Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Манмастпăр Олег Долгова

16 октября 2018 г.

Манмастпăр Олег Долгова

ТĂВАН районтан тухнă паттăрсене асра тытасси - кашнин тивĕçĕ. Иртнĕ эрнере районти пуçару ушкăнĕ Раççей Геройĕ Олег Долгов яш çулĕсенче пурăннă тата ăна паттăрла вилсен пытарнă вырăна - Самара облаçĕнчи Луначарский поселока - çитсе килчĕ. Çак ушкăнра Кивĕ Чукал тата Чукал ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем А.Чамеев тата Г.Чугунов, Германире (ГСВГ) службăра тăнă çар ветеранĕсем: С.Ястребов, А.Карзанов, П.Иванов; Шăмăршă ялĕн старости В.Денисов, районти Йĕркелỹпе методика центрĕн (РОМЦ) ертỹçи Т.Давыдова тата «Туслăх» ФСК водителĕ Н.Иванов пулчĕç. Тỹрех çакна палăртма кăмăллă: Самарта пирĕн Героя çав тери хисеплеççĕ, унăн ячĕпе вăл вĕреннĕ шкул çурчĕ хисепленсе тăрать. Шкула шала кĕрсен вара О.Долговăн бюстне тата унăн биографийĕпе ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă стенана курсан тĕлĕнтĕмĕр те, савăнтăмăр та. Луначарский поселокĕнчи пĕр урама, хăй çуралнă Шамкай ялĕнчи пекех, унăн ятне панă.
Вăтам шкул ертỹçисем: Н.Шнайдер директор тата В.Полтева - унăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ, - кашни çулах шкулта январĕн 16-мĕшĕнче асăну кунĕ ирттерни çинчен каласа пачĕç. Çак кун спорт шкулĕнче те (вăл унта кĕрешỹ секцине çỹренĕ) тĕрлĕ мероприяти йĕркелесе ирттереççĕ. Ун ячĕпе шкулта музей та уçнă, унта та пулса куртăмăр. 
Ушкăнпа Олег Долгов пурăннă çурта тата ăна пытарнă вил тăпри çине те çитсе килтĕмĕр, чĕрĕ чечексем хутăмăр. Юнашарах Геройăн ашшĕпе амăшĕн вил тăприйĕсем. Унта та шкул ачисем тăрăшнипе тирпей хуçаланать. 
А.Чамеев кĕскен Герой биографийĕпе паллаштарчĕ, Шамкайра иртнĕ ачалăх кунĕсене аса илчĕ. 
Çапла октябрĕн 10-мĕшĕнче 350 çухрăма, Герой ĕмĕрлĕхех канлĕх тупнă вырăна, кайса килтĕмĕр, ентешĕмĕрĕн ятне унта та асра тытса, хисеплесе пурăннăшăн пурте кăмăллăн таврăнтăмăр. Олег Долговăн çар тивĕçне пурнăçласа вăхăтсăр татăлнă кун-çулĕ, паттăрлăхĕ яланах пирĕн асра пулĕ. Т.ДАВЫДОВА.
КĔске справка: ОлегДолгов 1976 çулхи январĕн 16-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнчи Шамкай ялĕнче çуралнă, вĕренме пĕрремĕш класа унти шкула кайнă. Часах вĕсен çемйи Самар облаçне куçса кайнă, ачалăх çулĕсем унта иртнĕ. Олег пĕчĕкренпех спортпа туслă пулнă - футболла выляма юратнă, дзюдо кĕрешỹ секцине çỹренĕ, ăмăртусене те тăтăшах хутшăннă. Вăл çарта ятарлă çăлавçăсен отрядне лекме ĕмĕтленнĕ, унти йывăрлăхсене парăнтарма хăнăхнă. 
Çар ретне 1994 çулта тăнă. Ăна салтак тивĕçнепурнăçлама Шалти ĕçсен министерствин «Русь» ятлă ятарлă ушкăнпа Çурçĕр Кавказа янă. Унта вăл тĕрлĕ операцисене хутшăнать, чи хăюллă та паттăр çар çыннисенчен пĕри пулса тăрать. 
1996 çулхи январĕн 16-мĕшĕнче Олег Долгов пĕр яла бандитсенчен ирĕке кăларнă чухне вил-меллех аманнă. Ăна Раççей Федерацийĕн Геройĕ ятне панă. 
Шамкай ялĕнче, вăл çуралнă çурт çине, асăну хăми вырнаçтарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Шемурша, ул. Урукова, 9
Телефон: 8(83546) 2-35-96
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика