Юманайское сельское поселение Шумерлинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унăн ячĕ Элĕксемшĕн те мăнаçлă

07 мая 2019 г.

 Севастиан Михайлович 1921 çулхи январĕн 8-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Тури Выла ялĕнчи нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралнă. 1939 çулхи ноябрĕн 27-мĕшĕнче çар ретне тăнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пĕтĕм халăхпа пĕрле паттăррăн çапăçнă. Вăрçа Хĕвел-анăç Украинăра кĕтсе илнĕ. Гварди аслă сержант пулнă. Харьков, Луцк, Любка, Белгород хулисене хастаррăн хÿтĕленĕ. Курск пĕккинче кĕрешнĕ, Хĕвелтухăç Европăра тăшмана аркатнă çĕре хутшăннă. Вăрçă çулĕсенче ăçта кăна илсе çитермен пулĕ ăна шăпа.

 Поляк чĕлхине пĕлнине шута илсе ăна Польшăри Рашкув (1944), Нове-Скальмежице (1945) хулисен коменданчĕ пулма шаннă. Виçĕ хутчен аманнă, контузи илнĕ. Хăюлăхпа паттăрлăхшăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 1-мĕш тата 2-мĕш степеньлĕ орденĕсене, «Хĕрлĕ Çăлтăр» ордена, вун виçĕ медале, çав шутра - «1941-1945 çулсенчи Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн», Георгий Жуков медалĕсене тивĕçнĕ. 1946 çулхи май уйăхĕнче демобилизациленнĕ. Вăрçă хыççăн С.М.Архипов вĕренÿ тытăмĕнче 50 çул ытла вăй-халне шеллемесĕр тăрăшнă. 20 çул ытла Юманайри вăтам шкул директорĕнче вăй хунă. Севастиан Михайлович Юманай шкулĕн ĕçне йĕркелесе ярассипе сахал мар тăрăшнă. Вăл ертсе пынипе 1977-1978 çулсенче кунта çĕнĕ шкул çуртне хута янă. Паянхи кун çак шкул республикăра чи лайăх вĕренÿ учрежденийĕсенчен пĕри. 2016 çулта Юманайри вăтам шкулта унăн ячĕпе Асăну хăми уçнă. 2017 çултанпа вĕренÿ заведенийĕ С.М.Архипов ячĕпе хисепленсе тăрать.

 С.М.Архипов - учительсен династине пуçарса яраканĕ те. Мăшăрĕпе, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕ Архипова Ольга Александровнăпа, пилĕк ача пăхса ÿстернĕ. Хĕрĕсем - Людмилăпа Надежда - ашшĕпе амăшĕн çулнех суйласа илнĕ. Педагогсен династине Архиповсен кинĕсем те - Ларисăпа Валентина, мăнукĕсем - Янинăпа Максим, Натальйăпа Татьяна - малалла тăсаççĕ.

 Чăваш Республикин хальхи историнчи патшалăх архивĕн фондĕнче С.М.Архипов çинчен интереслĕ материалсем пур. Вĕсем учитель-фронтовик пурнăçĕпе тата ĕçĕсемпе кăна паллаштармаççĕ, Чăваш Енĕн вĕренÿпе культурин аталанăвĕн историне тĕпчекенсене, статьясем çырнă чухне, диссертаци тата нумай енлĕ тĕпчев ĕçĕсенче пулăшма пултараççĕ. Вăл яланах Тăван çĕршыва парăнни, ĕçченлĕхпе гуманизм эталонĕ пулĕ.

Тавах, аттем!

Атте, эс иртнĕ вăрçăра

Патваррăн çапăçнă фронтра,

Çĕре тасатнă тăшманран

Сталинградран Берлин таран.

Сан орден пур, сан пур медаль,

Анчах хĕн-хур иртмест ахаль:

Телей курса пурнас чухне

Кĕрсе эс выртрăн çĕр айне.

Атте, сан пеккисем нумай,

Чыслать пурне те Юманай, -

Сăвап хыпарсăр çухалмасть,

Çĕнтерĕве пĕр çын тумасть.

Ял-йыш курать халь сан чунна,

Тĕнче курать халь сан сăнна,

Кур хăв та: вилĕмсĕр полкра

Сана хĕрÿ йăтса пырать.

Хулкан пек тытнă эп сана,

Эс - хÿтлĕх маншăн яланах,

Тăшман ăмсанакан ырра

Сыхлатăп эпĕ çак полкра.

Калаттăн эс: «Сиртен - пире»,

Калаттăн эс: «Пиртен - мире».

Тÿпемĕр илтмелле мана

Эп тав тăватăп, аттем, сана.

Вера АРХИПОВА. 

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429106, Шумерлинский район, с. Юманаи, ул. Мира. д.5
Телефон: 8(83536) 62-7-83
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика