Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăйлисем, тỹсĕмлисем çĕнтерчĕç

13 августа 2018 г.

спорт 3.jpg

 
ПИРĔН районта Физкультурниксен кунне яланах анлă паллă тăваççĕ. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ вăл «Туслăх» ДЮСШ стадионĕнче çуллахи пĕчĕк Олимп вăййисем евĕр пысăк йышпа, пуян программăпа иртет. 

Спорта юратакансемпе курма килнисем стадиона стройпа утса кĕнинчен пуçласа ăмăртусем вĕçленичченех кунта хаваслă кăмăл-туйăм хуçаланчĕ, хĕрỹ тупăшура спортсменсене хавхалантаракан сăмахсем илтĕнсе тăчĕç. Колонна умĕнче Олимп вăййисен ялавĕпе пыракансен хушшинче кире пуканĕ йăтассипе çĕршывĕпех паллă спорт ветеранĕ В.Шуряков, çамрăк кĕрешỹçĕ - спорт мастерĕн кандидачĕ Е.Силин. 
 
Спорт уявне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов уçрĕ, пурне те Физкультурниксен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ. Владимир Васильевич часах Шăмăршăра çĕнĕ футбол уйĕ пуласси пирки пĕлтерчĕ, спорт мероприятийĕсене хастар хутшăнакансене район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăларĕ. Çак хисепе кăçал И.Малеева (Кивĕ Чукал), М.Пустынинпа О.Сергеева (Шăмăршăри вăтам шкул), Ф.Петров (районти тĕп больница), М.Мартынова (Анат Чаткас) тивĕçнĕ. В.Денисов çавăн пекех ГТО нормисене ăнăçлă пурнăçланисене ылтăн е кĕмĕл значокпа чысларĕ. Вĕсен шутĕнче К.Кусаинов, И.Харитонова, И.Хафизова, М.Абсалямова (Шăмăршă вăтам шкулĕн учителĕсем), О.Ревунова (наци паркĕ), А.Петров (ПНИ), О.Захарова (райадминистраци). «Единая Россия» партин районти уйрăмĕ те спорт хастарĕсене - А.Михайлова (БТИ), В.Урмаева (Васан), Н.Петрована («Василек» ача сачĕн ертỹçи), Ю.Ильина (Васан ял тăрăхĕн ертỹçи) Тав çырăвĕпе хавхалантарчĕ. 
 
Шăмăршă районĕн Олимп ялавне СССР чемпионĕ, спорт ветеранĕ П.Лебедев тата республикăри ăмăртусенче палăрнă çамрăксем: М.Ефимов, К.Степанов, Д.Ермолаев - çĕклерĕç. 
 
Олимп вăййисене çăмăл атлетсем пуçларĕç. 60 метрлă дистанцире шкул ачисем те, çитĕннисем те хĕрỹ тупăшрĕç. Паллах, çамрăксем çивĕчрех чупаççĕ. Хĕрсем хушшинче А.Ефимова (Шăмăршă) - çĕнтерỹçĕ, К.Чебан (Шăмăршă) тата Л.Никитина (Карапай Шăмăршă) – призерсем. Йĕкĕтсенчен дистанцие чи малтан Д.Петров (Карапай Шăмăршă) вĕçлерĕ, ун хыççăн А.Кудряшов (Васан) тата И.Ермолаев (Пăчăрлă Пашьел) чупса тухрĕç. 
 
800 метра чупассипе А.Шайхатаров (Шăмăршă) тата Т.Елисеева (Карапай Шăмăршă) чи пултаруллисем пулчĕç. Призлă вырăнсене çак дистанцире пĕтĕмпех Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕнчен килнĕ спортсменсем йышăнчĕç: Д.Денисов, Д.Яковлев, Л.Никитина, Д.Макарова. 
 
3000 метрлă дистанци те хĕрỹ ăмăртура иртрĕ. Кунта та пĕтĕм малти вырăна карапайсем çĕнсе илчĕç: Д.Ермолаев,Д.Ермолаева (пĕрремĕшсем), А.Лукьянов, Д.Филиппов, С.Шомполова, Д.Макарова _ призерсем. Çапла аппăшĕпе шăллĕ пĕр тăван Ермолаевсем кашниех ылтăн медале тивĕçрĕç. Даша Макарова - ЧГУ студентки - икĕ чупура та (800 тата 3000 м) пăхăр медаль илме пултарчĕ. 
 
Спорт уявĕнче чи интересли - эстафета. Малти икĕ вырăнта - Шăмăршăри вăтам шкул ушкăнĕсем. Призер - Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕ. Шăмăршă шкулĕн командинче М.Ефимов - педагогика институчĕн физвоспитани факультечĕн 2 курс студенчĕ, республикăн пĕрлештернĕ командин лидерĕ çĕмрен пек чупнине пăхса тăма çав тери кăмăллă пулчĕ. Район, республика чысне спортра çĕклесе тăма ăнăçу сунатпăр Мишăна! Сăмах май, унăн Ангелина йăмăкĕпе Александр шăллĕ те çак кун медальсемпе Дипломсене тивĕçрĕç. 
 
Хăвăрт шахмат вăййинче чемпионсем - Д.Ларионов тата К.Лукьяненко. Призлă вырăнсенче В.Евдокимов, Ш.Юсупов, З.Тимошкина, Д.Жамкова. Хĕрарăмсем пурте Пуянкасси ял тăрăхĕнчен. 
 
Шашкăлла выляса çĕнтерỹçĕ ята М.Мухутдинова (Палтиел), Г.Елисеев (Карапай Шăмăршă) тивĕçнĕ. Призерсем Г.Петрова (Пăчăрлă Пашьел), Н.Поликарпов (КарапайШăмăршă), А.Силюкова тата И.Старшов (Шăмăршă). 
 
Районта дзюдо кĕрешĕвĕпе интересленекенсем йышлă. Çак кун та сахал мар спортсмен медале тивĕçрĕ. Хăйсен виçинче К.Чебан, Д.Егоров, Е.Силин, Е.Чернов çĕнтерỹçĕсем пулчĕç. Н.Леонтьева, А.Соргина, Д.Минуллова, М.Семенов, А.Годунов, А.Чураев, Э.Кудряшов, А.Горшков, О.Востоков призер Дипломĕпе çырлахрĕç. Çапла Шăмăршăри Кристина Чебан çак кун виçĕ медаль çĕнсе илме пултарчĕ. 
 
Теннисла выляссипе вара Шăмăршă шкулĕнче ĕçлекенсенчен никам та выляса илеймерĕ (М.Абсалямова - çĕнтерỹçĕ, Э.Михайловапа Е.Убасева - призерсем). Арçынсем малти вырăнсене çапла пайларĕç: Ф.Петров (тĕп больница) – пĕрремĕш, А.Вазанов (Шăмăршăри халăха социаллă пулăшу паракан центр) – иккĕмĕш, А.Ильдяков (Пăчăрлă Пашьел) - виççĕмĕш. 
 
Шкул ачисен хушшинче чи лайăх теннисист - Е.Сидоров (Карапай), призерсем К.Степанов (Карапай) тата С.Измуков (Шăмăршă). 
 
Спорт уявĕнче районта кире пуканĕ йăтакансен республика шайĕнчи турнирĕ те иртрĕ. Çавна май стадионта республикăн паллă спортсменĕсем тупăшрĕç. Ăмăртăва районти полици уйрăмĕн ертỹçин çумĕ Н.Тепитов майор йĕркелесе пычĕ. Шăмăршăра пурăнакансем те Дипломсемпе медальсене тивĕçрĕç. Вĕсен хушшинче çĕнтерỹçĕсем: Д.Краснова, М.Пустынин, Н.Тепитов, А.Ильина, К.Кусаинов. Призер дипломĕпе медальне Л.Нянин, С.Огурцов, А.Удочкин, М.Харитонов, В.Кузьмина, Н.Тимошкина, Ю.Ильин, В.Яковлев çĕнсе илчĕç. Спорт ветеранĕ В.Шуряков çак кун, 75 çулхи юбилей кунĕнче, кĕмĕл медале тивĕçрĕ. 
 
Чи лайăх волейболистсем - пуянкассем пулчĕç. Призерсем - шăмăршăсем. Футболла выляс енĕпе Шăмăршă ял тăрăхĕн спортсменĕсем палăрчĕç - 1, 2-мĕш вырăнсем. Пăчăрлăпашьелсем - виççĕмĕшсем. 
 
Ял тăрăхĕсем хушшинче активлăхпа тата спортри çитĕнỹсемпе Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕ малти вырăна тухрĕ. Администраци ертỹçи В.Яковлев хăй кăна миçе ăмăртура Диплома тивĕçрĕ - хăвăрт чупассипе, кире пуканĕ йăтассипе... Пăчăрлăпашьелсем – 2-мĕш, шăмăршăсем – виççĕмĕш вырăнсенче. 
 
Спорт мероприятийĕн тĕп пĕлтерĕшĕ вара малти вырăна тухасси мар, сывлăхлă пурнăç йĕркине явăçтарасси. Стадионта тăван коллектив хавхалантарса тăнă самантра вăй-хал хутшăнса тăрать, кăмăл-туйăм çĕкленет. Çапла калаççĕ çичĕ теçетке патне çывхаракан спорт ветеранĕсем Л.Никитина, П.Ильдяков. Карапай Шăмăршăра пурăнакан шашка чемпионĕ Г.Елисеев вара тепĕр уйăхра 80 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленет. Акă камсем пире ырă тĕслĕх кăтартса тăраççĕ. Сывлăх - хусканура тесе ахаль каламаççĕ... 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Шемурша, ул. Урукова, 9
Телефон: 8(83546) 2-35-96
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика