20 ноября 2012 г.
Чăваш Енре - çут çанталăкăн республика шайĕнчи уйрăмах сыхлакан 94 территорийĕ.
Юлашки Шăмăршă районĕнчи Улмаллă Ял таврашĕнче йĕркеленчĕ. Унта 190 тĕрлĕ ÿсен-тăран, вăл шутра Чăваш Енре сайра тĕл пулакан темиçе тĕрлĕ курăк, çитĕнет. Патшалăхăн «Улмаллă Ял» çут çанталăк саккаслăхĕ 48 гектар йышăнать. Нихăçан та сухаламан виçĕ лаптăка пĕрлештерет. Хăш-пĕр чечек-курăка кунта çеç куратпăр. Вăл республикăн çурçĕр районĕсенче пачах çук. Ÿсен-тăран тĕрлĕлĕхĕн сăлтавне тăпра кальципе магни карбоначĕпе тулăх пулнипе ăнлантармалла. Айлăм-тайлăмра ял хуçалăх культурисем акма, çурт-йĕр çавăрма, сунар йĕркелеме, типĕ курăка çунтарма, автотранспортпа çÿреме юрамасть. Улмаллă Ялсем çак йĕркене ÿлĕм те пăхăнасса шанатăп. Ăсчахсем, студентсем кунта тĕпчев ирттерĕç.
Республикăра регион шайĕнчи уйрăмах сыхлакан территори нумай мар: 48,8 пин гектар çеç. Чи пысăккисем - патшалăхăн çут çанталăк саккаслăхĕсем: «Бугуяновский» /12530 гектар/, «Калининский» /7180/, «Кумашкинский» /12585/. Вĕсем Чăваш Енри чĕр чун, ÿсен-тăран тĕрлĕлĕхне упрама пулăшаççĕ. Çавăнпа виççĕшĕн те пĕлтерĕшĕ пысăк. Вĕсенче те сунарта çÿреме, йывăç-тĕме касма, чĕр чуна вĕлерме, тытма, хăратма юрамасть. Таврари ялсенче пурăнакансенчен вăрман пуянлăхне сыхлама ыйтатпăр. Паллах, юнашарах çут çанталăкăн уйрăмах хÿтĕлекен территорине йĕркеленине пĕлеççĕ. Инçетрен килекенсем валли çын çÿрекен вырăнта пĕлтерÿ хăми вырнаçтаратпăр, саккаслăхра чĕр чуна вĕлерме, йывăç-тĕме касма юраманнине аса илтеретпĕр. Кăçал «Бугуяновский» таврашĕнче - 3, Куславкка районĕнчи территорисенче 7 çапрăмăр. Пĕлтĕр ыттинче 21 лартрăмăр. Килес çул ку ĕçе малалла тăсăпăр, мĕншĕн тесен кашни территорие пĕлтерÿ хăмипе тивĕçтермен.
Ял çыннисем тавралăха вăрман тăрăхĕпе, чĕрĕлĕхпе пуянлатма тăрăшнине питĕ ырлатăп. Аркадий Айдак ертсе пынипе Етĕрне районĕнчи Тури Ачак ял тăрăхĕнче тунă ĕç пирĕншĕн - ырă тĕслĕх. Унпа усă курма тăрăшмалла. Çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче çут çанталăкăн «Ачак» этнопаркне никĕсленĕренпе 5 çул çитрĕ. Нумаях пулмасть кунта Чăваш ял хуçалăх академийĕн студенчĕсемпе пĕрле пултăмăр, вăрман тăрăхĕсене, пĕвесене, тăпрана юхтарасран тытса хăваракан хатĕрсене курса çÿрерĕмĕр. Паха опытпа вĕренÿ уйрăмĕн ертÿçи Николай Сапожников паллаштарчĕ. Хăй вăхăтĕнче унпа Етĕрне районĕнчи ытти хуçалăхра та усă курнă. Вăл республикипех сарăлнă. Сăмахран, ăна Виталий Платонов Красноармейски районĕнчи Карай ялĕн хуçалăхне ертсе пынă çулсенче ĕçе кĕртме тăрăшрĕ: кÿлĕ тавра темиçе рет чăрăш ларттарчĕ.
Тавралăха ешĕллентернĕ, çырма-çатрана тымарпа çирĕплетнĕ тĕслĕх республикăра вун-вун. Çапах та Аркадий Айдак пуçарнă ĕçе малалла тăсасчĕ. Ял-хула таврашĕнчи çырма-çатрана йывăçлатмалла, уй-хире çурасран вăрман тăрăхĕпе хÿтĕлемелле. Хăвапа çÿçе хупăрлакан пĕвесенче шыв нихăçан та ан типтĕр. Ку тĕллеве пурнăçласан çĕр айĕнчи шыв шайĕ хăпарĕ, вĕçен кайăк, хурт-кăпшанкă йышланĕ, малтан курман чĕр чунсем ĕрчĕç.
Совет тапхăрĕнче республикăра ял хуçалăх культурисен лаптăкне пысăклатас тĕллевпе мелиораци ĕçне вăйлатнă. Уйрăммăн илсен çĕр айĕнчи шыв шайне чакарас тĕллевпе уйран нÿрĕке çырманалла сăрхăнма унта та кунта тăршшĕпех тăпрана çурса тухнă. Çавна пула шурлăхсемпе кÿлĕсем типнĕ. Вĕсенче çĕр-çĕр çул ĕрченĕ кайăк-кĕшĕк шывсăр юлнă. Пĕр пайĕ ытти çĕре вĕçсе кайнă. Тепри этем хатĕрленĕ шыв управĕсене /пулă ĕрчетмелли пĕвесене, биологин тасату хатĕрĕн вырăнĕсене/ пурăнма куçнă. Тĕслĕхрен, Улатăрти биологин тасату хатĕрĕн /БТХ/ пĕвисенче республикăна вĕçсе килекен шыв-шур кайăкĕсен чи пысăк ушкăнĕ чĕп кăларать. Иртнĕ çулла вĕсенче 6 пин чарлăка, 50 мăшăр ахаль шыв чĕкеçне, 200 майлă хĕрлĕ пуçлă чăмкăçа, 300 яхăн тĕпеклĕ улачана, 100 кая мар кукша кăвакала, 50-70 кайăк кăвакала шута илтĕм. Ытти хăш-пĕр управра та уйрăмах сыхлакан территори йĕркелеме сĕнетпĕр.
Тепĕр тĕслĕх. Етĕрне районĕнчи Иваньково ялĕ патĕнче, Сăр тăрăхĕнче, вĕçен кайăксен пысăк ушкăнĕ çуллен чĕп кăларать. Шупашкар шыв управĕн шайне 63 метртан 68 хăпартсан çăмарта тумалли вырăнĕ хупланать. Ĕрчеме урăх çĕрте вырăн шырĕç. Сăмах май, ГЭС строительствине вĕçлесен Сăр çинче чĕп кăларакан кайăксен çеç мар, Атăл тăрăхĕнче ĕрчекенсен те çĕнĕ вырăн шырама тивĕ.
Источник: "Хыпар"