Большешемердянский территориальный отдел Ядринского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăл пĕр çын мар, вăл хăй пин-пин...

07 июня 2012 г.

ХИСЕП

И это все о нем

Глава Чувашии Михаил Игнатьев подписал Указ о присвоении Аркадию Айдаку звания «Почетный гражданин Чувашской Республики» за выдающиеся заслуги перед республикой и большой вклад в развитие сельскохозяйственного производства. Высшая награда – достойный знак признания известному аграрию страны в день его 75-летия.

Вăл пĕр çын мар, вăл хăй пин-пин...

Етĕрне районĕнчи Тури Ачакри «Ленинская искра» колхозăн хисеплĕ председателĕ, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тата культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Аркадий Айдак 75 çул тултарчĕ. Юбилей ячĕпе Раççей ял хуçалăх министрĕ Николай Федоров ăна «Агропромышленность комплексне аталантарма тÿпе хывнăшăн» ылтăн медальпе чысларĕ. Июнĕн 7-мĕшĕнче, шăпах хăйĕн çуралнă кунĕнче, Аркадий Павловича Чăваш Ен Пуçлăхĕн Указĕ тăрăх «Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ» ята пачĕç. Сăмах май, ку хисеплĕ ята хальччен Андриян Николаев летчик-космонавт, Геннадий Волков педагог, Вера Кузьмина артистка, Чăваш Республикин пĕрремĕш президенчĕ Николай Федоров тата Варнава митрополит (Владимир Кедров) илнĕ. Çак чыса чăннипех тивĕçлĕ Аркадий Айдак. Унăн сумлă ячĕ-шывĕ республикăра çеç мар, çĕршывĕпех сарăлнă. Вăл таврара лайăх ертÿçĕ пулнипе, çут çанталăк пурлăхне упранипе, аталантарнипе палăрнă.

Тури Ачакри çăтмах

1964-2007 çулсенче Аркадий Павлович Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» колхоза пĕр улшăнмасăр ертсе пынă. Çак ĕçре тăрăшнă май çут çанталăк пурлăхĕпе тĕрĕс усă курас, ял хуçалăх производствине аталантарас, ял çыннин пурнăç условийĕсене улăштарас шухăш-ĕмĕте пĕр тĕвве çыхнă. Социаллă тата экологипе çыхăннă ыйтусене татса памасăр хуçалăхра ÿсĕмсем тума май çуккине лайăх ăнланнă вăл. Юлса пыракан хуçалăха ура çине тăратма çăмăл мар-çке. Ку вăхăтра тавралăх çырма-çатрапа çеç «пуян» пулнă. Пултаруллă ертÿçĕ вара хăйĕн тĕллевне пурнăçлас тесе коллектива çеç мар, пĕтĕм ял çыннине те пĕр чăмăра пуçтарма пултарнă. «Кашни çыннăн 100 тĕпрен кая мар йывăç лартса ÿстермелле» пурăннă ун чухне ял халăхĕ. Эрозие хирĕç кĕрешсе пин-пин хунав лартнă вĕсем, тÿлевсĕрех ĕçленĕ. Патшалăх субсиди парасса кĕтсе ларман, хăйсен вăйне шанса тăрăшнă 14 ял çынни. 270 гектар çĕр çине алăпа лартнă вăрман халĕ тÿпенелле кармашать. Çапла вара 2007 çулта «Ачак» этнопарк йĕркеленнĕ. Кунта ял халăхĕпе пĕвеленĕ 64 пĕве те кĕрет. Чи пысăкки вĕсенчен – Тури Ачак çывăхĕнчи. Тĕрлĕ пулă ĕрчет вĕсенче. Чĕр чун тĕнчине аталантарас, тăпра пулăхлăхне ÿстерес енĕпе те чылай ĕçленĕ Аркадий Павлович. Этнопаркра хир сысни, сăвăр, хăнтăр, хир чăххи, карăш ĕрчетеççĕ. Хитре вырăна хир качакисем те иленнĕ. 70-80-мĕш çулсенче пăлансем те илсе килсе янă. Шел, вĕсен йышне браконьерсем самаях чакарнă. Аякран килсе çÿрекен хăнасем Тури Ачак тăрăхне çăтмахпа танлаштаратчĕç.

