Большешемердянский территориальный отдел Ядринского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Федераци министрĕнчен - ылтăн медаль

05 июня 2012 г.

Çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министрĕ Николай Федоров тата федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров Етĕрне районĕнчи Тури Ачака çитсе курнă. Унта Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе, “Ленинская искра” колхозăн хисеплĕ председателĕпе Аркадий Айдакпа тĕл пулнă.

“Пирĕн çĕр-шывра унăнни пек паха опыт урăх никамăн та çук, мĕншĕн тесен Айдак - хăйне евĕрлĕ, кăсăклă, пултаруллă легенда-çын”, - палăртнă Николай Федоров. Вăл Аркадий Павловича “Агропромышленноç комплексĕн аталанăвне тÿпе хывнăшăн” ылтăн медаль - Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин чи пысăк наградине - панă. Ку - Николай Федоров федерацин ял хуçалăх министрĕн должноçĕнче панă пĕрремĕш награда.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика