21 апреля 2012 г.
Агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсен республикăри союзĕ йĕркеленни пирки “Хыпар” пĕлтернĕччĕ. Унăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - ял хуçалăхĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă çынсене пур енлĕн хÿтĕлесси. Паян патшалăх ветерансене тĕрлĕ çăмăллăхпа пулăшать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Указĕпе килĕшÿллĕн арçынсене 45 çул, хĕрарăмсене 40 çул ĕçленĕшĕн ĕç ветеранне тивĕçекен çăмăллăхсем параççĕ. Çак кун тĕлне ĕç ветеранĕсен йышне 15000 ытла çын хушăннă.
Етĕрне районĕнчи “Ленинская искра” хуçалăх ертÿçинче хĕрĕх çул ытла ĕçленĕ Аркадий Айдак шухăшĕпе - çĕнĕ пĕрлĕхе ялта пурăнакан кирек хăш ветеран та кĕме пултарать: педагог-и вăл е культура ĕçченĕ-и, вут-çулăмпа кĕрешÿçĕ-и е врач-и... Вĕсем пурте ялăн пĕр-пĕтĕм тытăмлăхне /инфраструктурине/ сыхласа хăварма тата аталанма пулăшнă, пулăшаççĕ те. Çĕрпе çыхăннă тăван йăх-ăру тымарĕсене татманнипе, хăйсен ырă тĕслĕхĕпе.
Шăпах çав çынсен элчисем пухăнчĕç çак кунсенче “Ленинская искра” хуçалăх правленийĕн ларусен залне: вун тăватă ялтан çĕре яхăн ветеран. Аркадий Павлович вĕсене агропром ветеранĕсен союзĕн тĕллевĕсем пирки каласа пачĕ. “Союз пуçаруçисемпе йĕркелÿçисем ялăн паянхи çивĕч ыйтăвĕсене питĕ лайăх пĕлеççĕ, - терĕ вăл. - Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăна малалла кайма еплерех вăй хунине те куратпăр, эппин, пирĕн ăна май килнĕ таран витĕмлĕрех пулăшмалла”.
Аркадий Айдак, уйрăммăн илсен, ял çыннисем туса илекен продукцие тивĕçлĕ хакпа вырнаçтарас ыйту çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ.
“Ял çынни чĕрĕ укçашăн нумай çул хушши сĕте питĕ йÿнĕпе сутать, - пăшăрханать Аркадий Павлович. - Хакĕ чаксах пырать. Акă пĕлтĕрхи кăрлачра пирĕн тăрăхра сĕте литрне 14,5 тенкĕпе пуçтарнă, кăçал - 12,5 тенкĕпе, нарăсра пĕлтĕр - 14 тенкĕпе, кăçал - 12,5 тенкĕпе, пуш уйăхĕнче пĕлтĕр - 12 тенкĕ, кăçал - 10,7 тенкĕ, ака уйăхĕнче пĕлтĕр 10,5 тенкĕ пулнă, кăçал вара 10 çеç.
Хăш-пĕр районта халăх паракан сĕт хакĕ халĕ тата йÿнĕрех.
Чăннипе вара ял халăхĕшĕн кăçал сĕт хакĕ пĕлтĕрхинчен тата ытларах чакнă, мĕншĕн тесен инфляцие пула кăçалхи тенкĕ пĕлтĕрхи мар, вăл сисĕнмеллех йÿнелнĕ.
Сĕт завочĕсем çитес вăхăтрах сĕт хакне тата йÿнетме тăрăшĕç. Сĕте ниçта чикеймеççĕ имĕш. Лавккасенче вара сĕт-çу продукцийĕн хакĕ чакни нихçан та пулман. Хакне кăштах чакар та - хула халăхĕ сĕт-çу продукцине ытларах туянĕ, сĕте вырнаçтарма та çăмăлланĕ.
Çук! Сĕт-çу бизнесĕнче “ишекенсемшĕн” çăмллăн услам тăвасси - чи тĕппи. Мĕн таран мăшкăллама вăтанмаççĕ вĕсем ял халăхĕнчен! Тĕлĕнмелли çук: ял халăхĕ вĕсене суйлавсенче çеç кирлĕ. Монополи йĕркипе калаçса татăлса сĕт хакне чакарнă тесе вĕсене алран тытса айăплаймастăн. Çавăнпа хăрамаççĕ те.
Анăçри çĕр-шывсенче сĕт бизнесĕнче тунă усламăн ытларах пайĕ сĕт тăвакансене лекет. Пирĕн хресчене ура çине тăма та памаççĕ, чунне çеç тытса усрасшăн.
Ял ĕçет! - кăшкăраççĕ. Тĕрĕс. Пурнăç çавăн пекрен. Малта шанчăк çути курăнманран. Куç-пуç ку йĕркесĕрлĕхе ан куртăр тесе. Çĕрме пуянсем - олигархсем - хăçантанпа ĕнтĕ халăха çăварлăхласа лартрĕç те аякка ĕçлеме кайсан та, тăван ялсенче те пăчăртаççĕ кăна.
Шанатăп: çак йĕркесĕрлĕхе пĕтерес тĕллевпе Владимир Путин халăха кирлĕ реформăсем пуçлатех. Пирĕн республика та çав çулпа пырать.
Сĕт ĕçĕнче халĕ чи паллă çын - ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Малов. Депутата суйличчен вăл “Ядринмолоко” обществăна ертсе пынă. Унăн пултарулăхĕ Ентĕрнери вăйсăр предприятие республикăра çеç мар, Пĕтĕм Раççейре чи малтисен, чи лайăххисен шутне кĕртрĕ.
Халĕ Николай Владимирович депутат çеç мар, вăл - ЧР Агропромышленноç союзĕн тата ЧР Сĕт союзĕн ертÿçи, “Пĕрлĕхлĕ Раççей” партин регион уйрăмĕн лидерĕ. Çакăн чухлĕ яваплăх пĕр çын аллинче пулни шухăшлаттарать. Эпĕ сĕт бизнесĕнче ял халăхĕ чи нуша кураканни пулнишĕн çав бизнесра пуянлăх тăвакансемпе пĕрле Николай Малов та яваплă тесе çирĕплететĕп.
Хаксен çивĕч лару-тăрăвĕ чи малтан хура халăха - В.В.Путиншăн сасăланă çынсене - пырса тивет. Реформăсем ăнăçлă пулччăр тесен Раççей Президентне те, Чăваш Ен Пуçлăхне те халăх саккунлă майпа йĕркеленсе хăйĕн интересĕсене сыхлама пултарни кирлĕ”.
Пухура йышлăн тухса калаçрĕç, вĕсем АПК ветеранĕсен союзне чăмăртанине ырларĕç, сĕт хакĕшĕн çирĕп кĕрешмеллине палăртрĕç. Пуçтарăннă халăх шăпах çакăн пек йышăну турĕ. Пухура тепĕр сĕнÿ те пулчĕ: нумай çул каяллах “Ленинская искра” колхозра ашлăх выльăх самăртнă чух пулнă пек халĕ хушма хуçалăхпа колхоз кооперациленсе сĕт хатĕрленине - ун пеккисем чылай - хуçалăхра ĕçленĕ тесе шутламалла. Çынсене ку кредит илме çеç мар кирлĕ... Çакă патшалăха пысăк тăкаксăрах сĕт ытларах туса илме май парĕ. Халĕ Етĕрне районĕнче сутакан сĕтĕн 2/3 пайĕ - хушма хуçалăхран.
Аркадий Павлович йыхравĕпе пуху ĕçне Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн чĕлхе пайĕн пуçлăхĕ, филологи наукисен докторĕ Николай Егоров профессор тата “Хыпар” Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Алексей Леонтьев хутшăнчĕç. Вĕсен сăмахĕсен тĕп тĕшши - тăван халăхăмăрăн паянхи тăрăмĕпе пуласлăхĕ. Николай Егоровăн “Хыпарăн” икĕ номерĕнче пичетленнĕ “Йăлт пушатсах каймастпăр тĕнчене” статйине нумайшĕ чунне ыраттарса вуласа тухрĕ ахăр. Мĕне пула чăваш халăхĕ сакăр çул хушшинче /2002 çулхи Çыравпа 2010 çулхи Çыравччен/ 200 пин çын чухлĕ чакнă? Чĕлхемĕр ят-сумне çĕклемешкĕн мĕн тумалла? Искусство текен “отрасльсене” аталантаратпăр та - культура пирки манмастпăр-и? Вырăслану-ассимиляци пĕтерет-и пире е демографири синкер лару-тăру-и? Тĕп уявăмăр Акатуй хăçан “чĕрĕлĕ”? Чăваш туйĕ “Ялта” драмăра çеç пулнипе хăçанччен çырлахса пурăнăпăр? Мĕн пур чăваш хутлăхĕнче чăваш наци музыка хатĕрĕсем тумашкăн ăстасен эрттелне йĕркелеме йывăр-и? Тĕп хуламăрта, райцентрсенче чăваш кухнин апатланмăшĕсем мĕншĕн çукпа пĕрех? Этнотуризма камăн аталантармалла? Çак тата ытти çивĕч нумай ыйтăва хускатрĕç Николай Егоровпа Алексей Леонтьев, ветерансен ыйтăвĕсене хуравларĕç.
Тури Ачак вăтам шкулĕн директорĕ Владимир Егоров ыйтнипе хăнасем аслă классенче вĕренекенсемпе тĕл пулчĕç.
Источник: "Хыпар"