18 сентября 2012 г.
Чун вырăнта мар паян. Çанталăка кура. Хура тăхлан пек йывăр пĕлĕтсем капланса килнĕ. Кассăн-кассăн шалкам çумăр йăтăнса анать. Унтан пĕр хушă йĕпхÿ йăсласа тăрать те тата тăкăнма тапратать. Авăкăн-авăкăн çил тухать те пÿрт умĕнчи хурамапа хурăна тулласа каять. Саралма-хĕрелме ĕлкĕрнĕ çулçăсене тустарать...
Таçтан пуçа шухăш пырса кĕчĕ. Кам лартнă-ши ку йывăçсене? Хурама лартакан хурлăх курать тетчĕç ваттисем...
Шухăша телефон шăнкăравĕ татрĕ. Юратми пултăм-ха çав телефона. Юлашки вăхăтра шав та шав усал хыпар илсе килет...
- Айдак вилсе кайнă...
Телефон алăран тухса ÿкрĕ... «Айдак?!» тесе кăшкăрса ятăм та - чĕлхесĕр пултăм. Пĕр вунă минут... Лерен те шарламарĕç...
Çав хушăра пуçра Айдак пурнăçĕ вĕçсе иртрĕ. Айдака курса калаçма Турă пÿрнĕ самантсем аса килчĕç...
Айдак тесен - унăн ятне илтмен-пĕлмен чăваш çук пуль... Хăй вăхăтĕнче Айдак тата Ачак тенисем кĕрлесе кăна тăратчĕç. Шупашкарпа Чăваш çĕрĕнче кăна мар, Мускавăн та Питĕрĕн... Айдак ури Кремльти керменсенче те чăваш йĕрри хăварнă... СССР халăх депутачĕн Аркадий Павлович Айдакăн сасси Кремльти Съездсен Керменне янратнă.
Мана малтан Айдак юмахри Улăптăр пек патвар кĕлеткеллĕ, хулăн аçа саслă кĕрнеклĕ çын пек курăнса тăратчĕ. Хăйпе тĕл пултăм та - «хамăр паках ку»... Лутра кăна кăптăрмăш чăваш. Çын хушшинче тÿрех уйăрса та илес çук. Сасси те пулин... Таçта шала кая пуçланăскер... Каснă лартнă хамăр чăваш... Пĕвĕ-сийĕпе те, сăнĕ-пичĕпе те, ăсĕ-тăнĕпе те, ĕçĕ-хĕлĕпе те, чунĕ-чĕмĕпе те...
Çак «кăптăрмăш чăвашпа» çывăхрах паллашсан тĕлĕннипе ăнтан кайса тăратăн вара. Епле çапла ашшĕ-амăшĕ çак пĕчĕкçĕ ача ăшне тĕнчене çавăрса ямалăх вăй-хăват хурса ÿстерме пултарнă-ши? Епле çапла çак хытанка каччă ăшне Чурпайсем çурхи кунхи сар хĕвел пек ырă кăмăл çупса ÿстерме мехел çитернĕ-ши? Епле çапла Çÿлти Турă хăйĕн тивлечĕпе çак чăваш ачине ăс-хакăлпа çирĕп чун-хăвалĕ çырса-пÿрсе пама кăмăл тунă-ши?..
Пурах-тăр-ха чăваш халăхне упраса-сыхласа-çăлса тăракан çÿлти пĕр аслă хăват. Пурах-тăр-ха чăваш халăхне тивлетлĕх пÿрсе тăракан Турă-Пÿлĕх. Пурах-тăр-ха чăваш халăхĕн пурнăç урапине вăйлă аллипе çавăрса яма пултаракан паттăр ывăлĕсем...
Вĕрентекен пулма ĕмĕтленсе ÿснĕ çак чăваш ачи 1961 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн вырăс-чăваш уйрăмĕнчен вĕренсе тухать те, пĕр хушă комсомол обкомĕнче ĕçленĕ хыççăн, йăмраллă та çырмаллă чăваш ялне ĕçлеме каять.
Аслă чунлă пулнă-тăр çак Чурпай каччи. Ял çынни чикĕнсе кайса çĕр çинче чаваланса та пурнăçне уралантарса яма мехел çитерейменнине курса-чăтса тăраймасть, чиновник портфельне пăрахса хăй хресчен турти хушшине тăрать.
Ачаксем 1964 çулта çап-çамрăк учителе «Ленинская искра» колхоз лавне кÿлсе тăратаççĕ те - атя, турт!.. Хĕрĕх çул ытла тапса тăвалла туртать вара çав лава Айдак. Туртакан лашана кÿлех тăраççĕ, çăкне те тиесех пыраççĕ. Малтан тăватă ялтан тăракан колхоз тавралла çичĕ-сакăр çул хушшинче тата вунă ял пĕрлешсе ĕçлеме тытăнать. Айдак ăс-хакăлне, Айдак хастарлăхне, Айдак чун-хавалне кура 14 ялта пурăнакан чăвашсем çак çылăхлă çĕр çинчех çăтмах тума пуçланă.
«Айдак саманинче» Ачак тăрăхĕнче хĕрлĕ пылчăклă ахрат çырмисенче утмăл-çитмĕл кÿлĕ çуталса кайнă, кÿллисенче пулă шампăлтатма пуçланă. Кÿлĕ тĕкĕрĕ çине чăваш хăй аллипе лартса ÿстернĕ вăрман сăнĕ ÿкнĕ, чăтлăха пăлансемпе хир сыснисем иленнĕ, тухурисенче сăвăрсем шăхăрма пуçланă, чечекрен чечеке ултă ураллисем, тăватă çунатлисем вĕçме пуçланă. Ашкăрса та ахăрса аталанса кайнă çав хушăра Ачаксен пурнăçĕ!
«Айдак саманинче» тахçан тутар пуçĕ пек кукша курăнса тăнă сăрт çамкисенче тыр-пул хумханса ларма пуçланă, хăмла пахчисем хунаса кайнă, çырма-çатрасен вырăнĕнче ешерекен улăх-çаранта ăратлă ĕне выльăх ĕрченĕ. Ачаксем ÿстернĕ им-çамсăр тыр-пул, хăймаланса тăракан кăпăклă Ачак сăри, чăваш хăмли, сĕт-турăхпа аш-какай тĕнче сумне çĕнсе илнĕ.
«Айдак саманинче» Ачак таврашĕнче «ватă асатте пÿрчĕсем» вырăнне айлă-çийлĕ керменсем ÿсе-ÿсе ларнă. Ял халăхĕн ăсĕ-тăнĕ те, кăмăлĕ-сипечĕ те, этепĕ-хисепĕ те йăлт çĕнелнĕ.
Айдак хăйĕн тĕлĕнмелле çивĕч «хресчен» ăсĕпе, хăйĕн таса чăваш чунĕпе, хăйĕн иксĕлми чун-хавалĕпе çут çанталăка та, ана-çарана та, çĕртен пусан, çÿлте вĕçен, шывра вылян янавар тĕнчине те, хура халăх пурнăçне те тĕпрен улăштарса çĕнетме хăват çитернĕ пĕртен пĕр çын,
Айдак куçа курăнсах та кайман хурт-кăпшанкăна та, таврари çут çанталăка та халăх ырлăхĕшĕн ĕçлеттерме пултарнă ăрăмçă.
Айдак таçти аякри чăваш ялĕнче пурăнса тĕнчене ăс-тăн парса тăракан Вĕрентекен пулса тăнă.
Тăватă кĕтеслĕ çут çанталăкăн тăватă енчен те Айдак патне чăваш ялне тыр-пул акса ÿстерме, выльăх-чĕрлĕх пăхма, хуçалăх тытма вĕренме килетчĕç.
Эпир, Анăçа та, Тухăçа та пуç çапма хăнăхнăскерсем, килтине курмастпăр, ялан карта хыçне кармашса пăхатпăр. Эпир «опыт пухма» кай енĕн те мал енĕн ярăнса çÿреме хăнăхнă. Çакна халĕ те никам та пуç тавра шухăшласа илеймерĕ-ха: Тĕнче чăваш ялне, хура çĕр çинче чаваланакан кăптăрмăш чăваш патне ăс ыйтма çÿре пуçларĕ! Акă мĕн мăнăш, мĕн анлăш, мĕн пысăкăш вăл - чăваш халăхĕн çĕр ĕç культури! Çакна чунпа туйса ăспа çавăрса илме, ĕçе кÿлме пĕр Айдак кăна пултарчĕ!
Айдакчен те пурччĕ-ха пирĕн кăтартмалăх вĕрсе хăпартнă тĕслĕх хуçалăхсем. Вĕсене влаçсем çÿлтен те антарса панă, çĕртен те кăларса панă. Влаç çапла-çке-ха вăл - курнăçланма юратать.
Айдака никам та нимĕн те паман. Айдак пурне те хăй ăсĕпе, хăй ĕçĕпе, хăй хастарлăхĕпе пуçтарнă. Айдак халăхшăн ĕçленĕ, халăх - Айдакшăн! «Ленинская искра» тулă чусти пек хăпарса кайнин вăрттăнлăхĕ - çакă кăна.
Пирĕн халăх Турă антарса парасса кĕтсе ларма хăнăхман, пурне те хăй аллипе, хăй вăйĕпе тума хăнăхнă. Айдак халăх ĕçлесе панă мула салатман, пусшарăн пухса пынă. Мĕн пухăннине хуçалăха хăватлантарма хывнă: çуллен çĕр пулăхне ÿстернĕ, пин-пин пуç ĕне выльăх усрамалăх витесем тунă, çул сарнă, газ кĕртнĕ, завод лартнă, халăх пурнăçне лайăхлатма тăрăшнă... Çакă вара хуçалăха тата ытларах тупăш пама пуçланă...
Пĕр вунă çул хушшинче никам та илтмен-пĕлмен юхăнса кайнă хуçалăх вăйланса кайнă та тĕнчене тухнă. Курнăçланма кăмăллакан пысăк пиччесем республикăна килен-каяна кашни пысăк çынпа тенĕ пекех «Айдак кăтартма» илсе çÿреме вĕренсе кайрĕç. Айдак «хаклă хăнасене» çырма-çатра тăрăх /халь çырма-çатра мар ĕнтĕ вĕсем, тухăçлă ана-çаран, вăрман-ката, пулă кÿлли/, ĕне фермисем тăрăх, хăмла пахчисем тавралла илсе çÿретчĕ, «хресчен хуçалăхне» илсе кĕрсе чăваш сăрипе хăналатчĕ... «Пысăк пиччесем» килсе çÿретчĕç. Кĕрекере ларнă чух курка хушшинче кăшт-кашт пулăшу ыйтма меллĕ самантсем те пулнă пуль... Айдак ыйтман. Ăна çÿлтен те антарса паман, çĕртен те кăларса паман... Вăл хăй пурне те парăма кĕртсе янă... Анчах хăнисем кайнă та парăма тавăрмаллине аса та илмен...
Халăх Айдака ăнланнă, ăна итленĕ, ăна пулăшса пынă, ăна хÿтĕленĕ... Эпĕ Ачак таврашĕнче чылай пулнă. Анчах Айдак çинчен пĕр сивĕ-сивĕ мар, пĕр сулхăн, пĕр лĕп сăмах та илтмен. Пурте ăшă-ăшă сăмахсемпе кăна калаçаççĕ. Айдак тивĕçлипе вăрçнă, ятланă, хăтăрнă çынсем те ун çинчен калаçнă чухне ашшĕ умĕнче тăракан айăпа кĕнĕ ача пек тăратчĕç... Халăхшăн Айдак чăнах та ашшĕ вырăнĕнче пулнă.