Хуçалăха ура çине тăратас тесе çанă тавăрса ĕçленĕ ертÿçĕ. Малтанхи çулсенче «Ленинская искра» кашни гектартан 8,2 центнер тĕш тырă илнĕ пулсан,1981-1985 çулсенче вара – 30,5 центнер. Чи кирли – уй-хирсене наркăмăшлă тĕрлĕ им-çампа «тăрантарманни». Урăхла каласан, Тури Ачаксем вăл вăхăтрах экологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕç туса илнĕ. Çакă ял çыннин сывлăхне хавшама памасть, паллах. Тури Ачаксенне анчах-и вара? Шел те, экологи тĕлĕшĕнчен таса апат -çимĕçе пирĕн çĕршывра хакласах каймаççĕ. Ăна «химипе» çитĕнтернĕ çимĕç хакĕпех сутма тивет. Мĕншĕн тесен хаклăраххине кам туянтăр? «Пĕр хырăмах каять» тени вара тĕрĕс мар. Çакна сывлăх чаксан çеç ăнланса илетпĕр. Таса апат-çимĕç çитĕнтерекен Европăри фермерсене патшалăх та чылай пулăшать. Юрать, пирĕн çĕршывра Аркадий Айдак пек хастар çынсем тĕл пулаççĕ. Халăх сывлăхне сыхлассишĕн тăрăшнă, санатори уçнă, ут спортне аталантарнă вăл.

Хуçалăха ертсе пырас пултарулăх ăçтан е камран-ши унăн? Ăру пуçараканĕсенчен иккен. Вĕсем ăста хресченсем пулнă. Çавна пула репресси вăхăтĕнче нуша курнă. Колхоз йĕркеленĕ чухне пысăк çемьен пĕр пайĕ Чулхулана автозавод тунă çĕре тухса кайнă. Чылайăшĕ паянхи кун унтах пурăнаççĕ. Аркадий Павлович вара ашшĕнчен виçĕ уйăхра юлнă. Ăна, «халăх тăшманне», килĕнчен илсе тухса кайнă. Кун пирки вăл хăйĕн «И взойдут семена» кĕнекинче тĕплĕнрех паллаштарать.

Вырăс тата чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ пулнăран культурăна, йăла-йĕркене упрас, аталантарас тĕлĕшпе те чылай ĕçленĕ вăл. Сăмахран, Тури Ачакра республикăра пирвайхи хут ялти ÿнер шкулĕ уçăлнă. Михаил Разумов вырăнти художниксене вĕрентсе хатĕр-ленĕ. Вĕсемпе пĕрле кашни ялтах палăксем тунă, хуçалăх территорийĕнче 4 музей ĕçлеме тытăннă. Акă, Яракасси ялне хăй вăхăтĕнче тимлĕх уйăрман пулсан хальччен çĕр çинчен те çухалатчĕ пулĕ. Халĕ кунта çамрăксем те, ачасем те пур. Эппин, унăн пуласлăхĕ шанчăклă алăра. Акатуй уявне çĕнĕрен чĕртсе тăратакансем те Етĕрнесем пулнă.

Николай Ашмарина та манмаççĕ кунта. Ун ячĕпе ятарлă парк уçнă. Чăваш халăхне 17 томлă словарь парнеленĕ тĕпчевçĕ ячĕпе 17 юман лартнă. Чăваш чунлă çын çеç çакнашкал сумлă ĕçсем тума пултарать. Эппин, Аркадий Павлович – чунпа та, юнпа та тăван халăх ывăлĕ. Аслă поэтăн сăввине улăштарса ун пирки «вăл пĕр çын мар, вăл хăй пин-пин» теес килет. Хаклă юбиляра çуралнă кун ячĕпе саламланă май вăрăм кун-çул, çирĕп сывлăх сунатпăр.

«Пире хулран тытса çĕклес çук»

Аркадий Айдак «Хресчен сасси» хаçата пуçарса яракансенчен пĕри пулнине асăнса хăвармасан пире çылăх пулать. Вăл ун чухне Хресченсен Союзĕн председателĕ пулнă, «Ленинская искра» колхоза ертсе пырса çĕршывĕпех чапа тухнă. Аркадий Павлович 1991 çулта хаçата пил панă сăмахсене пĕр улăштармасăр илсе кăтартас килет: «Çак хаçата кăларасси пирки республикăри Хресченсен Союзĕнче тĕрлĕ шайра темиçе хут та сÿтсе явнă хыççăн çеç пурин те çирĕп пĕршухăшлăх пулчĕ: хаçат кирлĕ, ăна хăвăртрах кăларма пуçламалла, унсăрăн хальхи саманара хресченсен, ялти халăхăн пурнăç шайне сыхлаймастпăр, лайăхлатаймастпăр.

Хресченĕн – «хура халăхăн» пурнăçĕ ыттисемпе танлаштарсан нихăçан та çăмăл пулман. Анчах та 1917 çул хыççăн вăл уйрăмах йывăрланнă. Çав вăхăтран паянхи кунччен пирĕн патшалăх хресчене иккĕмĕш сортлă çын вырăнне хурса вăл çитĕнтернĕ тыр-пула, апат-çимĕçе тивĕçлĕ тÿлевсĕр, хăйне çиме хăвармасăр (вăхăтăн-вăхăтăн пачах нимĕн те тÿлемесĕр) хĕстерсе илсе пычĕ.

– Ых! Колхозник! – тесе хуласенче пиртен мăшкăллани халĕ те нумайăшĕнне чĕрисене ыраттарать.

Паян промышленность, строительство организацийĕсем хăйсен продукцийĕн, ĕçĕн хакне хăйсемех палăртаççĕ. Хресчен çеç хăй хуçа мар: ун продукцийĕн хакне, тĕпрен илсен, правительство çирĕплетет. Çак пĕртанмарлăхра, çитмĕл çула яхăн ял халăхне пăркăчласа усранинче – пирĕн çĕршывра ял хуçалăх тĕнчере ниçта çук япăхланса кайнин тĕп сăлтавĕ.

Чăваш çынни мĕн ĕмĕртен Атăл тăрăхĕнче чи лайăх çĕр ĕçченĕ шутланнă. Халĕ те вăл çавăн пек. Хăйĕн çырма-çатраллă вырăнĕсенчен вăл çĕр гектар çине ял хуçалăх продукцине туса илессипе чăннипеле (аякран илсе килнĕ комбикормпа пурăнакан облаçсене шутламасан) Раççейре иккĕмĕш вырăнта. Пĕрремĕш вырăнта вара – çĕршыври чи лайăх çĕрлĕ Краснодар облаçĕ.

Патшалăха апат-çимĕç пĕр гектартан сутассипе те чăваш хресченĕ малта – ăна та вăл хамăр кÿршĕсенчен чылай ытларах сутать. Унăн тăрăшулăхне пула халăх йышĕпе чи малтисен шутĕнчи пирĕн республика пĕр çын пуçне ял хуçалăх продукчĕ туса илессипе Раççейре 28-мĕш вырăнта.

Çакна вуланă хыççăн пурте ăнланаççĕ пулĕ: пирĕн республика халăхĕ кашни çын пуçне тивекен апат-çимĕçпе Раççейре 61-мĕш вырăнта пулнăшăн чăваш хресченĕ пĕртте айăплă мар.

Ыттисемпе танлаштарсан, чылай лайăхрах ĕçлекен пирĕн хресчене республикăра тивĕçлĕ хисеплени çуках. Çав шутра – вырăнти пуçлăхсенчен те. Вĕсем пирĕн хресчене тивĕçлĕн ĕçпе хисеплемен, унăн пурнăçне çăмăллатас тесе кирлĕ пек тăрăшайман. Нумай вунăçуллăх хресченсем пирки тытса пынă чăн-чăн политика халĕ те улшăнман-ха. Унăн девизĕ: «Хресчентен сăптăрнă, сăптăратпăр, сăптăрăпăр та».

Çав вăхăтрах хресчене тÿлесси те, вăл апатланасси те хула халăхĕнчен япăхрах. Кунпа пĕрлех вăл хăй шутĕнчен çурт-йĕр çавăрать, çителĕклĕ чухлĕ çимесĕрех, укçа кирлĕ пирки, аш-какайне сутма тăрăшать.

Чăваш çĕрĕнче те халĕ тăван тымара çухатас процесс (маргинализаци) анлă пырать. Ку вăл – пысăк хăрушлăх. Ăна çĕнтерме тата апат-çимĕç проблемине татма тĕп çул – çĕр çинче хуçа тупасси. Анчах та пушăпа хăваласа мар. Мĕнле майпа – коллективлă е уйрăм ĕçлессине халăх хăй таттăр. Хуçа туйăмĕ – пирĕн ялăн тĕп резервĕ.

Кирек мĕнле пулсан та çĕр хуçи вăл – ялти халăх. Ун заводпа фабрикăсем çук. Унăн çĕрпе тăранса пурăнмалла. Чăвашăн алмаз тата нефть, газ çук. Анчах та пирĕн республикăн тата хаклăрах пуянлăх пур – ĕçлеме пĕлекен тата ĕçлеме юратакан хресчен. Вăл хăй çĕрĕ çинче çеç мар тăрăшса ĕçлет, йĕри-таврари облаçсенче те çĕр ĕçне туса пыма пулăшать.

Çак çынна пуç тайма вĕренесчĕ. Тата сăмахпа çеç мар, ĕçпе пулăшасчĕ – анлăн, пур енлĕн, хăюллăн тата хăвăрт. Çавăн чухне çеç апат-çимĕç ыйтăвĕ татăлать. Анчах та малтан пирĕн, хресченсен, хамăрăн чĕркуççи çинчен çĕкленмелле. Манас марччĕ: никам та пире хулран тытса çĕклес çук».

Паянхи кун та республикăри АПК ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланать Аркадий Павлович. Ара, çамрăксене вĕрентмелли, сĕнÿ-канаш памалли унăн çителĕклĕ. Унсăр пуçне вăл – Чăваш Енри агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен пĕрлĕхĕн ертÿçисенчен пĕри.

Валентина ПЕТРОВА.

Источник: "Хресчен сасси"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика