Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хỹтлĕх утравĕ

28 сентября 2018 г.

Хỹтлĕх утравĕ

ПИРĔН çĕршывра Ватă çынсен кунне 1992 çултанпа паллă тăваççĕ. Октябрĕн 1-мĕшне уяв тесех калаймăн. Аслă ăру çыннисемпе тимлĕрех пулмалли çинчен аса илтерекен кун вăл. Çак кун коллективсенче ветерансене чыслаççĕ, вĕсен ырă ĕçĕсене аса илеççĕ, хисеплĕ ватăсене юрă-кĕвĕпе савăнтараççĕ. 
Пурнăç - çĕр пăрнăç, теççĕ. Кашнин хăйĕн шăпи, пурин те пĕр килмест вăл. Ватлăхра тăр-пĕччен тăрса юлакансем те пур. Юрать-ха, йывăр шăпаллисене пат-шалăх пĕчченлĕхре хăвармасть, хăй хỹттине илет. Сăмах - ЧР Ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх министерствин Шăмăршăри социаллă пулăшупа халăха тивĕçтерекен центрĕ çинчен пырать. Чылайăшĕ ăна ваттисен çурчĕ теççĕ. Унта паянхи кун тĕлне 25 çын пурăнать - 16 арçынпа 9 хĕрарăм. Вĕсене центрта 9 çын пăхса тăрать. Кунта ĕçлекенсем ватăсен кун-çулне пур майсемпе те çăмăллатма тăрăшаççĕ: пỹлĕмсене тирпейлесе тăраççĕ, кунне 4 хут вĕри апат çитереççĕ, çепĕç сăмахпа чуна ăшăтаççĕ. 
Икĕ хутлă вĕр-çĕнĕ кирпĕч çурт кинемейсемпе мучисемшĕн чăн-чăн çăтмах: икшерĕн пурăнакан пỹлĕмсенче ăшă та хăтлă, унтах ăшă шыв, душ, туалет. Кĕскен каласан, пурăнмалли условисем - хулари хваттерти евĕрлех. Аялти хутра вырнаçнă столовăй та аслă та çутă. Пысăк экранлă телевизор столовăйĕнче те, çỹлти хутри фойере те вырнаçтарнă. Унсăр пуçне, кăмăлу пулсан, компьютер умне ларма пултаратăн. Шăм-шака çемçетмешкĕн тренажер залĕ те пур. Библиотекăра тĕрлĕ кĕнеке, хаçат-журнал вулама пулать. Стационарта пурăнакансем творчество мастерскойне çỹреме те кăмăллаççĕ - специалистсем пулăшнипе хăйсен аллипе илем ăсталаççĕ. 
Социаллă учрежденире пурăнмалли кĕтес тупнисенчен кашнийĕн шăпи хăйне май. Акă, сăмахран, 92 çулхи Анна кинемей. Вăрçă çулĕсенче пĕчĕкренпех йывăр ĕçе кỹлĕнсе терт-нушине сахал мар тỹссе ирттернĕ вăл. Халĕ килĕнче ăна пăхакан çук - ачисем тĕнче тăрăх саланнă, хăйĕн вара тăван ялтан ачисем чĕннĕ çĕре тухса каяс килменпулмалла. Хăшĕсем инвалид, кунта сусăрланнипе лекнĕ. Виççĕмĕшĕсем çемье çавăраймасăрах ватлăха çитсе тăнă...Вăрнартан килнĕ Вера Кирилловна хăйне питĕ тирпейлĕ, килĕшỹллĕ, интеллигентлă тыткалать - сакăр теçеткере тесе кам калĕ? 82 çулти Вера Александровна пуринпе те хаваспах паллашать, уççăн калаçать... Вăй-халсăр кунсенче пĕчченлĕхе сирес тĕллевпе ваттисен çуртне вырнаçнă вĕсем. Ялти хуçалăха тытса тăма ватă çынна çăмăл мар. Хăйĕн пек шăпаллисен хушшинче пурăнса йывăр шухăш та сирĕлет, тунсăх та хăпать, кăмăл та уçăлать. 
Социаллă пулăшу паракан центрта тĕп вырăнта - сывлăха тĕрĕслесе тăрасси. Шăмăршăри тĕп больница врачĕ - Е.Мандрюкова тата медицина сестри - А.Филиппова кунта тăтăш килсе çỹреççĕ, медицина пулăшăвĕ параççĕ. 
Стационарта хăй тĕллĕн пурăнма пултарайман ватăсем пурăнаççĕ. Районĕпе вырăнта пулăшу кĕтекен тата 93 ватă çынна шута илнĕ. Кун çинчен мана ватăсене тата инвалидсене килĕнче социаллă пулăшу паракан уйрăмăн заведующийĕ С.Павлова каласа кăтартрĕ. Вĕсене ял тăрăхĕсем урлă тупса палăртаççĕ. Центрта вара халсăрсене пулăшма кăмăл тăвакансемпе килĕшỹ тăваççĕ, уйăхсерен укçа тỹлеççĕ. Пахча ĕçĕсенче, вут-шанкă хатĕрлеме, хĕлле урамри çула юртан тасатма пулăшсан, аптекăран эмел илсе килсе паракан пулсан, пенсионерсем килĕнчех пурăнасшăн. Хуллен кăштăртатса çỹренĕ чухне камăн пỹрn-çурта хупас килтĕр? Светлана Владимировна ертсе пыракан ушкăн вара ялсене час-час тухса çỹрет, çак ыйтăва тĕрĕслесех тăрать. 
Ватăсен кунĕ çитни сисĕнет-и-ха асăннă центрта? Паллах. Ветерансене пĕр кун кăна мар, 10 кун уйрăм тимлĕх пулать – сентябрĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 5-мĕшĕчченех. Çак учрежденире социаллă пулăшупа тивĕçтерекен специалист О.Петькова мана декада программипе тĕплĕн паллаштарчĕ. Вунăкунлăхра концертсем тăтăш пулĕç: кунта пурăнакансене Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекенсем, «Аленушка» ача садне çỹрекенсем, районти Культура Керменĕн ĕçченĕсем хавас юрă-кĕвĕпе савăнтарĕç. Районти тĕп библиотекăна сывлăха упрама вĕрентекен литература вулама та илсе кайса килĕç. «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕ кăмпа фестивальне вăрман уçланкине йыхравлать... Кинемейсем тата алĕç куравне йĕркелесшĕн - хăйсен пултарулăхне пурин умне те кăларасшăн. «Вунăкунлăхра пĕр кун та савăнăçсăр иртмест», - шантарса калать хăйĕн тивĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçлакан Ольга Ивановна. 
Çапла кĕтсе илет Ватăсен кунне Шăмăршăри социаллă пулăшу паракан центр. Уяв мар пулин те, кунта пурăнакансем çĕннине, хаваслине ача чухнехи пекех кĕтеççĕ. Ушкăнпа пĕр сĕтел хушшинче ларса шăкăл- шăкăл калаçни те мĕне тăрать. Çак кун ячĕпе вĕсене район тата ял администрацийĕсен специалисчĕсем, центр ертỹçи А.Вазанов яланхи пекех ăшшăн саламлаççĕ, туслă çемьере нумай çул пĕрле пурăнма çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунаççĕ. 
Эпир те сире, хисеплĕ мучисемпе кинемейсем, тата нумай-нумай çул ăшă кунсенче урамри саксем çине тухса ларса хитре чечексемпе, çут çанталăк илемĕпе киленсе ларма чун-чĕререн сывлăх сунатпăр. Кунта ĕçлекенсем тăрăшнипе, пулăшнипе сирĕн малашлăхăр та ăшă та лăпкă пултăр! 
Г.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Шемурша, ул. Урукова, 9
Телефон: 8(83546) 2-35-96
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика