Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нумай ачаллисене - патшалăх тĕревĕ

19 июля 2014 г.

Нумай ачаллă çемьесен çĕр-шыври демографи лару-тăрăвне лайăхлатассипе çыхăннă пĕлтерĕшĕ пысăкки каламасăрах паллă. Апла тăк вĕсене лайăх условисемпе тивĕçтерме тăрăшни вырăнлă. Çакна прокуратура органĕсем те куçран вĕçертмеççĕ. Нормăпа право никĕсĕ мĕнлерех-ха? Республика прокуратуринче палăртнă тăрăх - Чăваш Енре çак никĕс çирĕп. Вăл граждансен асăннă категорийĕсене патшалăх пулăшăвĕн федераци саккунĕсемпе гарантиленĕ мĕн пур мерипе усă курма май парать. ЧР Пуçлăхĕн 27.06.2012 ç. кăларнă 77-мĕш указĕпе 2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса çемьесене виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачасем çуралсан вĕсем виçĕ çул тултариччен пурăнма кирлĕ виçе чухлĕ уйăхсерен укçа тỹлеççĕ. Республикăн "Çемьесене виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачасем çуралсан (усрава илсен) уйăхсерен паракан тỹлев çинчен" саккунĕпе килĕшỹллĕн çак тỹлеве илме тивĕç çынсене палăртнă. Çав шутра:

- 2012 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕ хыççăн виççĕмĕш ача çуратнă (усрава илнĕ) хĕрарăмсем;

 - уйăхсерен укçа илмелли правăпа маларах усă курман пулсан 2012 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕ хыççăн тăваттăмĕш е ун хыççăнхи ачасене çуратнă (усрава илнĕ) хĕрарăмсем;

 - уйăхсерен укçа илмелли правăпа маларах усă курман тата судăн усрава илни çинчен калакан йышăнăвĕ 2012 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕ хыççăн саккунлă вăя кĕнĕ пулсан виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачисене усрава илнĕ пĕртен пĕр çын шутланакан арçынсем.

ЧР "Ачаллă çемьесене патшалăх енчен пулăшмалли хушма мерăсем çинчен" саккунĕпе килĕшỹллĕн республикăра Раççейри амăшĕн капиталĕ çумне хушса республикăн амăшĕн (çемье) капиталне тỹлеççĕ - 100 пин тенкĕ. Çак укçана 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче тата ун хыççăн çуралнă виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачасемшĕн параççĕ. Республикăн "Пурăнмалли çурт-йĕр хутшăнăвĕсене йĕркелесси çинчен" саккунĕнче çул çитмен пиллĕк тата ытларах ачаллă çемьесен ЧР патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнчен социаллă найм килĕшĕвĕпе хваттер илмелли правине çирĕплетнĕ. "Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтересси çинчен" саккунпа килĕшỹллĕн Чăваш Енри нумай ачаллă çемьесене тỹлевсĕр майпа харпăрлăха çĕр лаптăкĕсем парассине çирĕплетнĕ. Çавăн пекех "Чăваш Республикинчи тỹлевсĕр юридици пулăшăвĕ çинчен" саккун та асăннă категорисене çăмăллăх парать. Хăйсемпе пĕрле пурăнакан, çул çитмен виçĕ е ытларах ачаллă граждансене тỹлевсĕр юридици пулăшăвĕ параççĕ.

К.НИКОЛАЕВ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Шемурша, ул. Урукова, 9
Телефон: 8(83546) 2-35-96
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика