Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрĕпе пурнăç хаваслăрах

24 августа 2018 г.

Тĕрĕпе пурнăç хаваслăрах

Мĕнле хитре чăваш тĕрри, - 
Унта пин-пин çулсен йĕрри. 
Ваçлей Давыдов-Анатри, 
Чăваш халăх поэчĕ. 
ОЛИМПИАДА ДАВЫДОВАН кил-çурчĕ музее аса илтерет. Стенасем çинче - хăй аллипе чун панă тĕрĕ-картинăсем. Пир çине çут çанталăк илемне куçарнисĕр пуçне иртнĕ ĕмĕрпе çыхăннă сюжетлă картинăсем тĕрлеме юратать. Акă дворянсен балĕ - вальсра çаврăннă май хĕрсен кĕпи аркийĕ чăштăртатни илтĕнет. Каччăсем - сумлă та мăнаçлă. Вĕсен савăнăçлă кăмăл-туйăмĕ пирĕн çине те куçать.
Тепĕр картинăра - 100-150 çул каяллахи хула урамĕ. Пĕртен-пĕр транспорт - лаша кỹлнĕ тăрантас. Ачаш та черченкĕ улпут хĕрĕсем ăна урамра чăтăмсăррăн кĕтсе тăраççĕ... 
Олимпиада Ивановна тĕрĕ тĕрлеме тăватă çул каялла тытăннă. Пĕлĕшĕ патĕнче хăнара пулнă хыççăн хăй те ал ĕç тĕнчине кĕрсе ỹкнĕ. Каçхине киле таврăнсан (Шăмăршă район больницинче тĕп врач çумĕнчи секретарь тивĕçне пурнăçлать) кухньăри ĕçсенчен пушанать те тĕрлеме ларать. Тĕслĕ çипсене йĕп куçне витĕрсе юрла-юрла тĕрлет. Сасси уçă та илемлĕ, чи çỹллĕ нотăсем те çăмăллăн янăраççĕ. Çĕрпỹри культурăпа çутĕç училищинче вĕреннĕ чухне те сопранăпа юрланă. Унтах баян калама та вĕреннĕ. Халĕ те хăнасене баянпа ташлаттарса савăнтарать. 
Пĕчĕкренпех илем, искусство енне туртăннă Олим- пиада Уркина (хĕр чухнехи хушамачĕ). Пăчăрлă Пашьелĕнче йышлă çемьере çитĕннĕ - çиччĕн пĕр тăван пулнă. Ашшĕ купăс каланă - çак ăсталăх ачисене те куçнă. Пурте юрра-ташша ăста. Вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Липăн Мускава артиста вĕренме каяс ĕмĕт те пулнă. 
Шăпи вара ăна Анат Чаткаса илсе килнĕ. Ялти клубра илемлĕх ертỹçи пулса ĕçлеме тытăнать. Фольклор ушкăнĕ йĕркелесе ярать, çамрăксене концертсемпе спектакльсене явăçтарать. Çапла ялти культура вучахне киленсех «вутă хурса тăрать». 
Телейне те çак ялтах тупать вăл. Виталий Давы- довпа çулталăк туслă пулнă хыççăн туй кĕрлеттерсе пĕр çемьене пĕрлешеççĕ. Виçĕ ача çуратса пурне те тивĕçлĕ воспитани парса аслă пĕлỹ илме пулăшнă. Кăçал ноябрьте вĕсем пĕрлешни шăпах 35 çул пулать. 
... Чунĕ вара каçсерен тĕрĕ патнех туртăнать. Нумаях пулмасть тепĕр пысăк картина тĕрлесе пĕтерчĕ - кăнтăрти тинĕс хĕрринчи хула. Тỹперен, сăрт-ту çийĕн, хĕвел хĕртсе пăхать - тинĕс хĕррипе, чечексем хушшипе, канма килнĕ çынсем уçăлса çỹреççĕ. Вĕсен калаçни-кулни, тинĕс шавлани, теплоход çывхарса килни куçпа та курăнать, хăлхапа та илтĕнет. Çапла пулать те чăн-чăн ăста аллинче тĕрĕ. 
Часах, кĕрхи тунсăх каçсенче, Олимпиада Ивановна çĕнĕ картина хĕреслетсе тĕрлеме ларать. СхеминеИнтернет урлă суйласа илет. Пысăк картина – 50х70 сантиметрлисене - хатĕрлесе çитерме уйăх кирлĕ ăна. Пĕчĕккисене - 20х30 см - эрне. Пĕчĕк тĕррисем часах саланса пĕтеççĕ - çывăх çыннисене парнелет. Картина хумалли рамăсем, тĕрлемелли материалсем йỹнех мар пулин те укçи-тенкине шеллемест ăстаçă. Илемпе мĕн танлашĕ? 
- Пуçланă ĕçе нумай тăсас килмест. Хăвăртрах туса пĕтерсе çакса хурас килет, - тет тĕрĕçĕ. - Алĕç туни япăх кăмăла пусарать, çут тĕнчене лайăх енчен курма май парать. Тĕрлесе ларнă самантра чунра яланах лăпкă та канлĕ. Эпĕ тухтăрсем хушшинче ĕçлетĕп вĕт-ха, вĕсем лайăх кăмăл-туйăм сывлăхшăн питех те усăллă теççĕ, - калаçать илĕртỹллĕ сăн-питлĕ, ăшă кăмăллă хĕрарăм. 
Унăн чун-чĕрипе тăрăшса, чăтăмлăх çитерсе эрешленĕ кăткăс ĕçĕсене чăн малтан мăшăрĕ Виталий Борисович хаклать, ăна ăсталăхĕшĕн мухтаса, хавхалантарса тăрать. Пĕрне-пĕри ăнланса пурăнни кунта та палăрать. 
Давыдовсен килĕнче илем - куç тулли. Çурчĕ те чечек ăшĕнче ларать. Нумай çул ỹсекеннисем кăна пахчара 50 сорта яхăн. Пĕр çул ỹсекеннисен шучĕ те çук. Пỹртре чỹрече ани çине вырнаçайманнисене пысăк чỹлмекпе урайне лартнă. Хĕл кунĕнче те çеçке çурса хуçисене савăнтарса тăраççĕ. 
Çут çанталăк илемне чĕрепе туйма пĕлекенсен тата хăйĕн аллипе ăсталама пултаракансен чунĕ те илĕртỹллĕ. Çапла пĕтĕмлетỹ турăм Олимпиада Давыдовапа çывăххăн паллашсан. 
Г.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Шемурша, ул. Урукова, 9
Телефон: 8(83546) 2-35-96
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика