21 мая 2010 г.
Çамрăк мăшăр йăла пурнăçĕн ыйтăвĕсемпе куллен-кун тĕл пулать. Пĕрне парăнтарсан тепри сиксе тухать. Çемьене “çĕнĕ кайăк” вĕçсе килсен хуйхă-суйхă темиçе хут нумайланать. Ачана ура çине тăратасси çăмăл мар. Усăллă канашпа пулăшакан асаттепе асанне, кукаçипе кукамай аякра чухне - пушшех те.
Тăванкасси ял тăрăхĕн библиотекин ертÿçи Г.Н.Харитонова ыйту çивĕчлĕхне лайăх пĕлет. Çавăнпах мăшăрсен пурнăçне çăмăллатас тесе вулавăшра çамрăк çемьесен шкулне йĕркеленĕ. Çĕнĕ пулăма ырласа йышăннă. Пирвайхи тĕл пулура библиотека залĕсене пуçаруллисемпе хастаррисем йышлăн пухăннă, палăртнă темăсене сÿтсе явнă. Районта иртекен конкурссемпе уявсене хутшăнма пуçласан пĕрлешÿ ĕçĕ тата кăсăкланнă. Ашшĕ-амăшĕ репетицисене тĕпренчĕкĕсене çавăтса пынă. Аслисене кура пĕчĕккисем те маххă паман. Сцена çинче вăтанчăклăх туйăмне сирсе юрланă, ташланă. Шкул майĕпен çамрăк çемьесен клубне çаврăннă. Ятне те çийĕнчех тупнă - “Ÿстермĕш” /“Растишка”/.
- Ялти пурнăç, пĕлетĕр ĕнтĕ, кĕрĕк арки йăвалаттармасть. Çур аки пуçлансанах пилĕк авса ĕçлемелле. Хуçалăхра тирпейлесен кил-çуртра тăрмашмалла. Апла пулин те çынпа хутшăнма кăмăллакан кирек хăш вăхăтра та библиотекăна килме вăхăт тупать. Клуб пурнăçне 6 çемье хастар хутшăнать. Ларусенче сывлăх, тасалăх темисене çĕклетпĕр. Ял тăрăхĕн пуçлăхне чĕнсе канăç паман ыйтусене сÿтсе яватпăр. Ахаль калаçса ларни те пулать. Ашшĕ-амăшĕ канашланă вăхăтра ача-пăча мультфильм пăхать е юмах кĕнекисемпе паллашать. Çемье канăвĕн сехечĕсем йăлана кĕчĕç, - каласа парать Галина Николаевна. Шăпăрлансене илĕртмешкĕн вулавăшра ятарлă пÿлĕм хатĕрленĕ. Чи-чи пĕчĕккисем çемçе диван çинче теттесемпе юнашар юмах кураççĕ, шкул çулне çитнисем сĕтел хушшинче ăс-хакăла аталантаракан вăйăсемпе паллашаççĕ, кĕнекесем шĕ¬кĕл¬чеççĕ. Библиотека ĕçченĕсем кĕçĕннисем валли ÿкерчĕксемпе пуяннисене ятарласа туянаççĕ. Çавăнпах шкулти тăхтав вăхăтĕнче чупса килекенсем çĕнĕ кĕнекесен куравĕ патне тÿрех чупаççĕ. Çÿлĕксенче чăвашлисем пурри кăмăла çĕклерĕ. Шкулта тăван чĕлхепе пуплекенскерсем республикăри писательсен хайлавĕсене килĕштереççĕ.
- Ачасем тăтăшах килеççĕ те: “Конкурса, фестивале хăçан кайăпăр?” - теççĕ. Уроксенче ларса ывăннăскерсем тухса çÿресшĕн. Сăмах май, 2009 çулта иртнĕ çамрăк çемьесен клубĕсен ăмăртăвĕнче мала тухрăмăр, дипломпа таврăнтăмăр. Çуллахи вăхăтра йышпа пĕрре çеç тĕл пулни пăшăрхантармасть. “Ÿстермĕш” ура çине тăрать çеç, унăн ĕмĕрĕ вăрăм пулассинче иккĕленместĕп, - терĕ Галина Харитоновна.
Источник: "Çамрăксен хаçачĕ"