Большешемердянский территориальный отдел Ядринского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Эсир - республика мухтавĕ”

22 июня 2012 г.

Ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ентешĕмĕрсен пысăк ушкăнне Чăваш Республикин Патшалăх премийĕсемпе тата Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республикин наградисемпе чысларĕ.

Савăнăçлă мероприяти Республика кунĕ умĕн иртни ахальтен мар: асăннă уяв халăхăмăра пĕр йыша чăмăртаса аталану çулĕпе çирĕппĕн утма, Чăваш Енĕн, Раççейĕн мăнаçлăхне çĕклемешкĕн малалла ăнтăлма çĕнĕ вăй-хал парать.

“Эпир паян тăван республика экономикине тĕреклетмешкĕн пысăк тÿпе хывнă ятлă-сумлă та пуçаруллă ентешĕмĕрсене сума сăватпăр, - терĕ Михаил Игнатьев. - Вĕсен йышĕнче - производствăра вăй хуракансем, çĕр ĕçченĕсем, ăсчахсем, сывлăх сыхлавçисемпе вĕрентекенсем...”

Çĕрпÿ районĕнчи Ямашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕрентекен Николайпа Ираида Филимоновсем çемье йăли-йĕркине упраса хăварас енĕпе ырă тĕслĕх кăтартнăшăн, çичĕ ывăл-хĕр çуратса çитĕнтернĕшĕн “Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ” ордена тивĕçнĕ. Спортри ăнтăлушăн Паралимпиада ăмăртăвĕнче çитĕнÿсемпе савăнтарнă Михаил Ефремова I степень “Тăван çĕр-шыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн” орден медалĕпе, Андрей Андреева тата Надежда Тонина аслă тренера асăннă орденăн II степень медалĕпе чысланă. 2010 çулхи çу кунĕсенчи хăрушă пушарсене никам та манман-ха. Валерий Коржевпа Сергей Грунина ун чухне хăйсен пурнăçне шеллемесĕр инкеке лекнисене хăтарнăшăн ”Вилĕмрен çăлса хăварнăшăн” медальпе наградăланă.

“Промышленноç производствин индексĕ енĕпе республика федерацин Атăлçи округĕнче кăтартуллисенчен пĕри шутланать, - терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. - Çакăнта “Шупашкарти В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ” АУОра тăрăшакан Валерий Смирновпа Зоя Романова тÿпи те сумлă. Вĕсем Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ машиностроителĕн тата химикĕн ячĕсене илмешкĕн чăннипех тивĕç”.

Михаил Игнатьев Етĕрне районĕнчи “Ленинская искра” хуçалăха чылай çул ăнăçлă ертсе пынă Аркадий Айдака - “Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ” ятпа, Санкт-Петербург патшалăх политехника университечĕн Шупашкарти институчĕн кафедра ертÿçине Ольга Максимовăна “Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн” орден медалĕпе чысларĕ. Физикăпа математика ăслăлăхĕсен докторĕ, В.С.Черномырдин ячĕллĕ Мускав патшалăх уçă университечĕн Шупашкарти институчĕн профессорĕ Алексей Терентьев естествăлла тата техника наукисем, профессионал писательсен пĕрлĕхĕн членĕ Аристарх Дмитриев литературăпа ÿнер енĕпе Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн лауреачĕсем пулса тăчĕç.

Çитĕнÿсемпе палăрнисен пысăк ушкăнне республика Пуçлăхĕ хисеплĕ ятсем пачĕ.

“Ку чыслав - ĕçĕре патшалăхăмăр хаклани кăна мар, халăх, ĕçтешĕрсен хушшинче ырă ят çĕнсе илни те. Чуна парса вăй хуракана малашне те тивĕçлипе сумлăпăр. Тĕрĕссипе, ĕç çыннине ĕлĕкренех хисепленĕ, ÿлĕм те çаплах пулĕ. Çитĕнĕвĕрсемпе тивĕçлипе мăнаçланма пултаратăр. Мухтав ылтăн аллăрсене, сывлăхлă та телейлĕ пулăр”, - ăнăçу сунса саламларĕ Михаил Игнатьев наградăллă пулнисене.

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика