Туванское сельское поселение Шумерлинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçаруллисем кулянмаççĕ

21 мая 2010 г.

Çурçĕр-хĕвел тухăçĕнчен вĕрекен çил çумăр пĕлĕчĕсене хăваласа килчĕ пулин те республикăра пушар тухас хăрушлăх пысăк. Ака уйăхĕн вĕçĕнчен çу уйăхĕн пуçламăшĕччен çулăма пула чылай хуçалăх шар курчĕ. Тĕслĕхсенчен чылайăшĕнче этем айăплă. Уйра пĕлтĕрхи типĕ курăка çунтарас тесе шăрпăк чĕртнĕ чухне çил вăйне шута илменни инкек патне илсе çитерет. “Хĕрлĕ автана” пула çын пурнăçĕ татăлать.

Тăванкассинчи ирĕклĕ пушар хуралĕ шăрăх кунсенче ахаль ларман. Акă юлашки 3 эрнере çеç 9 хутчен çулăмпа кĕрешме тивнĕ. Районта çакăн йышши пĕр пĕрлешĕве 4 ял тăрăхĕ - Якуртушкăнь, Хутар, Турхан, Тăванкасси - тытса тăрать. 4 водитель черетленсе талăкшар дежурствăра ларать. Хуралăн тĕп пурлăхĕ - 1989 çулта кăларнă пушар машини. Ăна Çĕмĕрлери автомашина тăвакан завод парнеленĕ. ЗиЛ-131 автоцистернине 2800 тонна шыв, бакне 150 литр кăпăк тăвакан хутăш кĕрет. Пушар хуралĕн пуçлăхĕ В.Ефимов çак тытăмра 19 çул ĕçлет. Унччен машзаводра караул ертÿçи пулнăскер халĕ ĕçтешĕсене пушар сÿнтермелли йĕркене вĕрентет.

- Кашни ир 8 сехетре улшăнатпăр, лару-тăрăва пĕлтеретпĕр. Вячеслав Захаров, Георгий Макеев, Геннадий Кириллов кирек хăш вăхăтра та инкек тÿсекенсене пулăшма хатĕр, - терĕ вăл. Ялта, вăрманта, уйра çулăм алхаснине асăрхасан çынсем тÿрех вĕсем патне шăнкăравлаççĕ.

- Пушара пĕччен сÿнтерме йывăр. Шыв пусăмĕ вăйлă чухне пĕрин насус пыршине, теприн кĕлене тытса тăмалла, виççĕмĕшĕн руль умĕнче лармалла. Хăш-пĕр ялта халăх витресемпе, кĕреçесемпе чупса тухать, тепĕр çĕрте эпир хыпкаланнине çăвар карса сăнаççĕ, - палăртрĕç пушарнăйсем. Тăванкассинче унччен пушар чаçĕ пулнă, анчах тĕрлĕ сăлтава пула вăл саланнă. Кăçал нарăс уйăхĕнче ăна çĕнĕрен пуçарнă. Уйри курăка, улăм урине, пурăнмалли çурта тăтăшах сÿнтереççĕ. Çынсене пушартан кăларма тÿр килмен-ха.

- Ун пек хăрушлăх ан та пултăрччĕ, - тет Виктор Федорович. Смена вăхăтĕнче чĕнÿ ан пултăр тесе тĕрлĕ ĕненĕве асра тытаççĕ. Тĕслĕхрен, пушартан таврăннă техникăна çумаççĕ - каллех çула тухмалла пулĕ. Урари пушмака та йăлтăртатса тăриччен тасатмаççĕ - часах вараланĕ.

Пархатарлă ĕçе пурнăçлакансене 4 ял тăрăхĕн халăхĕ пухнă укçаран шалу тÿлеççĕ. Пуçаруллăскерсем ĕç укçине темиçе уйăх курманнишĕн кулянмаççĕ:

- Эпир кунта хамăра килĕшнĕрен çÿретпĕр, - теççĕ вĕсем. Çитес вăхăтра коллектив тата та пысăкланасса пĕлтерчĕç пушар хуралĕн ĕçченĕсем.

 

Источник: "Çамрăксен хаçачĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429104. Шумерлинский район. с. Туваны, ул. Октябрьская, д.15
Телефон: 8(83536) 62-4-25
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика