Большешемердянский территориальный отдел Ядринского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашне те ÿсĕмлĕ аталанĕ

03 ноября 2012 г.

Çак кунсенче Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» сăнав-производство хуçалăхĕнче отчетпа суйлав пухăвĕ иртрĕ. Валерий Герасимов председатель колхоз кăçал та лайăх ĕçленине çирĕплетрĕ. Хуçалăх тилхепине 5 çул ăнăçлă тытса пырать вăл. Аркадий Айдак ахальтен мар ăна колхоз ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлама шаннă. Уполномоченнăйсем пĕр сасăллăн председатель пулма каллех Валерий Геннадьевича çирĕплетрĕç.

В.Герасимов ял хуçалăх производствинче малта пыракан технологисемпе анлă усă курса пуçарулăх кăтартнине район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Кузьмин пайăррăн асăнчĕ.

Колхоз ăратлă выльăх самăртать, элита вăрлăх хатĕрлет. Сĕт сăвăмĕ те, тыр-пул тухăçĕ те савăнтарать. Валерий Геннадьевич ял хуçалăх производствине аталантарас ĕçре А.П.Айдакăн тÿпи пысăккине палăртрĕ. Коллектив малашне те вăл кăтартнă тĕрĕс çул-йĕртен пăрăнмĕ.

Валерий Герасимов хуçалăхри лару-тăрупа паллаштарчĕ:

- Кăçал тĕш тырă пĕр пин гектар çинчен пухса кĕртрĕмĕр. Вăтам тухăç 32 центнерпа танлашрĕ. Çĕр улмине 70 гектар çинче лартнăччĕ, гектартан вăтамран 200 центнер ытла тухрĕ. Нумай çул ÿсекен курăк 1669 гектар йышăнать. Хушма хуçалăха аталантаракансем валли выльăх çÿретме 880 гектар çаран уйăрнă. Колхозăн сухаласа акмалли çĕр лаптăкĕ 3838 гектар. 700 гектар çинче элита вăрлăх акса хăвартăмăр, 900 гектар ытла çĕртме турăмăр.

Хуçалăх хăмла туса илессипе тĕллевлĕ ĕçлет. Лаптăкĕ 40 гектар ытла, вăл шутра продукци параканни - 22. Кăçал та тухăç япăх мар.

Аграри секторĕнчи çĕнĕлĕхсемпе усă курни ÿсĕмлĕ ĕçлеме май парать. Эпир çĕр-шыври тата унăн тулашĕнчи паха опытпа анлă усă куратпăр. Юлашки çулсенче техника паркне çĕнетрĕмĕр. «John Deere» трактор, сĕт сивĕтмелли оборудовани, тырă акмалли нумай функциллĕ комплекс, выльăх апачĕ пуçтаракан техника, 3 комбайн, ытти агрегат туянтăмăр. Вĕсене чунтан парăннă механизаторсем тухăçлă ĕçлеттерме тăрăшаççĕ.

Пĕр тăван Сергейпа Николай Ефимовсем, Григорий Семенов, Павел Никитин, Андрей Белов, Андрей Петров, ашшĕпе ывăлĕ Владимирпа Евгений Кирилловсем, Андрей Михайлов, Сергей Палейкин, Александр Макаров, Геннадий Тимофеев комбайнерсем ырă сăмаха тивĕçлĕ. Михаил Андреев, Юрий Иванов, Алексей Кольцов, Владимир Лавров, Владимир Соловьев, Михаил Смирнов, Геннадий Беляков трактористсем те маттур. Геннадий Юхтанов, Александр Семенов тата Алексей Николаев водительсем те пысăк яваплăха туйса ĕçлеççĕ.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсем те курăмлă. Районти, республикăри, ытти регионти хуçалăхсене ăратлă çамрăк ĕне сутатпăр. Хальхи вăхăтра 700 пуç мăйракаллă шултра выльăх, вăл шутра сĕт сăваканнисем - 300.

Кăçал Лапракасси ферминче ĕçлекенсем кашни ĕнерен 7000 килограмм сĕт сăвассишĕн тăрăшаççĕ. Лидия Андреева, Мария Фадеева, Лариса Кулагина, Светлана Тимофеева, Надежда Андреева, ытти доярка та малта пыраççĕ. Выльăх пăхнă çĕрте Николай Сидоровпа Олег Смирнов сатур.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика