05 марта 2008 г.
КАШНИ çулах пирĕн шкулта çамрăк армеецсен "Зарница" тата "Орленок" вăййисем иртеççĕ. Кăçал та вĕсем январĕн 23-мĕшĕнче пуçланчĕç те февралĕн 22-мĕшĕнче вĕçленчĕç. ("Зарница" вăййа йĕркеленĕренпе кăçал шăпах 40 çул çитрĕ). Вăйăсене ертсе пыраканĕ _ ОБЖ учителĕ В.А.Зиновьев. Вĕсене 5-мĕш класран пуçласа 11-мĕш класра вĕренекенсем хутшăнчĕç. Малтанласа тĕрлĕ конкурссем иртрĕç: йĕлтĕрпе чупасси, сăвă каласси, сĕтел çинчи теннисла тата шашкăлла вылясси, Чăваш Республикин историйĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтусем çине хуравласси, çарпа патриотизм темипе 10 минуталăх концерт лартса парасси тата ытти те. Концерта кĕçĕн класри ачасем те хутшăнчĕç. Уйрăмах 3-мĕш класра вĕренекен Т.Тяпушова юрланă юрă пурне те килĕшрĕ. Çавăн пекех 7-мĕш класра вĕренекен В.Данилов юрланă "От героев былых времен" юрă та кашнийĕн чĕрине тыткăнларĕ. Февралĕн 22-мĕшĕнче стройпа утассипе, салтак юррине юрлассипе, тĕрлĕ командăсем пурнăçлассипе çыхăннă заданисем пулчĕç. Пĕтĕмлетỹ тунă хыççăн "Орленок" вăйăра 11-мĕш класра вĕренекенсем çĕнтерни палăрчĕ. "Зарница" вăйăра 8-мĕш класра вĕренекенсем пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Шкул ачисем те, вĕрентекенсем те çак вăйăсемпе кăмăллă юлчĕç
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"