра амаланнă тĕллеве пурнăçа кĕртесси хамран çеç килет терĕм те пĕррехинче хресчен ĕçне пуçăнмалли çул-йĕре тишкерме тытăнтăм. Пире аттепе анне йывăрлăхсене хăюллăн парăнтарма, палăртнине тĕллевлĕн пурнăçлама, кÿршĕ-аршăпа килĕшÿре пурăнма вĕрентнĕ, - терĕ Алексей Андреевич.
Çамрăках мар пулин те вăл кăçал тăван яла таврăнса хресчен ĕçне кÿлĕннĕ. Унччен тĕрлĕ предприяти, учреждени ертÿçинче вăй хунăскер ял пурнăçне çĕнĕрен йĕркелеме хăрамарĕ. Красновсен йăхĕнче тытăннă ĕçе вĕçне çитереймен çын çук тенĕ ял-йышра.
Алексей Андреевич хурсемпе кроликсем ĕрчетес ĕмĕтне çирĕп пурнăçлать.
- Эпĕ выльăх-чĕрлĕхе çав тери юрататăп. Мĕн чухлĕ пăхман-ши вĕсене ача чухне? Епле юрататăн - çавăн пек аталанаççĕ. Çак туртăм манра вăй илсех пычĕ. Анне конюхра чухне лашасем патне çул хывнăччĕ. Çу кунĕсенче утпа сахал мар çÿренĕ. Шăрăхра вĕсене шыва кĕртнĕ, - аса илчĕ çамрăклăхне А.Краснов.
Ялта ут спорт шкулĕ пушă ларни те канăç памасть ял хастарне. Шăпах унпа туллин усă курма тĕллев тытнă та. Унччен пушă тăнă тăван кил хушши хур чĕпписен сассипе тулать. Вĕсене вăл Вăрмартан илсе килнĕ. Çу кунĕсенче хăвăрт ÿснĕ. Вырăнта туса илнĕ продукци пахалăхне Етĕрнесем те тивĕçлипе хаклаççĕ. Уявсен сĕтелĕ çинче хур ашĕнчен хатĕрленĕ çимĕç вырăнлă пулчĕ теççĕ.
Икĕ кĕсрепе ăйăр тата тихасем те вырăн тупнă. Вĕсене валли хăтлă вите тата утă-улăм çителĕклĕ хатĕрленĕ. Ут спорт шкулĕ ĕçлеме пăрахни çĕнĕ ĕçе хăюллăн пуçăнма хистенĕ те тăван еншĕн тăрăшакана. Вăл Аркадий Айдак уçнă шкула çĕнĕрен чĕртес ĕмĕтлĕ. Пуçламăшĕ пур: хальлĕхе темиçе чĕр чун çеç пулсан та малашне ăратлă урхамахсем те пулĕç-ха тет кăмăллăн.
- Эпир шкулта вĕреннĕ чухне утă-улăм лашапа сахал мар турттарнă. Халĕ ялта пурăнакансем вĕсене сайра хутра кăна куркалаççĕ. Пирĕн ачасемпе мăнуксем вĕсем патне пыма шикленмеççĕ. Лашасене ачашлама çеç мар, малашне шикленмесĕр утланса чупма та хăюлăх çитерĕç-ха, - терĕ çутă тĕллев тытнăскер.
Алексей Краснов хурсенчен хальлĕхе пысăк тупăш илме май çуккине ăнланать, анчах ĕçе аван йĕркелесе пынă май кĕтĕве пысăклатса продукци ытларах туса илес ĕмĕт-шухăшлă. Вара кĕмĕл те ытларах кĕрĕ.
Источник: "Хыпар"