Айдак хăй те чăваш халăхне ашшĕ ачисене юратнă пек юратса пăхса тăратчĕ. Вăл этемĕн çак пурнăçри тĕп тĕллевĕ мул мар, халăх телейĕ, халăх ырлăхĕ пулнине витĕр курса, ăнланса тăнă. Этем мулшăн, пурлăхшăн пурăнмасть. Этем хăй ĕçлесе тупнă пурлăхпа усă курса хăйĕн ăс-хакăлĕпе этемлĕхне аталантарасшăн пурăнать... Этем туса кăларакан тĕп продукт тыр-пул та, техника та мар, вăл - ăс-хакăл пурлăхĕ е культура.
Айдак чăваш ăсĕпе пурăнатчĕ. Чăваш ăсĕ вăл ансат, ак çак юрăра витĕр курăнса тăрать:
Пуян вилет - мул юлать,
Ыр çын вилет - ят юлать,
Эпир вилсен мĕн юлать? -
Мĕн юрланă юрă -
çав юлать...
Ытарлă каланă, паллах, сăнарлă. Кунта «юрă» тенине, хальхилле ăслă сăмахсемпе çавăрса каласан, «ăс-хакăл культури», «ăс-хакăл пуянлăхĕ» тесе ăнланмалла пуль.
Чăваш ăсĕпе, укçа-тенкĕ вăл ăс-хакăл мулне аталантарма кирлĕ хатĕр кăна. Çакна Айдак витĕр курса, ăнланса ĕçленĕ. Унăн пурнăçĕн тĕп тĕллевĕ - чăваш халăхĕн культурине чĕртсе ярассиччĕ. Мĕн кăна пулмарĕ пуль вăл хальхи ял культурине чăвашлатас, ĕмĕртен килекен чăваш еткерне паянхи пурнăç шайне çитерес тесе? Культура учрежденийĕсене çĕнетрĕ, колхоз укçипе специалистсем вĕрентрĕ, музейсем йĕркелерĕ, ÿнер шкулĕсем уçрĕ, фольклор ушкăнĕсем туса хучĕ, вĕсене тумлантарчĕ, кĕвĕ-çемĕ хатĕрĕсем тăвакан ăстасем вĕрентрĕ, хĕр-упраçа чăваш тĕрри-çĕввине вĕрентме пуçларĕ...
Айдак çĕрĕ çинче Акатуй çĕнĕрен кĕрлесе кайрĕ. Унта шалт ĕлĕкхи пек чăвашла кĕрешсе, ухă утса, ут ярса ăмăртаççĕ... «Хĕр хăву» вăййи халь те куç умĕнчех. Пин çул ытла манăçса пурăннă «хĕр хăву» çирĕммĕш ĕмĕрти чăваш ялне таврăнни хăех чи асамлă юмахри чи пысăк тĕлĕнтермĕшрен те тĕлĕнмеллерех япала мар-и вара?!
Ухăçăсен ăмăртăвĕсем тата... Халь ухçу тума пĕлекен пĕр чăваш та тупаймăн. Айдак таçта пĕр бурят ухçу ăсти пулнине пĕлет те ун патне чăваш çамрăкĕсене вĕренме ярать. Ĕлĕкхи ухçусене мĕнле-мĕнле йывăçран тунине, йывăçне ăçта-мĕнле-мĕн чухлĕ типĕтмеллине, мĕнле çилĕмпе çыпăçтармаллине, мĕнле шăнăрпа çыхмаллине... - сехетлесе каласа паратчĕ... Темиçе тĕслĕ йывăçа ухçу тунă чухне пулă çилĕмĕпе кăна çыпăçтарнă иккен. Ытти çилĕм хытă йывăçпа çемçе йывăçа çыпăçтарса тытса тăрайман. Пулă çилĕмне çĕкĕ йышши пулă кăмăрчакĕнчен кăна вĕретсе тунă. Ĕлĕк-авал чăвашсем пулă çилĕмĕ тума ăста пулнă, ăна таçти аякри пасарсене те ăсатнă. Эпир çаксене нимĕн те пĕлместпĕр. Аркадий Павлович йăлтах пĕлсе тăратчĕ. Лаша тесен вара - яра куна каç тăвиччен каласа пама пултаратчĕ. Ачак юлан утçисем республика тăрăх та, авалхи Пăлхар çĕрĕсемпе те тухса çÿретчĕç...
Айдак Акатуйĕнче ывăл ачасем авалхи чăваш вăййисем вылятчĕç. «Çĕçĕлле» выляса ăмăртма хăма сарсах ятарлă вырăн та туса панăччĕ. Юнашарах хĕр-упраç «шак чулле» вылятчĕ...
Ачак таврашне кайса курнисем асăрхаса илнĕ те пуль: унта урăхларах халăх пурăнать - ырăрах, ăшăрах, кăмăллăрах... Пĕр сăмахпа каласан, хÿхĕмрех. Чунĕпе хÿхĕмрех! Айдак кашни çын чунне хÿхĕмлетме тăрăшнă. Çакă пулнă та ĕнтĕ Айдакăн пурнăçри тĕп тĕллевĕ. Вăл ăна лăпкăн, хĕвĕшмесĕр, тивĕçлĕ пурнăçларĕ. Пирĕн хушăра Айдак ÿстерсе хăварнă ăшă-ăшă, çутă-çутă, ырă-ырă çынсем пур. Апла пулсан хевте пур-ха. Чăваш малалла ÿпĕнсех утать...
Ĕмĕчĕсем татах та пысăкчĕ Айдакăн. Çуркунне кăна Ачакра халăх пуçтарсах чăваш халăхĕн шăпи пирки калаçу пуçарчĕ вăл. Юлашки çирĕм çулта чăвашăн чĕрĕкĕ хухни хытă пăшăрхантаратчĕ ăна. Чăваша çăлас тесен мĕн-мĕн тума пулать, малашне мĕнлерех ĕçлесе пымалла, ял халăхне мĕнле майпа пулăшмалла... Айдакăн явапсăр çак ыйтусен хуравĕсем те пурччĕ... Шел, эпир вĕсенчен чылайăшне пĕлеймесĕр юлтăмăр.
Чун вырăнта мар паян. Çанталăка кура... Турă Тала хăй те куççульне чараймасть... Шăпăр тăкса ярать те пĕр авăк ассăн сывласа илет... Йĕрет çут çанталăк. Чăваш тĕнчи макăрать...
Айдак кайрĕ...
Халăх çине Турă Тала тăвĕ пек пысăк та йывăр хуйхă йăтăнса анчĕ...
Айдак кайрĕ...
Таса ÿчĕ çине ÿкнĕ сăвап тăпри шур акăш мамăкĕ пек çăмăл пултăринччĕ... Ырă чунĕ çÿлти патшалăхра, мамăклă çĕрте, çăтмахра, Сĕт кÿллинче вырăн туптăринччĕ...
Айдак кайрĕ...
Айдаксен самани иртсе пырать... Хальхи самана çĕнĕ Айдаксем кĕтет... Чăваш хĕсĕр мар... Чăваш кĕсри пусмассерен тиха хăмласа пырать тетчĕç ватăсем. Çапла пултăринччĕ!
Э, чăвашсем!
Тăванăмăрсем!
Аркадий Павлович пирĕнтен уйрăлса кайрĕ... Атьăр, Айдак ячĕпе пĕр пулар та ырă çыннăмăра
урамăрсем çине тăрса,
аллăмăрсене сăвап
çурти тытса,
мал еннелле тĕмсĕлсе
пăхса,
ăшă питĕмĕрсемпе,
çемçе чĕлхемĕрсемпе,
тайма пуçăмăрсемпе
АСĂНАР...
Источник: "Хыпар"